Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Мĕн эс вĕçĕмсĕр пĕр юрă юрлатăн? — вăрçса тăкрĕ Мамич-Бердей. — Хăйĕнчен ыйт та хăйĕнчен ыйт. Мĕнех вара, ыйтатăп. Ак тытатăп та илсе кайса леçетĕп Тукай патне. Тухса тарнăшăн вăл санăнне тирне сĕвет.
— Сан ирĕкӳ, мăрса. Мĕн тăвас тетĕн, çавна ту манпа.
— Кун хыççăн эс тухса тармасни? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Мамич-Бердей.
— Тармастăп. Мана усалах мар кунта. Тепĕр тесен ăçта каяс манăн? Пур çĕрте те çул хупă. Ниçта та ырлăх кĕтмест пирĕн пеккине.
Ятламас пĕлсе тăчĕ: мăрса ун пирки Тукая каламасть, ниçта та леçмест ăна хăй килĕнчен. Чипер ĕçлекен тарçа, кĕсле-купăс ăстине такам аллине тытса пама вăл ухмаха ермен-ха. Çавăнпа питех хăрамарĕ те вăл Мамич-Бердейрен. Тукай ялĕ халь Урасмет аллине куçни пирки Ятламас çăвар уçмарĕ. Тем тесен те Урасмет пĕлмелле мар вăл ăçта пурăннине. Таçта çаклансан та çав ылханлă çын патне лекмелле ан пултăрччĕ.
— Апла эсĕ, чараксăр чĕлхе, вырăссем майлă çаптаратăн? — терĕ мăрса хăйне кăсăклантаракан чи кирлĕ калаçăва пуçласа. — Вырăссем тутарсене çĕнтерессе кĕтетĕн-и? Вĕсем çĕнтермесĕр тăнăç пурăнасси пулмасть тетĕн-и-ха?
Ятламас чылаях шикленсе ӳкрĕ: çавăн пек персе янă-ши вара вăл çынсем хушшинче? Мĕнле асăрханма пĕлмен-ха? Хăй ун пек каланине астумасть. Тен, çавăн евĕрлĕ тухнă та пуль. Вырăссене питех хурламан пек туйăнать çав. Эппин, сыхланас пулать, чĕлхене унашкал ирĕке яма юрамасть.
— Ма чĕнместĕн? — чĕрре кĕме пăрахмарĕ Мамич-Бердей. — Вырăссем хушса ячĕç-и сана çавăн пек калаçма?
— Эпĕ ăна-кăна пĕлместĕп, — терĕ Ятламас. — Эп мăрса мар. Вырăссем лайăх-и, Гирей лайăх-и…
— Э-э, кур-ха, эс пирĕн хансен ятне те пĕлетĕн!
— Илтнĕ ара. Пĕр Гирейне хам куçпах курнă. Чалăм крепоçĕнче ака туй ирттерчĕ.
— Хăçан вăл?
— Вунă çул каялла.
— Вунă çул каялла? Апла эс Сахиб-Гирее курнă, — терĕ лăпкăн мăрса. — Эпĕ те пулнăччĕ ун чух Чалăмра. Сирĕн Тукай Карамыш княçа пуçхĕрлĕ ывăтрĕ, Сахиб-Гирейрен парне илчĕ.
— Ырă мăрса, эпир санпа тахçанхи пĕлĕшсем, эс мана çапах шанмастăн, — кулса каларĕ Ятламас.
— Шанма хăрамалла çав сире, вăрă-хурахсене. Эс ахаль çерçи мар пулмалла. Тахăшĕ юри яман-и сана ман пата? Шăршласа çӳрекен çын мар-и эсĕ?
— Çук, ахаль çерçиех. Çуначĕсене çапса хуçнă çерçи.
— Пит нумай çĕре çитнĕ-çке ху. Василь-Новгородра пулнă, Чалăмра та çапăçнă. Укарманта пулман-и эсĕ?
— Унта çитеймерĕм, — суйрĕ Ятламас. Пулнă теме хăрарĕ, ун пек каласан сăмах-юмах тата шала кайма пултарать..
— Сана кунта хăварма май çук. Эс тем тесен те ман çынсене пăтратма килнĕ. Çак кунсенче эп сана таканласа Хусана илсе каятăп. Тукайран та ыйтса пăхатăп — кама вĕлернĕ эсĕ хăвăр ялта. Юлашки хут ыйтатăп, калатни, каламасни ху кам иккенне?
Халиччен этемле калаçнă Мамич-Бердей сасартăк тенкел çинчен сиксе тăчĕ те йăрхах патне чĕн пушă илме чупса пычĕ, ăна туртса антарса Ятламаса пĕтĕм вăйпа пуç урлă çапрĕ.
— Калатни тетĕп! Кам эсĕ? Мĕн шырама килтĕн çармăс таврашне? Ман çинчен Хусана чуху пĕлтерсе тăма ячĕç-и сана?
Ятламас сăмах чĕнес вырăнне юнланнă питне çеç шăлкаларĕ.
— Чун сисет, эсĕ мана тĕп тума килнĕ. Ну, юрĕ. Эп сана Мамич-Бердей кам иккенне кăтартăп. Ĕмĕр асăнса пурăнăн. Алтейка! — чĕнчĕ вăл тарçăсенчен аслăраххине. — Кĕлете кайса хуп хăвăн кĕслеçӳне. Сивĕре ташлатăр унта. Хуçкаланма майлă пултăр тесе урине такан тăхăнтарт.
Ятламас вăл кăшкăрашнинчен пĕр сăмахне çеç хăлхара тытса юлчĕ. «Хăвăн кĕслеçӳне», — терĕ мăрса. Апла çав Алтейка элеклесе панă Мамич-Бердее ун çинчен. Кăна пĕлсе тăни кансĕрлемест. Ӳлĕмрен чухларах калаçас пулать ун умĕнче. Ыттисемпе те чĕлхене ытлашши ирĕке яма юрамасть.
Çанталăк çур енне кайнă пулсан та кĕлетре сивĕ. Ăна пачах мăкламан. Хушăксенчен нӳрĕ çил вĕрет, урасем татăлса ӳкес пекех кӳтеççĕ. Паян та кăлармасан шăнса пăсăлма та пулать. Çаптăрччĕ, хĕнетĕрччĕ мăрса, анчах ӳпкесĕр ан хăвартăрччĕ ăна.
Апат пама пырсан Ятламас Алтейкăран мăрса ăçта тухса кайнине ыйтрĕ. Сан Тукаю патне терĕ тарçă. Суйрĕ, мăрса ниçта та кайман. Нумай пулмасть вăл картишĕнче такампа калаçса тăчĕ.
Ятламас Мамич-Бердей ăнсăртран персе янă сăмахсем çинчен шутларĕ. «Кун хыççăн эс ман патăмран тухса тармастăн-и?» — терĕ вăл. Чăнах, май килнĕ вăхăтра хăвăртрах тасалмалла мар-ши ку ăнăçсăр мăрсаран? Ытла тăрлавсăр-çке вăл, Тукай пекех çынна çапма юратать, тарçисем пĕр-пĕрин çинчен элекленине ĕненет. Пурăнса пĕтерейĕ-ши кунта Ятламас? Вырăссем патне тапмалла мар-ши? Унта та ырри çук-тăр çав таркăн этемшĕн. Вырăссем патĕнче те такам пит кĕтсех тăрать пуль ăна! Тытса хупĕç те мĕн виличчен тĕрмере çĕртĕç е пĕр-пĕр улпут чура туса хурĕ. Кунта çапах та юратнă ĕçĕ пур унăн, Мамич-Бердей сĕрме купăспа кĕсле тума чармасть, тĕрлĕ савăт-сапа тума чармасть. Суттăр, пуйтăр вăл, анчах Ятламаса хăйĕн ĕçĕнчен ан уйăртăр. Халлĕхе ниçта та тапранмалла мар терĕ Ятламас, сана ытла выçă вилесрен çăкăр татки параççĕ, çитет. Кăçал ав пур çĕрте те выçлăх тесе калаçаççĕ. Ăçта тухса кайăн тĕнче тăрăх пушă хутаçпа? Кайман çул çеç такăр теççĕ. Ырă мăрса шырама тухса тарăн та тата усалтараххи патне пырса çакланăн. Тепĕр тесен пур-ши çут тĕнчере ырă мăрса? Кам та пулин курнă пулсан анчах, Ятламас курман.
Иккĕмĕш кунĕнче ăна ирĕке кăларчĕç.
— Кайса ĕçле, — терĕ Мамич-Бердей. — Халап хырăма тăрантармасть. Тарас пулсан хăвна мĕн тăвассине пĕлсех тăр: тытсан çакса вĕлеретĕп.
— Ахалех шанмастăн, мăрса, ниçта та тармастăп, — терĕ Ятламас.
— Сире шансан Атăла пуçхĕрлĕ сикес пулать.
— Урари таканпах ĕçлес-и?
— Пĕр уйăхран хыватăн.
— Унччен май çук эппин?
— Май çук. Кай, кай, палкаса ан тăр, — терĕ хуçа. — Кам вĕрентнĕ сана мăрсапа çапла чăрсăррăн калаçса тăма? Е тепре чĕн пушă тутанса пăхасшăн-и?
Ятламас урари йывăç таканне кĕмсĕртеттерсе хăй ĕçлекен вырăна — пахчари кив мунчана — кĕрсе кайрĕ.
Тепĕр эрнерен мунчана, касмăк тăвакан тарçă патне, мăрса хăй пырса курчĕ. Чăвашран килнĕ ăста ун валли темиçе катка туса хатĕрленĕ. Халĕ вăл тем пысăкăш кĕслепе аппаланса ларать.
— Унпа вăхăт ан ирттер, катку-пичкӳнех ту, — вăрçасшăн пулчĕ хуçа. — Тупнă хăйне валли çăмăл ĕç — кĕслепе аппаланать!
— Эп ăна хам валли мар, сан валлиех тăватăп, мăрса, — терĕ Ятламас.
— Мана мĕн тума кирлĕ вăл?
— Сутма.
— Кам ухмахĕ илет ăна?
— Хусанта илеççĕ. Эп сутса курнă.
— Хаклă параççĕ-и?
— Кĕсле вăл пичке таврашĕ мар ĕнте, чылай хакла сутма пулать.
— Çулталăкне миçе тăватăн вара эс ăна? Виççĕ-и, тăваттă-и? — йĕкĕлтеме тăчĕ Мамич-Бердей.
— Эс маншăн ан хăра. Икĕ алла пĕр ĕç — пĕчĕккĕн тăватăп та тăватăп. Йывăç шырама вăрмана хама яр, унсăрăн ав мĕнле усал тăрăхсем илсе килеççĕ. Йăлт çĕрсе кайнă… — Ятламас хуçана çĕрĕк йывăç сыпăкĕсене иле-иле кăтартрĕ.
— Эс мĕн каласшăн пулнине ăнланатăп. Урари такана хыв тесшĕн. Çапла-и?
— Маншăн пур пĕрех, — тарăхса каларĕ Ятламас. — Эп апла та, капла та чура. Хирĕçместĕп, алăсене те çыхса лартма пултаратăн.
— Ну, ну, каллех пуçларăн-и? — чарчĕ ăна мăрса. — Ăçта ӳснĕ эсĕ, кун пек йыт пулли? Сана Джаналипе тавлашма Хусана çеç илсе каймалла…
— Кам вăл, Джанали?
— Хусан патши, ара, — ăнлантарчĕ Мамич-Бердей. — Илтмен-и вара эсĕ ун çинчен?
— Илтмен. Унта патшасем час-часах улшăнса тăраççĕ. Пурне те пĕлсе çитерес çук.
— Кирлĕ те мар. Эс хăвăн ĕçне ту. Ну, мĕнле калаçса татăлатпăр-ха санпала? Апла эс малашне кĕслесене сутмалăх та тăвасшăн-ха?
— Чармасан ма тăвас мар?
— Эппин ту. Пĕрре илсе кайса пăхам. Туянакансем пулмасан кĕслӳсене хăвăн пуçунтан çапа-çапа çĕмĕретĕп.
— Тавах, мăрса, ырă сăмахушăн, — парăмра юлмарĕ тарçă.
— Таканна илместĕп. Кун пекех ĕçлетĕн. Мунчара кансĕрлемест вăл сана. Мăрсапа тавлашакан çынна такансăр хăварма юрать-и? Çук, çук, илместĕп…
Пурăннăçемĕн Тукай мăрсапа ытларах та ытларах танлаштарса пăхать Ятламас хăйĕн хуçине. Кăмăлтан та пĕр пекех туйăнаççĕ вĕсем. Мамич-Бердей те, Тукай евĕрлех, час вĕриленсе каять; çилли усал унăн, тарăхнă вăхăтра мăрса çынна тем туса пăрахма та пултарать; Тукай евĕрлех вăл екки янă чух хăйĕн тарçипе те калаçать, шӳт тăвать; çавăнтах леш кăшт вырăнсăр сăмах каласассăн ăна хĕнесе тăкма хатĕр. Çынна хĕрхенессине ан кĕт унран. Ваттисем шывăн турачĕ çук, вутăн алли çук, мăрсан чĕри çук тесе шăпах Мамич-Бердейпе Тукай пирки каланăн туйăнать ăна.
Мăрса хăйĕн сăмахĕ çине çирĕп тăчĕ — урари такана хывтармарĕ. Курать — касмăк ăстин ури кĕсенленсе кайнă, çапах та нимĕн те шарламасть. Чăнах та тухса тарасран хăрать-ши вăл?
Катка-пичке пирки ӳкĕте кĕчĕ хуçа, ăна кĕслесем ытларах тума хушрĕ. Çулла турттарса кайнă пĕр лав кĕслене аванах вырнаçтарнă курăнать. Катка-пичке ĕçĕпе халь Ятламас патĕнче тепĕр çын — юрă ăсти Исмен тăрмашать. Калаçма юратаканскер, юлташне пулăшассишĕн чунне параканскер, вăл кĕсле тумалли хăмасене якатса ларакан тарçăран хăпма та пĕлмест. Такан урана ан ыраттартăр тесе Исмен ăна лутра пукан туса пачĕ, арăмĕ апатпа пырсан пусмăрласах вĕри апат çитерет. Час-часах кивĕ мунчана Исмен ачисем чупса пыраççĕ. Кĕсле тăвакан ăста вĕсемпе çармăс юррисем юрлать. Сăмахĕсем тĕрĕсех тухмаççĕ-ха, çапах çармăсла чиперех калаçать ĕнтĕ вăл.
Кĕркунне Мамич-Бердей кăмăлĕ çемçелчĕ — Ятламас урари такансăр ĕçлеме пуçларĕ. Мăрса Хусанта Тукая курнă иккен, унпа Ятламас пирки калаçса пăхнă.
— Ун çынни пулнă эппин эсĕ. Юрать суймарăн, — терĕ хуçа. — Анчах саншăн укçа тӳлемелле пулчĕ чăваш ĕмпĕвне. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ниçта та каймастăн, йăлтах ман тарçă пулса тăтăн.
Ятламас вăл Тукая укçа тӳленине ĕненмерĕ. Ыйтасса ыйтнă пуль, анчах тарса пынă çыншăн укçа тӳлет сана Мамич-Бердей!
Тепре кайсан хуçа Хусан пасарĕнчен кĕсле илсе килчĕ.
— Акă мĕнле кĕсле-купăс сутаççĕ Хусанта. Çакăн пек чиперри ту, — вĕрентсе каларĕ Мамич-Бердей.
Ятламас кĕслене ăмсаннă пек тем тĕрлĕ те çавăркаласа пăхрĕ. Хĕлĕхĕсене ĕнерсе çармăс кĕвви каласа кăтартрĕ.
— Чипер, нимех те калаймăн. Хаклă тӳлерĕн пулĕ-ха уншăн, мăрса? Пирĕн кĕслерен чылай хаклăрах тăрать пуль?
— Хаклăрах. Икĕ хут хаклă, — терĕ вăл. — Вăл кунти япала мар-çке — Хиваран илсе килнĕскер.
— Ăçта вăл, Хива, аякра-и? — кăсăкланса ыйтрĕ Ятламас.
— Аякра пуль, çитсе курман.
— Чипер кĕсле, чипер. Куншăн укçа тӳлеме те юрать. Кун пек кĕсле тăвакана эпĕ алă çинче çĕклесе çӳренĕ пулăттăм. Кур-ха, Хиваран илсе килнĕ…
Мăрса сисрĕ ĕнтĕ, темскер ытлашши юрласа калаçать ун тарçи. Хаклă хак панăшăн тăрăхламасть-и вăл хуçаран?
— Эсĕ мĕн? — терĕ çиллессĕн пăхса Мамич-Бердей.
— Ним те мар. Çакăн пекки тума вĕренес тетĕп çеç.
— Апла пулсан мĕн шăл йĕретĕн? Пĕрре хăлха чикки тыттарса ямалла мар-и сана?
— Каçар, кулмасăр чун чăтмарĕ, мăрса, — ĕçлĕн калаçма пуçларĕ Ятламас. — Эпĕ тунă кĕслене илсе килнĕ эсĕ Хусантан, акă мĕн.
— Ан аташса тăр, — терĕ хуçа кĕслене туртса илсе. — Ăçтан эс туни пултăр вăл? Сутаканĕ хăй каларĕ, Хиваран илсе килнĕ терĕ. Ун пек кĕсле лавккинче тата нумайччĕ.
— Акă кур, мăрса, — терĕ тарçă самаях хĕрсе кайса. — Кĕслене аял енчен паллă тунă. Ак кĕтесре ман паллă. Халь килти кĕслене кăтартам. — Çапла каласа Ятламас чăлана тухрĕ те унтан сулхăна типме хунă икĕ кĕсле йăтса кĕчĕ.
— Чăнах, кусен те çавнашкал паллăсемех, — тĕлĕнчĕ мăрса. — Ак тамаша! Халь эс аллуна çĕçĕ те тытмарăн пек…
— Чипер калаç-ха, мăрса! — терĕ Ятламас. — Эп вара хам тунă кĕслене палламастăп пулать. Куçа хупсан та палласа илетĕп хам тунă япалана. Хивана илсе кай, унта та йăнăшмастăп.
— Йăлт тĕлĕнтертĕн мана, Тукай çынни. Апла Хусан-та улталарĕç мана, хамăр кĕслене каялла тыттарса ячĕç. Питĕ маттур хăтланаççĕ калпайсем! Укçа тума пĕлеççĕ мур илесшĕсем! Пиртен йӳн хакпа туянаççĕ те, Хиваран илсе килнĕ кĕсле тесе хаклă хакпа сутаççĕ. Ну, юрĕ, — ăш пиллĕн калаçрĕ Мамич-Бердей. — Эс никама та ан шарла. Намăс куртăм ĕмĕрте пĕрре. Сана уншăн ахаль тумăп. Тен, çулла Хусана та илсе кайăп-ха. Эс ĕçле, тарçăсемпе халап çапса ан лар, Исмене те ĕçлеттер. Халап янипе хырăм тăранмасть…
Хутран-ситрен Мамич-Бердей патне хăнасем, ытти мăрса çыннисем килкелесе кайрĕç. Ун пек чух ирĕксĕртен тенĕ пек хуçа Ятламаспа Исмене кĕсле е сĕрме купăс калама чĕнчĕ. Чăм шыва ӳкиччен калаттарать те пĕрер курка сăра парса хăваласа кăларса ярать. Темиçе хутчен те асăрханă тарçăсем, ют çын пур чухне мăрса вĕсемпе хăйне питĕ тӳрккес тыткалать. Темĕн те каласа хăртать тарçăсене, юрама пĕлмесен алла мĕн лекнĕ çавăнпа çапать. Хĕрарăм тарçăсем систереççĕ: Ятламаспа вăл хăнасем умĕнче мухтанкаласа та илет.
Пĕррехинче вăл ăна ӳсĕрпе Болдуш княçа кăшт çеç сутса ямарĕ. Лешĕ укçине ытларах панă пулсан сутса яратчĕ те пулмалла.
Мамич-Бердей килĕнче тарçăсем йышлă. Тĕрĕссипе, Атăл хĕрринчи пысăк ялти çынсем — пурте ун тарçисем. Кирек хăш вăхăтра та ĕçе хăваласа кайма пултарать вăл ял халăхне. Утă çулнă чух унăн вĕçĕ-хĕррисĕр улăх-çаранĕсем çине вуншар ял халăхĕ пуçтарăнать. Ятламас мăрса çаранĕсене кайса курнă — çын пытанмалла курăк ӳсет çуркунне ейӳ сарăлакан тулăх вырăнсенче.
Тарçăсем пĕр-пĕрне ĕçре çеç кураççĕ, ахаль чухне вĕсен хутшăнма юрамасть. Хĕрарăмсемпе арçынсен картишĕсем уйрăм. Каçхине малти хапхасене те, кайри хапхасене те тем пысăкăш йывăç çăрасемпе питĕрсе илеççĕ. Ятламас пĕлет, хӳме леш енчи çĕр пӳртре хĕрсем тĕрĕ тĕрлеççĕ, пир тĕртеççĕ, анчах каçса пăх-ха — мăрса сана çавăнтах кĕлете кайса хупать. Унăн çынсене хăратма икĕ хутлă кĕлет пур. Унта айăпа кĕнисене хупса усрама тĕрме пек пӳлĕм хăварнă. Пӳлĕм чӳречисене тул енчен тимĕр пралукпа тыттарнă, вăл аякран пăхма та тĕрме пекех курăнать.
Ыттисем мĕнле-тĕр те, Ятламас вăл кĕлете час-час леккелет. Çылăхсем нумай çав унăн, хăшĕ-пĕрисем евĕр лăпкăн пурăнма пĕлмест вăл. Тата чĕлхи те чарусăртарах кĕсле ăстин.
Килен-каян мăрсасене астарма тенĕ пекех, Мамич-Бердей хĕрарăм тарçă вырăнне пĕтĕмпех хитре те çамрăк хĕрсене пуçтарнă. Вĕсенчен нумайăшĕ кăнтăрла мăрсан пысăк кил-йышĕ валли апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, каçхине çĕр пӳртре тĕрĕ тăваççĕ. Хăнасене хĕрсемпе ашкăнма чармасть мăрса, ӳсĕрпе вĕсене хăй те час-часах çухăрткалать. Хĕр ачасем куççульпе макăраççĕ. Мăрса арăмĕнчен те çупкă-патак сахал мар тивет мĕскĕнсене, анчах хӳтĕлекен никам та çук. Арçын тарçăсене каласа хунă: сăмах чĕннĕ ан пултăр, мăрса мĕн тумаллине хăех пĕлет.
Иртнĕ çуркунне кăна-ха Мамич-Бердей патĕнче хан утлă çарĕ валли утă хатĕрлеме килнĕ çамрăк улан хăна пекех пурăнчĕ. Хушамачĕ темле Сиди пек астăвать Ятламас. Сиди, ашкăнма çитĕ сана тесе тăрăхлатчĕ вăл унран куç хыçĕнче. Анчах ку улан пĕрре те çитĕ тесе тăмарĕ, яланах тата парăр тетчĕ — утă парăр, тыр-пул парăр, ĕçме çиме, хĕрарăм парăр.
Ĕçсĕр çӳренĕ чух улан Атăл хăви пек яштака хĕр ачана, вун çичĕ çулхи Сулехвене куç хыврĕ те тăрăшсах ăна çавăрма пикенчĕ. Картишĕнче тĕл пулать — тытса чарать, алăкра хирĕç пулать — чĕпĕтсе илет. Хутран-ситрен парнесем паркалать хĕр ачана. Тарçăсем пĕлеççĕ, Сулехве айван-ха, халиччен каччăпа çӳресе курман, ăна илĕртесси нимĕн те мар. Уланĕ пит хитре тата: сарлака хул пуççиллĕ, хура куçлă, сăмси айĕнче пĕрре чĕпĕтмелĕх мăйăхĕ пур. Пĕвĕ тӳп-тӳрĕ, çыпăçуллă. Тарçăсем улан хĕр ачана «сыхласах çӳренине асăрхарĕç те шикленсе ӳкрĕç — вĕçертмест ĕнтĕ ку Сулехвене, мĕнле те пулин улталать-улталатех. Тантăшĕсем инкеке сиссе хĕр ачана каçсерен ниçта кăларми пулчĕç. Кăна кура улан тĕрĕ тĕрлекенсем патне лăй пыма пуçларĕ. Пĕр каç пычĕ, икĕ каç, виççĕмĕшĕнче марса Сулехвене çĕр пӳрте пачах ямарĕ, улан ыйтнипе пуль, темле ĕç хушса хăй килнех хăварчĕ. Çав кунран пуçласа хĕр ача пачах çухалчĕ вара. Ун виллине Ятламаспа Исмен тепĕр эрнерен вăрманта тупрĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...