Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Кам вăл Юсуф? — кăсăкланса ыйтрĕ Нургали.
— Пирĕн мăрса ара. Ман шăллăм, Бегал, Юсуф эшкерĕнче çӳретчĕ. Çавна, çав ват супнăна, суту тума çынсем кирлĕ. Пуçне пултăрах Бегал вилĕмĕ уншăн. Хăйĕн ывăлĕсене таçта аякка илсе кайса сутасчĕ пĕрре…
Ку сăмахсем Ахтупай кăмăлне пăртак çемçетрĕç. Вăл шутланă пекех усал çын мар иккен кил хуçи, тулашма, тарăхма сăлтавĕ пур унăн. Юсуф мăрсана тĕрĕс вăрçать вăл. Мăрсасем тăранма пĕлмен пиркиех терт курать халăх пур çĕрте те.
Çапах та Ахтупай кил хуçи паçăр ун çине мĕнле пăхнине ниепле те манма пултараймарĕ. Çав тери сивĕччĕ, хăрушăччĕ ун чухне Максуд куçĕсем. Сăмахпа та пулăç «сан юлташун çыннисем вĕлернĕ пуль» тесе хучĕ. Ку вăл, Ахтупай шучĕпе, тем тесен те вырăнсăр калани пулчĕ. Çын çаратма, хурах тума пырать пулсан ăна мĕнле вĕлермелле мар? Унăнне ак арăмĕпе ывăлне тыткăна илсе кайрĕç, тен, халиччен темиçе сумпа сутса та ячĕç пулĕ. Ахтупай çавăнта çитсе тухнă пулсан нухайсене хĕрхенсе тăратчĕ-и? Çук, Ахтупай вĕсене кĕлте ывăтнă пек ывăтатчĕ, хăйĕн аллипех пăва-пăва пăрахатчĕ. Çынна хур тума пынă эсремете хĕрхенсе тăмаççĕ, Максуд, чăх тытасшăн явăнса çӳрекен хурчкана ухăпа персе ӳкереççĕ.
Малтанхи кун кăшт чăркăшса калаçрĕ пулин те ытти кунĕсенче Максуд Ахтупайпа Нургалие нумай пулăшрĕ. Вăл Атăл хĕрринче çӳресе унти нухайсемпе чылайăшĕнпе сăмахларĕ, тыткăна хальтерех илсе килнĕ çынсем кам патĕнче пурăннине ыйта-ыйта пĕлчĕ, юлашкинчен, хулана кĕрсе кайма пĕр пуян сутуçпа паллаштарчĕ. Сутуç вĕсене темиçе эрнелĕхе япала йăтма, лавсем пушатма тарçа тытрĕ те, пĕр ирхине Ахтупайпа Нургали шавласа-кĕрлесе тăракан Хусан пасарне пырса çитрĕç.
Ĕçлеме ӳркенсе тăмарĕç вăй питти çынсем, хуçа хăйĕн вăхăтлăх тарçисене кахалланатăр тесе ӳпкелеме пултараймарĕ. Çав хушăрах вĕсем пасара та час-часах кая-кая килчĕç. Çынсене пасартах сутни ниçта та курăнмарĕ, вара Ахтупайпа Нургали сутуçпа татăлса хулана кайма, тыткăна лекнисене пуянсем патĕнче шырама шут тытрĕç.
Çак вăхăтра вĕсем ыйткалакан та, тир-сăран пуçтаракан та, сутуç-кăрлай та пулса пăхрĕç, Эрнепипе Иливан йĕрĕ çине ӳкеймерĕç. Темиçе çĕрте вĕсене шанчăксăр çынсем тесе тыта-тыта чарчĕç, анчах Нургали маттур пулни, çынсемпе калаçма пĕлни тата хăй ĕлĕк иçник пулнине асăнни кашнинчех çăлчĕ. Кунĕпе утса ывăннă хыççăн çĕр каçма Нургалипе Ахтупай ялан пасара таврăнчĕç, кунта пин-пин çын хушшинче пушă хутаçсемпе çӳрекен икĕ арçынна никам та асăрхамарĕ.
Ахтупайăн арăмĕпе ывăлне тупас шанчăк пĕтнĕçемĕн пĕтсе пычĕ. Вĕсем иккĕшĕ те йăлтах ывăнса çитрĕç, сăнран та палламалла мар начарланса кайрĕç.
— Ахалех асаплантартăм сана, усси пулассăн туйăнмасть, — терĕ Ахтупай пĕррехинче.
— Асапланни ним те мар, — терĕ Нургали. — Тупайманни шел. Хусанта çынна тупасси утă капанĕ ăшĕнче йĕп шырассипе пĕрех иккен. Эп Хусана кун пекех пысăк тесе шутламан. Каятпăр та ним мар тупатпăр тенĕччĕ. Çук, эпĕ шутланă пек пулмарĕ.
— Эпĕ те шаннăччĕ пăртак. Халь сисеп, тупасси пулмасть. Хамăр тыткăна лекме пултаратпăр кун пек.
— Ăна кĕтме пулать. Эс курмарăн пулĕ-ха, ĕнер темиçе çынна пасартанах тытса кайрĕç.
— Халăх пăтранать кăна хулара. Мăрсасем ханпа çапăçса кайнă тет.
— Тармалла кунтан часрах, Ахтупай. Унсăрăн иксĕмĕр те пуçа çиетпĕр.
— Ырри пулас çук пек туйăнать çав, — юлташĕпе килĕшрĕ Ахтупай.
Тем пек ывăннă пулин те вĕсем Хусантан çийĕнчех тухса каймарĕç. Çавăнта тыткăна илнисем пулма пултараççĕ тесе Максуд тата темиçе мăрса патне çитсе курма сĕнчĕ, Ахтупайпа Нургали ку мăрсасем патне çеç мар, Арск хулине те кайса килчĕç.
Вĕсем «иккĕмĕш Хусана» таврăннă тĕле хула тулашĕнче чăн-чăн вăрçă пыратчĕ. Хăракаласа, хырăмпа шуса, çырма тĕпĕпе чупса Максуд кил картине çитсе ӳксен Ахтупайпа Нургали çакна пĕлчĕç: Хусан ханне Сафа-Гирее хуларан хăваласа кăларнă иккен, халĕ вăл посада каялла çĕмĕрсе кĕрес тесе çапăçать. Хулари пĕтĕм халăх хан эшкерне хирĕç кĕрешме капланса тухнă.
— Кайса курăр, леш енчен чулсем ыткăнаççĕ унта, — хĕтĕртрĕ хăйĕн çыннисене Максуд. — Хула халăхĕ: «Тасал пиртен, Сафа-Гирей! Кирлĕ мар эс тек пире! Эпир сансăр пуçнех хан тупатпăр!» — тесе кăшкăрать. Пулăшăр хăвăр патшăра часрах. Тупата турăшăн, хансăр тăрса юлатăр акă…
— Эпĕ ăна лаша çинчен сĕтĕрсе антарма пулăшнă пулăттăм, — терĕ Нургали. — Унтан вара пĕр-пĕр тĕпсĕр çырмана чикелентерĕттĕм. Çапла-и, Ахтупай?
— Эпĕ тĕпсĕр çырмана чикелентериччен малтан ăна пĕтĕм вăйпа çемçе вырăнтан панă пулăттăм.
— Вăл та кансĕрлемест.
Çапла калаçрĕç хула хапхи умĕнче мĕн пулса иртнине карта хушшинчен пăхса тăракан туссем. Анчах хăйсем урама тухма, çапăçакансем патне çывăха пыма хăрарĕç, ханпа çапăçасси, ăна хăваласа ярасси е каялла кĕртесси мăрсасен ĕçĕ терĕç пулмалла.
Ирхине хăюланса тухса пăхрĕç — Нухай хапхи патĕнче пĕр çын та çук ĕнтĕ. Çул çинче темиçе виле выртать, вĕсен тĕлĕнче çăхансем явăнса çӳреççĕ. Çĕтĕк тум тир тăхăннă пĕр ватă тутар ĕнерхи ĕçсем пирки савăнса каласа кăтартать:
— Вай-вай, лайăх тăн пачĕç Сафа-Гирее ман ывăлсем! Кунĕпе те çĕрĕпе хапха умĕнче тăчĕ хан — пур пĕр кĕртмерĕç. Ав хӳме ку енче пур çĕрте те шап-шурă чул выртать. Пĕтĕмпе шалтан ывăтнă вĕсене. Хам куртăм, ĕнер пĕр чулĕ Сафа-Гирейĕн çӳрен утне те пырса тиврĕ. Паян ирхине чăтаймарĕ вара хан, хăйĕн эшкерĕпе анаталла çул тытрĕ.
— Ăçталла кайрĕ, сана каламарĕ-и, сакалбай? — кулма пăхрĕ Максуд.
— Э-э, вăл каламасăрах паллă! — терĕ старик. — Нухайри хуньăшĕ патне пулăшу ыйтма кайрĕ. Ак кăшт тăрсан вĕçтерсе çитет каялла. Анчах кĕртеççĕ тетре ман ывăлсем? Çук, тек патшана ларасси пулмасть унран…
— Миçе ывăл вара сан унта, хулара? — пĕлесшĕн пулчĕ тахăшĕ.
— Икĕ ывăл. Иккĕшĕ те аскер. Хам куçăмпа куртăм, çавсем тухнăччĕ ĕнер хӳме çине. Эп кăшкăртăм вара: «Эй, ывăлсем, хапхана лайăхрах питĕрĕр! Кунта качакасем тăраççĕ, купăста çиме кĕресшĕн!» — терĕм.
— Çавăн пекех кăшкăртăн-и?
— Çавăн пекех каларăм.
— Хан илтесрен хăрамарăн-и?
— Илтсен мĕн тăвать вăл мана? Çакса вĕлересрен хăрамастăп эпĕ, урăх ним тума та пултараймасть вăл…
— Çапах ун пекех каламан ĕнтĕ эс, сакалбай!
— Тен, кăшт суйрăм та пуль сире, — терĕ старик. — Эсир пурте суятăр-çке, хан та суять. Мана вара пăртак шахвăртма та юрамасть-и?
— Юрать, юрать! — терĕç ăна темиçен пĕр харăс.
— Ывăлсем пирки тĕрĕс каларăм сире, хана кĕртменни пирки тĕрĕс каларăм. Ыттине аллах каçарать…
Ахтупайпа Нургали палланă-палламан çынсемпе сыв пуллашса килнĕ çулпах Атăл хĕррине тухрĕç. Кĕсмен йăтнă Максуд та вĕсемпе пĕрлех утрĕ. Вĕсем туткагулсем ларакан вырăнтан чылай анаталла анчĕç те, пулă тытмалли сĕрекесене шыва ярсах Атăл урлă каçрĕç. Тытнă пек пулла çыран хĕрринче ăшаласа çирĕç. Çул çӳрекенсем ĕнтĕ пулăçа мĕнле тав тумаллине те пĕлмерĕç.
— Чăрманнăшăн темиçе сум та пулин ил, Максуд, — тархасларĕ ăна Ахтупай. — Сахал тăкак турăн-и эс пирĕншĕн, сахал чупса çӳрерĕн-и?
— Куççульшĕн укçа илмеççĕ, — çиллессĕн тавăрчĕ пулăçă. — Эсир кунта суту тума килмен, инкек хăваланипе килнĕ. Чипер çитĕр, тепре килес-тăвас пулсан кĕмесĕр ан кайăр.
— Хуш, Максуд, хуш! — терĕ Нургали. — Ятласа ан юл пире.
— Хуш! — пĕр сăмахпа çеç тавăрчĕ Максуд.
17. Вăрманти хăнасем
Сăпкари пĕчĕк ача пĕр тапкаланмасăр ыйхăран вăраннă пек, ирхи вăрман майĕпен чĕрĕлет. Малтан çӳллĕ йывăçсем çийĕнче хĕвел урисем ытлашши ашкăнмасăр ташласа иртеççĕ. Унтан вĕсем уçланкăсене анаççĕ те çĕрле темле ырă кинемей сапса хăварнă кĕмĕл-ахах шăрçана пуçтараççĕ. Тин çулçă сарса сар хĕр пек тирпейленнĕ çамрăк хурăн çине ăсан пырса ларать, хăйĕн мăшăрне кĕтсе илеймесĕр ешĕл кăчкăна пĕрчĕн-пĕрчĕн çăтса ирхи апат тăвать. Кăшт тăрсан вăрманта пĕтĕм хурт-кăпшанкă тĕнчи хускалать. Кашни чĕр чун ăçта та пулин васкать, мĕн те пулин йăвантарать, сĕтĕрет, шырать. Ĕç черетне вĕсем тахçанах тĕрĕс йĕркелесе хунă: каçпа ĕçлени канма кĕрсе вырнаçать, каçхине канса вăй пухни савăнăçлăн ĕçе тухать. Наян чĕр чун е ыйхă чăпти çук вăрманта — вĕсене унта кун памаççĕ.
Ахтупай çийĕнчи чаппанне сирсе пăрахнă та ӳпне выртнă, нумайранпа ĕнтĕ вир-вир кукамай сăрталла мĕнле тапаçланнине сăнать. Вир-вир кукамайĕ пĕр муклашка çине улăхса çитет те мăкăльт! каялла йăванса анать, вара ним пулман пекех çĕнĕрен мекеçленет. Ахтупай ăна хăпарнă чух улăм пĕрчипе пулăшса пырать, хăй тĕллĕн ятлать: «Ну, мĕн каллах пуçхĕрлĕ сирпĕнтĕн, айван! Хытăрах пус уруна, хытăрах. Ан ӳк, ӳкрĕн пулсан часрах сиксе тăма пĕл. Эпир те ӳкетпĕр те темле ыраттарсан та тăратпăр-çке. Пурнăçра ӳкмесĕр пулмасть вăл…»
Уçланкăра сывлăм типсе çитмен-ха, анчах пыл хурчĕсем сĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Хĕвел халех вăйлă хĕртнинчен илсе шутласан кун пăчă пулма тивĕç. Лашасем каллех асапланаççĕ паян. Ĕнер те пăвансем тапăннăран ниçта кайса кĕме пĕлмерĕç.
Ахтупай чаппанне илчĕ те хăйĕн урхамахĕ патне утрĕ. Лаша купарчине чаппанпа витрĕ, хырăмлăх туса пушăтпа çыхрĕ. Ăмăрĕ çинчи пăвансене шăпăр курăкĕпе ăшаларĕ. Урхамахĕ пăхса тăранмалла мар унăн, нухай аскерĕнчен туртса илнĕскер. Эрне каялла вĕсем Юмансартан инçе мар нухайсен отрячĕпе перкелешрĕç, пĕр учĕ, ухă йĕппи тивнипе ĕрĕхсе кайнăскер, вăрмана сирпĕнсе кĕрсе чĕлпĕрĕпе çыхланса ларчĕ, вăл ута таркăнсем хăйсен пуçлăхне парас терĕç. Илентерес тесе Ахтупай çак эрнере утран уйрăлма та пĕлмерĕ, ялан ачашларĕ ăна, курăк тата-тата çитерчĕ, шăрăхра шыва кĕртрĕ.
Нухайсемпе çапăçнă хыççăн никама та тĕл пулмарĕç-ха вĕсем Юмансар çывăхĕнче, вăрмана шаларах кĕчĕç те канма шутларĕç. Хутран-ситрен ут утланса Атăл хĕррине тата Çĕрпӳ çулĕ çине кая-кая килчĕç. Тукай ялĕнче пурнăç йăлт арпашăнса кайрĕ. Хан эшкерĕ яла вут тĕртсе çунтарса ячĕ те, çынсем пурте тенĕ пекех вăрманалла тарчĕç.
Ялтан тухса кайсан Ахтупай вăрманта кун чухлĕ халăх пуçтарăнать тесе шутламанччĕ, вĕсем Çĕрпӳ çулĕ çывăхĕнче пиллĕкĕн çеç пурăнатчĕç. Унтан вĕсем патне Çавал леш енчи чăвашсем килсе тухрĕç. Нухайсене хăваласа ярсан хĕç-пăшаллă çынсем пирки хыпар чылай аякка сарăлчĕ курăнать, çынсем çуран та, утпа та килсех тăчĕç.
— Ахтупай, часах ак сана ĕмпӳ туса хуратпăр, эсĕ пирĕн Тукай вырăнне пулатăн, Хусан патши патне ярлăк илме каятăн, — кулчĕ унран Ятламас, шăл йĕрме юратаканскер. — Сан хӳттӳпе эпĕ те тӳре-шара пулатăп пулĕ-ха пурăна киле.
Ахтупайăн кулас шухăш пулмарĕ-ха, вăл çакăн пек йышпа малалла мĕн тăвасси пирки пуçне çĕмĕрчĕ. Апат тени çумăрпа пĕрле пĕлĕтрен ӳкмест-çке, ăна çывăхри ялсенчен турттарса килмелле. Ялсем пушанса юлчĕç пулсан кам çимелли парĕ вĕсене? Çынсене сунарçăсем темиçе кайăк кăвакал тытнипе тăрантаймăн. Какайсăр пуçне çăкăр кирлĕ, тăвар, кĕрпе тата тем те пĕр кирлĕ. Чылайăшĕ ав аслă çул çине хурах пусма тухасси çинчен калаçкалаççĕ. Чăнах, вăрманта тарса çӳренипе пурнăç пулас çук, каллех ялсене тухмалла, Хусан çыннисене вăйпа хăваласа ярса та пулин ялта пурăнмалла.
Ахтупай лаши патĕнчен хăйĕн хӳшшине таврăнчĕ, Ятламаспа юнашар тăсăлса выртрĕ. Çĕтĕк шăналăк çийĕнче тĕкĕлтура сĕрлесе çӳрет, инçетре те мар такам юрă ĕнĕрет. Темскер шакканă май малтан пĕр сăмахсăр тăсать çын юрра, часах сăмахсемпех хытăран хытă юрлама пуçлать. Кăшт тăнланă хыççăн Ахтупай сасăран кам юрланине те уйăрса илет. Çармăс çынни Алтейко. Çавă иртен пуçласа каçчен юрă кĕвĕлесе çӳрет.
— Эсĕ вăл мĕн юрланине ăнланатни, Ятламас? — тет Ахтупай юлташне кăт! тĕксе.
— Ăнланмасăр! Эп сан пек чăваш мар-иç, çармăс. Пĕтĕмпех ăнланатăп.
— Мĕн çинчен юрлать?
— Чим-ха, тăнлам. — Ятламас айккăн çаврăнса выртать те итлеме тытăнать, унтан хăй те мăкăртатса юрă юрлать.
Çумăр çăвать, çумăр çăвать,
Çумăр мар вăл — пирĕн сăра;
Ай юр çăвать, ай юр çăвать,
Шур юр мар вăл — пирĕн çăнăх
Ай çил вĕрет, ай çил вĕрет.
Çил мар çав вăл — пирĕн юрă.
— Хитре юрă, — тет Ахтупай. — Анчах питĕ хурлăхлă.
— Савăнăçлине ыттисем юрлаччăр, савăнса пурăнакансем.
— Вăл та тĕрĕс.
Вăхăт çав тери вăраххăн иртет. Сунара каяс — юлташсене пăрахса хăварма аван мар, инкек-мĕн сиксе тухсан ăна шырама пултараççĕ. Яла кайманни те темиçе кун ĕнтĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ши унта ашшĕ-амăшĕсем? Пулнă пек тырра вырса пуçтарчĕç-ши? Çĕрпӳ енчен тутарсем пырса тухмарĕç-ши вĕсем патне?
Кăнтăрла тĕлĕнче Ахтупай хӳшĕре сĕнк пулнăччĕ, уçланкăра çынсем шавланипе вăранса кайрĕ. Хӳшĕ умне тухрĕ те хăй куçĕ курнине хăй ĕненесшĕн пулмарĕ — ун патнелле Тукай мăрсапа тепĕр çӳллĕ этеме илсе пыраççĕ. Тукай мăрса çара пуçăн, ун çĕлĕкне тахăшĕ сӳсе илсе тăхăнса яма та ĕлкĕрнĕ.
— Салтма хуш, Ахтупай! — терĕ мăрса таркăнсен пуçлăхĕ пĕр сăмах та чĕнменнине кура. — Ма тытса чарчĕç вĕсем пире, ма çыхрĕç?
— Чим, тăхта, — терĕ Ахтупай хăйне алла илсе. — Салтиччен малтан калаçар пăртак. Мĕн туса çӳретĕн эс ку таврара, Тукай ĕмпӳ? Мĕн кирлĕ сана?
— Эпир Мускава кайма тухнă. Акпарспа иксĕмĕр Çĕрпĕве часрах çитес тесе маларах чуптартăмăр та, пире тытса чарчĕç.
— Миçен эсир, мăрсасем?
— Çирĕмĕн.
— Çирĕмĕн? — тĕлĕнчĕ Ахтупай. — Ку Акпарс текенни-и? вара?
— Çавă. Эс часрах салтма хуш, Ахтупай! — тӳсĕмсĕррĕн каларĕ Тукай.
Ахтупай сăмах тавăрса каличчен малтан йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ, кунта хăюллăрах пулмаллине сиссе, чим-ха, ан васка тенĕ пек, пĕр утăм малалла утрĕ.
— Эс халь хăвăн тарçу аллинче мар, халăх аллинче, — терĕ вăл мăнаçлăн, — çавăнпа йĕркеллĕрех пул, Тукай ĕмпӳ. Ху эс пиртен ыйтса тĕпченĕ чухне алăсене салтакан марччĕ, чĕн пушăпа хăмсарса кăна тăраканччĕ. Эп чĕн пушăпа хăмсармăп, анчах çак халăх хушнипе ыйтса тĕпчеме: тивĕçĕм пур манăн…
— Асту, кайран ӳкĕнмелле ан пултăр, Ахтупай! Ман кăмăла пĕлетĕн эсĕ…
Ку сăмахсене илтсен таврари халăх кĕр! кĕрлесе кайрĕ, çынсем вĕсен çывăхнерех пуçтарăнчĕç.
— Ха, курăр-ха ăна, хăратма пăхать вăл пире!
— Хăлха чикки тыттарса яр эс ăна, Ахтупай!
— Мĕн калаçса тăмалла унпа? Çакса ярас ăна пĕр-пĕр йывăçран!
Тукай хастарлăхĕ çавăнтах сӳнчĕ. Мăрса, ак камсен аллине лекрĕмĕр санпала тенĕ пек, Акпарс çине пăхса илчĕ.
— Илтрĕн пуль, Тукай ĕмпӳ, салтма хушмаççĕ, — терĕ Ахтупай. — Çапах та каламарăн-ха эс, мĕн тума каятăр эсир Мускава?
— Мĕн тума пултăр, парне илме! — терĕ таркăнсенчен пĕри. — Хусана каяççĕ — парне илеççĕ, Мускава каяççĕ — парне илеççĕ. Пире йăлтах ыйткалакана кăларчĕç.
— Ямалла мар вĕсене Мускава!
— Ямалла мар!
— Пур пĕр усси çук. Хамăрăн каймалла!
— Хăçантанпа шантараççĕ вырăссемпе пĕрлешетпĕр тесе, хăйсем Хусан патши патнех йăрккаççĕ.
Ахтупай çынсене чарăнма хушрĕ.
— Хăвах илтетĕн, Тукай ĕмпӳ, халăх мĕнле тиркешсе калаçать! — терĕ вăл юлташĕсен пулăшăвĕпе тата ытларах хăюланса. — Хусан пире йăлт кĕлмĕçе кăларчĕ. Ялта пурăнма май çукран вăрманта тарса çӳретпĕр…
— Эпир хамăр та тарса çӳретпĕр, — сăмах хушрĕ халиччен чĕмсĕр тăнă Акпарс. — Пирĕн пурнăç пыл пек тутлă тетни? Ак Мускава кайма тухрăмăр, мăрсасем вырăссен хӳттине куçасшăн…
— Эсир такам хӳттинче те ăшă вырăн тупăр-ха, ун пирки пăшăрханма кирлĕ мар, — çийĕнчех тавăрчĕ Ахтупай. — Халăхăн кам çине шанса пурăнмалла ак? Мĕнле мăрсасем эсир? Пире тутарсенчен пачах хӳтĕлеме пăрахрăр. Хăçанччен пурăнмалла çапла?
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...