Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Улттӑмӗш пайӗ. Хусанти ӗҫсем
— Хальхинче вырăссем енне куçмаллах каятпăр, Ахтупай. Эсир пире тытса ан тăрăр, — йăлăннă пек каларĕ Тукай. — Пире Çĕрпӳре кĕтеççĕ унта…
Халăх каллех кĕрлесе кайрĕ. Пĕрисем «ярас!», теприсем «ярас мар!» тесе кăшкăрчĕç. Хăйсем мăрсасемпе çапла калаçма пултарни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те таркăнсене. Юлашкинчен калаçса татăлчĕç, чарас мар терĕç. — Мускавра таркăнсене йышăнмаççĕ пулĕ çав унта, мăрсасене кăна йышăнаççĕ пулĕ.
Тукая хăйĕн çĕлĕкне тупса пачĕç. Çĕлĕке ун пуçĕ çине пусса лартсан Ахтупай мăрсасен аллисене салтма хушрĕ.
18. Ылтăн çăмарта тăвакан чăх
Аслă князь патне патшалăх ĕçĕсемпе кайма тем тесен те савăнăçлă хыпар кирлĕ. Думнăй дворянин, патшан укçа-тенкĕпе ют çĕр-шыв ĕçĕсене туса тăракан Алексей Федорович Адашев кун пек хыпарсене темиçе кун хушши кĕтрĕ, анчах ют çĕр-шывсенчи элчĕсем ăна хĕпĕртемелли нимех те пĕлтереймерĕç. Вара вăл тек тăхтама пултараймарĕ. Тĕрлĕ ĕçсем, çырусем, хыпарсем, патша ячĕпе хушса ямаллисем нумай пуçтарăнчĕç унăн, паян аслă княçпа Сильвестр священник патне кĕрсе тухмаллах. Хăй пĕлсе тăчĕ: Хусанти ĕçсем пирки хыпар тунă чух Иван Васильевич тепре тарăхса илет ĕнтĕ, тен, ăна Сильвестр умĕнчех хыттăн вăрçса та тăкать-ха. Иккĕленмелли çук, вăрçса тăкать. Çамрăк патша ăçти çукшăнах куштанланма юратать. Хусанти ĕçсене ăçти çук тесе калаймăн.
Икĕ уйăх каялла Адашев тул çутăлнă-çутăлман чупса пырса патшана Хусанти улшăну çинчен, Сафа-Гирее хуларан хăваласа кăларни çинчен пĕлтернĕччĕ. Иван Васильевич савăннипе ăна кăшт çеç ыталаса чуп тумарĕ. Çавăнтах вăл боярсем сĕннипе Шигалее трон йышăнма Хусана кăларса ячĕ, тутарсен шĕкĕр хулинчи элче — Игнатий Яхонтова — çĕнĕ кăтартусем илме Мускава чĕнтерчĕ. Кун хыççăн патшапа Сильвестр атте унран Хусан хыпарĕсене кашни кун ыйта-ыйта пĕлчĕç, Адашева кремльтен кăлармарĕç те темелле. Сафа-Гирей Астрахань ханĕ Ак-Кубек патне пулăшу ыйтма кайни, унти сеид Хусана пыни, хан хуньăшĕ Юсуф Хусан патне çарпа çитни тĕлĕнтермерĕ вĕсене, Шигалей шĕкĕр хуларан Сафа çапăçма пуçличченех тухса тарни вара тарăхтармаллипех тарăхтарчĕ.
— Хăравçă! — терĕ аслă князь Хусанти элчĕ çыруне вуласа тухсан. — Хăйне тытса хупасран сехĕрленсе ӳкнĕ мĕскĕн чун. Ак эп ăна Мускава таврăнсан пур пĕр хупса лартатăп е, хам атте янă пек, Белоозера пуç яратăп. Тармалла мар, Сафана хирĕç çарпа тухмалла пулнă унăн, нухайсене, Астрахань çыннисене аркатмалла пулнă.
Сильвестр священник ун сăмахĕсене ырласа çеç ларчĕ. Шигалей Мускава таврăнсан патша ăна тытса хупмарĕ, анчах сăмахпа пĕр уйăхлăх хан эсĕ тесе тĕртсе илчĕ-илчех. Шигалей, аслă князь кун пек каланине илтсен кăвакарса кайрĕ, хăй кӳреннине пытармасăр чылайччен ним чĕнмесĕр тăчĕ.
Юлашки кунсенче Иван Васильевичпа Сильвестр атте Адашева Хусан ĕçĕсемпе чĕнтерменччĕ-ха. Сафа-Гирей сакăр кун çапăçса Хусана çĕнĕрен пырса кĕни çинчен илтнĕ хыççăн вĕсем Атăл тăрăх пысăк çар илсе анма шутласа хунăччĕ. Çара хам ертсе каятăп тесе каламарĕ патша, анчах вун пилĕк çулхи ачан çавăн пек ĕмĕт-шухăш пурах пулмалла. Сильвестр атте аслă князь ун кашни сăмахне итленине кура ăна юрама çеç тăрăшать, ача кĕрмеклĕхне юри чĕртсе, амалантарса пырать. Çакăншăн пăртак кăмăлламасть Адашев ăслă та тавçăруллă священника.
Яхонтовран тин çеç илнĕ çырăва думнăй дворянин темиçе хут та вуласа тухрĕ; унта иккĕленмелли, ку апла мар пуль, элчĕ пăртак ӳстеререх çырнă пуль тесе шутлаттараканни нимех те тупăнмарĕ. Хусанта ĕçсем каллех чĕрре кĕреççĕ, унти лару-тăрăва юсас тесен татах вăй нумай хумалла пулать. Камăн ĕнси çине тиенет çак ĕç чи малтан? Паллах, Адашев ĕнси çине. Адашевăн çырмалла пулать Хусана вăрăм çырусем, çавăн элчĕсене кĕтсе хăшкăлма тивет. Сильвестр атте вăл вĕрентме çеç ăста, ĕçлĕ хутсене хăй ларса çырма юратмасть.
Хусантан килнĕ вăрăм çырăва аслă князь вĕренекен ача хăй вĕрентекенĕ умĕнче пĕлӳ тĕрĕслеттернĕ пек, сасăпа вуларĕ. Малтан вăл унта мĕн çырнине ăнланма тăрăшман пек, такăнмасăр вуласа тухма çеç васканă пек туйăнчĕ. Çавăнтах священник умĕнче ларакан ача хăй патша иккенне аса илчĕ курăнать, пергамент таткине чĕркуççи çине вăйпах çат! тутарчĕ. Вĕсем мĕн тума шутлани мана, вырăс государьне, пачах килĕшмест, мĕнле хăяççĕ ман тăшмансем çапла хăтланма тенине пĕлтерчĕ ку.
— Лайăх çыру мар, — терĕ аслă князь пит шăлли пек тăсăлса тăракан пергамента Сильвестра тыттарса.
— Пирĕн кăмăла çĕклекенни сахал, — терĕ священник та çырăва кăшт пăхкаланă хыççăн. — Эс мĕнле шутлатăн, Алексей Федорович?
Адашев Яхонтов çырăвне хăй мĕнле ăнланнине каласа лачĕ.
— Астрахань сеичĕ Хусанта пуçласа янă пăтăрмахлă пире пăшăрхантармаллипех пăшăрхантарать, — васкамасăр калаçрĕ думнăй дворянин. — Ку вăл чăннипе Турци султанĕ тахçанах ĕмĕтре тытакан ĕçе тепĕр хут тапратса яни пулать. Мăхамет тĕнĕ хӳттипе сеид Астрахане, Нухая, Хусана, Крыма пĕр юрта пĕрлештересшĕн. Каламасăрах паллă, ку юрт пуçлăхĕ Стамбул пулать. Сеид хăйĕн йышлă çырăвĕсенче çапла çырать те: вара эпир пурсăмăр та аслă пичче аллинче — султан аллинче — пулăттăмăр тет. — Адашев куç хӳрипе аслă князь çине пăхса илчĕ, вăл ун сăмахне итлет-и терĕ пулас, лайăх курчĕ — итлет. — Çĕнни, пире шухăша яраканни кунта çакă: халиччен Хусан аллинче пулнă Ту енчи çĕр-шыв, Хусана парăнтарас ĕçре калама çук пысăк вырăн йышăнса тăраканскер, Нухай аллине куçать. Хусан ку çĕр-шыва хăй тытса тăрайми пулчĕ, халĕ вăл ăна Сафа-Гирее çăлса хăварнăшăн, Мускав лартнă хана Хусантан хăваласа янăшăн ирĕксĕрех нухайсене парать.
— Вĕсем Ту енчи çĕр-шыв пирки юлашки вăхăтра кăна икĕ хутчен харкашса илчĕç пулас, — сăмах тĕртрĕ çамрăк патша çумĕнче Микул турă пек мăнаçлăн ларакан священник.
— Тĕрĕс, Сильвестр атте. Юсуфпа унăн ывăлĕсем Сафа-Гирее умлă-хыçлă икĕ çул вăйлă пулăшрĕç. Пĕрре пĕлтĕр, эпир вăрçăпа кайсан, тепре кăçал, Сафа-Гирее хуларан хăваласа кăларсан. Парне вырăнне нухайсем иккĕшĕнче те Ту енчи çĕр-шыва пама ыйтнă. Унччен килĕшнĕ пулин те халь Сафа-Гирей турткалашать, парасшăн мар вăл хăйне тăрантса усракан çĕр-шыва. Юсуфпа ывăлĕсем çине тăраççĕ. Пирĕн элчĕ Игнатий Яхонтов пĕлтернĕ тăрăх, Юсуфăн аслă ывăлĕсем — Юнуспа Абдулла — хăйсене Хусан княçĕсен ятне пама ыйтаççĕ.
— О, ĕмĕтсем пысăк! — терĕ Сильвестр атте. — Сафа мĕн тенĕ вара? Çавăн пек титул пама пулнă-и?
— Сафан халь урăхла май çук. Вăл çăлăнса юлас тесе темле сăмах пама та хатĕр. Анчах вăл çакна та лайăх пĕлсе тăрать: нухай мăрсисене Хусан княçĕсем туса хуни Хусанти чаплă çынсене, княçсемпе бексене тарăхтарса яма пултарать. Çавăнпа хан ку ĕçе май пур таран тăсма вăраха яма тăрăшать.
— Апла вĕсен туслăхĕ çирĕп мар, аслă князь, — кичеммĕн ларакан патшашăн каласа хучĕ священник.
— Çирĕп мар, çирĕп мар, — пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ унпа аслă князь.
Адашев, Хусанти, пĕтĕм хĕвел тухăçĕнчи ĕçсене вĕсенчен лайăхрах пĕлекенскер, ку тĕлĕшпе те тĕплĕнрех ăнлантарса пама кирлĕ тесе шутларĕ.
— Ĕнер çеç эпĕ Нухай элчипе Бахтияр мирзапа калаçрăм, — терĕ вăл. — Бахтияр Сафа-Гирее çав тери хытă ылханать. Улталарĕ вăл пире, темĕн те пама пулчĕ, нимĕн те памарĕ тет. Ăна пĕлнĕ пулсан эпир пĕлтĕр вырăссене пулăшаттăмăр тет. Ман шутпа, элчĕ хăйĕн сăмахне каламасть, Юсуф ывăлĕсен сăмахне калать.
— Пулма пултарать, — терĕ Сильвестр атте. — Пирĕн, Алексей Федорович, Нухайпа, Юсуф ывăлĕсемпе çыру çӳретсе пăхас пулать. Вĕсен шухăшне тĕплĕрех пĕлни кирлĕ. — Унтан вăл каллех Иван Васильевич енне çаврăнчĕ. — Атăл тăрăхĕнче ислам тĕнне тытакан патшалăхсен пире хирĕçле ушкăнне туса хуни вырăс çĕрĕшĕн пысăк хăрушлăх пулнă пулĕччĕ, аслă князь. Кăна тума эпир çеç, пĕр эпир çеç кансĕрлеме пултаратпăр. Пĕлтĕрхи вăрçă ăнăçсăр пулчĕ тесе ан кулян, аслă князь. Унăн усси пулчĕ — эпир тутарсене хамăр вăя кăтартса патăмăр. Пĕлсе тăччăр: государь пирĕн тĕне варалакан агарянсем çине вăйлăран вăйлă тапăнса пырĕ, çав çĕлен йăвине аркатса тăкĕ. Христос пулăштăрах сана аслаçупа аçу пуçланă сăваплă ĕçе вĕçне çитерме. Эпĕ, аслă князь. ку ĕçре сана ăнăçу сунатăп.
— Çапла пултăрччĕ, Силиверст атте.
— Ту енчи çĕр-шыва нимпе те нухайсене памалла мар! — терĕ священник малалла. — Пирĕн вăл енне çарсем ярсах тăмалла, аслă князь. Ту енчи çĕр-шыв вăл — Хусана пырса кĕмелли хапха. Çав хапха уççи тем тесен те пирĕн алăра пулмалла.
— Яланхи пекех, эсĕ питĕ тĕрĕс калатăн, Силверст атте, эпĕ санпа йăлтах килĕшетĕп, — терĕ аслă князь пĕчĕк ачалла хăй вырăнĕнчен сиксе тăрса. — Вăл хапха уççи ман кĕсьере пулмалла. Çапла мар-и, Силверст атте?
— Çапла, аслă князь. Пĕтĕмпех эсĕ хушнă пек пулать. Турă сан ырă ĕçӳсене курсах тăрать, пирĕн государь. Эсĕ пире Хусана тата Нухая мĕн çырса ямалла пеккине çырса хатĕрлеме ирĕк пар. Хатĕрлесе çитерсен сана кăтартăпăр та элчĕсене кăларса ярăпăр. Хусанти ĕçсем пире асăрхануллăрах пулма, унта агарянсем мĕн хăтланнине чипертерех сăнаса тăма хушаççĕ.
Калаçу пĕтменнине кура патша хăй вырăнне ларчĕ.
— Мĕн хушмаллине пĕтĕмпех хуш, Силверст атте, — терĕ вăл. — Ман ятпа воеводăсене каласа хур. Эсĕ те элчĕсене мĕн кирлине çырса яр, думнăй дворянин. Игнатий Яхонтов Хусанти ĕçсене лайăхрах сăнаса тăтăр. Эпĕ каям-ха, манăн унта аттепе пĕр тăван пичче вотчининчен — Старицкран килнĕ çын пулмалла…
Тата темиçе кунран Адашев Хусанти лару-тăру пирки Сильвестр священникпа тата патшан çывăх çыннипе, хăйĕн йăмăкне аслă княçа пама ĕмĕтленекен Иван Васильевич Шереметевпа уйрăммăн калаçрĕ. Хусан вĕсен умне çĕнĕрен çĕнĕ чăрмавсем кăларса тăратрĕ, правительствăн ку чăрмавсене пĕтерес тĕлĕшпе васкавлă ĕçсем туса ирттермелле пулчĕ.
Çак кунсенче вĕсем валли тепĕр кăткăс ĕç тупăнчĕ: Хусантан аслă князь патне çитмĕл ултă мăрса çитрĕç. Вĕсем лере Сафа-Гирейпе вăрçмаллипех вăрçса кайнă иккен, халь ăна хирĕç кĕрешме аслă князь патĕнче службăра тăрасшăн. Адашев кун çинчен пĕлтерсен Сильвестр аттепе Шереметев князь тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç.
— Çитмĕл ултă мăрса! — терĕ священник. — Ай, тур-тур! Вара Хусанта мăрса юлмарĕ те пулĕ! Чăнах калатни, Алексей Федорович, вунулттă мар-и, çитмĕл улттă таранах-и вара?
— Хам кайса куртăм Балчуга, — терĕ Адашев. — Чи чаплă княçсем тухса тарнă Хусантан. Кулуш, Бурнаш, Тереул, Тукай, Акпарс, леш нумай пулмасть хан вĕлернĕ Чура Нарыков шăллĕсем…
— Апла пирĕн вĕсем валли парне хатĕрлемелле, Иван Васильевич.
— Хатĕрлемелле пулать, — хуравларĕ Шереметев. — Аслă князь йышăнатех ĕнтĕ вĕсене. Тен, парнисене те хăех парас тейĕ-ха.
Çапах та чи кăткăс ĕç вĕсемшĕн Хусан княçĕсене йышăнасси мар, вĕсем валли парне хатĕрлесси мар, Ту енчи çĕр-шыв тĕлĕшĕнчен тухса тăнă теветкел ыйтăва татса парасси пулчĕ. Вĕсем кунта мăрсасемпе, вăл шутра чăвашпа çармăс мăрсисемпе, айкашнă хушăра Ту енчи çĕр-шыв Хусантан уйрăлма пултарать, унта нухайсем пырса кĕрсе хуçа пулса тăрĕç.
Адашев Хусан ĕçĕпе ĕçлекен хăйĕн тусĕсене Ту енчи çĕр-шыва хӳтĕлесе тăма пысăках мар çар яма сĕнчĕ. Пĕр воевода çеç кайтăр, анчах нухайсене унта пыма хăратса тăтăр терĕ вăл. Шереметев, патшана çар енĕпе пулăшса тăраканскер, унпа килĕшесшĕн пулмарĕ. Князь шучĕпе, Ту енчи çĕр-шывра çар тытма иртерех-ха, яланхи çар отрячĕсене унта çитес çулхи вăрçă хыççăн çеç хăвармалла. Сильвестр атте ыйтăва татса париччен чăваш тата çармăс мăрсисемпе калаçса пăхма сĕнчĕ. Адашев унпа тавлашмарĕ.
Алексей Федорович Сильвестр аттепе хирĕçме юратмасть. Аслă çеç мар, чее çеç мар, хăй йышăнакан вырăнĕпе те вăйлă вăл, кремльти чаплăран та чаплă священник. Ун сăмахне аслă князь итлет, Макарий митрополит итлет. Кам вăл, Алексей Адашев, Сильвестра хирĕç сăмах чĕнме? Новгородри вотчинник ывăлĕ çеç. Ун ашшĕне ĕлĕк Новгородра архиепископ пулнă Макарий чĕнсе илчĕ те ятлă-шывлă турĕ. Каярахпа ырă çынсен сĕнĕвĕпе Стамбула элчĕ туса ячĕç. Ашшĕ хыççăн, ун хӳттипе, Сильвестрпа Макарий пулăшнипе, Алексейпе Даниил çĕкленчĕç. Чăнах, аслă князь юратать ĕнтĕ Адашева, никама шанса паман пысăк ĕçсене ăна шанса парать, анчах Сильвестрпа Макарий пулман пулсан патша Алексей Адашева хăй çумĕнче виçĕ кун та тытас çук. Ячĕпе вăл думнăй дворянин çеç, Шереметевсем, Курбскисем пек князь мар, боярсен йăхĕнчен тухнă çын мар. Çавăнпа унăн ĕçпе кăна çын хисепĕнче тăма май пур. Вунă çын тумалли ĕçе туса пыр, боярсен умĕнче ялан йăпăлтатса тăр, вара сана кăшт этем вырăнне хурĕç. Ун чухне те тĕртсе илĕç-ха, эсир пирĕн пек чаплă çын несĕлĕ мар, ăçти çук дворянин çеç тейĕç.
Алексей Федорович, ашшĕ пекех, тутар йăлисене те, тутар чĕлхине те лайăх пĕлет. Вăл Хусанта пулса курман-ха, анчах Стамбулпа Бахчэ-Сарая темиçе хутчен те çитнĕ ĕнтĕ. Турципе Крым пирки ыйту сиксе тухсан аслă княçпа Сильвестр атте тӳрех ăна чĕнтереççĕ. Юлашки çулталăк хушшинче Адашев Хусанти ĕçсемпе те самаях тĕплĕн паллашрĕ. Атăл çинчи шĕкĕр хуларан килнĕ элчĕсемпе, княçсемпе, суту-илӳ çыннисемпе вăл нумай хутчен тĕл пулса калаçнă. Вĕсем хушшинче унăн паллакан çынсем те сахал мар. Сăнран хурарах пулнăран-и е тутарла пĕр такăнмасăр калаçнăран, Атăл тăрăхĕнчен килнĕ çынсем Алексейпе Даниил Адашева тутар тесе шутлаççĕ, курнă-курман вĕсемпе тутарла калаçма тăрăшаççĕ. Хальхинче те кремльтен инçех мар ларакан Балчугри хăна çуртне пырса кĕрсе Хусан княçĕсем ăна вырăсла пуплеттермерĕç, «хамăрла, хамăрла!» тесе тутарла сăмахлама пуçларĕç. Адашев вара кутăнлашса тăмарĕ, мĕн тухса кайичченех тутарла шакăртаттарчĕ.
Калаçу пĕтĕмĕшпе илсен Сафа-Гирей çинчен, унăн тӳрккес ĕçĕсем çинчен пычĕ. Княçсем мĕн тери тарăхса калаçнинчен Адашев çакна ăнланчĕ: хан хăйĕн княçĕсене йăлтах пусмăрласа çитернĕ иккен. Крым çыннисем Хусан мăрсисене куç уçма та памаççĕ. Сафа-Гирей хăйĕн бекĕсемпе княçĕсене, мăрсисемпе уланĕсене, турханĕсемпе юзбашисене несĕл-мĕрет прависĕр хăварать, вĕсен пурлăхне Крым çыннисене валеçсе парать. Атăлпа ытти пысăк шывсен тăрăхĕнче чăваш, çармăс, ирçе, удмурт мăрсисем чылайăшĕ пачах çĕрсĕр тăрса юлнă. Вĕсем Хусан валли ясак пуçтарасшăн мар, вăрçă вăрçма çынсем те, выльăх апачĕ те, утсем те парасшăн мар.
— Эпĕ туятăп, питĕ хĕсĕк халь Хусан ханлăхĕнче пурнăç. Сафа-Гирей сирĕн иртĕхмеллипех иртĕхсе кайнă, — вĕсене хĕрхеннĕ пек калаçрĕ Алексей Адашев.
— Питĕ хĕсĕк! Сывлама та май çук. Çавăнпа килтĕмĕр те Мускава.
— Тек чăтма пултараймастпăр! — терĕç княçсем.
— Апла пулсан ма тӳссе пурăнатăр ун мăшкăлне? Ма хăваласа ямастăр Крым лартнă патшана? Ма Мускав аллинчен урăх хан илместĕр? — тапăнчĕ Адашев.
— Илетпĕр!
— Йышăнтăр çеç пире аслă князь, каллех çĕнĕ хан ыйтатпăр!
— Сафа-Гирее Булака ывăтатпăр!
Хыттăнах кăшкăрашма тапратнă мăрсасене ватă Тереул князь чарчĕ.
— Эсир йĕркеллĕ пулăр, — терĕ вăл. — Чавкасем пек чанклатнипе калаçу пулмасть пирĕн. Хăнана кайсан сим пыл ĕçнĕ чух алтăрне тытма çеç мар, хуçипе этемле калаçма та пĕлес пулать. Эпир кунта хăнана та килмен, хамăр инкек çинчен каласа пама килнĕ. — Çак сăмахсем хыççăн Тереул князь хăйĕн сăран хутаçне илчĕ те унтан сафьянран çĕленĕ мăшăр атă туртса кăларчĕ, ăна Алексей Адашева тăсрĕ. — Аслă князь çынни Адашыф, — терĕ вăл. — Пăхрăм-пăхрăм та, ман атă сана шăпах пулассăн туйăнса кайрĕ. Ме-ха, тăхăнса пăх, Адашыф. Ил çакна. Эс пире хисеплесе хăвах Балчуга килетĕн, пирĕн хуйха-суйха ыйтса пĕлетĕн. Пурин ячĕпе те, чи малтан хам ятпа, çак парнене паратăп.
Алексей Федорович атта тăхăнса пăхмарĕ, пысăк мар пек туйăнать, кайран тăхăнса пăхăп терĕ те айккинелле илсе хучĕ, хăй Тереул каланине малалла итлеме хатĕрленчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...