Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хум пӑшӑлтатӑвӗПулас кинсемÇут пайăркаКăвак çĕмренАслă халалПирĕн çулталăкПолк ывӑлӗ

Çичă ют сăмахĕ


Çичĕ хурăн хушшинчех-çке

Аташма пулать.

Çичĕ ют сăмахĕпех-çке

Сивĕнме пулать.

 

Юрату тени ачаш-çке,

Вăрттăна савать.

Ирĕке тухсан ăна-çке

Çичĕ ют сăнать.

 

Кăвак çеçпĕл тăм тивсессĕн

Шуралса хăрать.

Çамрăк чун сăмах илтсессĕн

Юратма хăрать.

 

Çичĕ ют сăмахĕ вирлĕ!

Чул пекех çапать.

— Кам пĕлет, ăна мĕн кирлĕ,

Ма çапла тăвать...

 

Çичĕ хурăн хушшинчен-çке

Тухайма пĕлер!

Юрату хĕлхем чĕртсессĕн

Упрама пĕлер!

 

Çичĕ ют сăмахĕ тивмĕ

Пĕр-пĕрне шансан.

Юрату хĕлхемĕ сӳнмĕ

Чĕререн савсан!

Çын пуласси


Валера пиччĕшĕ шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ те Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университета вĕренме кĕчĕ. Пулас геолог спортра та пысăк çитĕнӳсем турĕ: тĕрлĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕ, Хусанти спартакиадăра тĕнчери чи вăйлă спортсмен ятне илчĕ.

Валера та, пиччĕшĕ пекех, шкулта «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Физикăпа математикăна юратнисĕр пуçне шахматла выляма ăста. Волейбол секцине çӳрет.

Ахальтен мар халăхра ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет теççĕ.

«Савăнатăп çавă куншăн…»


Савăнатăп çавă куншăн,

Иккĕн утнă савăк çулшăн,

Илемӳшĕн, ыр чунушăн,

Шанăç кӳнĕ калаçушăн...

 

Савăнатăп эс пурришĕн,

Тунсăхлатăп эс инçишĕн.

«Килетĕн — Савăнăç кӳретĕн…»


Килетĕн —

Савăнăç кӳретĕн,

Каятăн —

Тунсăха ӳкетĕп.

Пĕччен юлас килмест пĕрре те,

Пĕрмай, пĕрмай сана кĕтетĕп.

«Усала ку е ырра…»


Усала ку е ырра —

Кам ăнланĕ, кам пĕлет —

Куç ялан сана шырать,

Чун ялан сана кĕтет.

Пĕр-пĕрне ăнлансан


Ирхине, заводсем кăшкăртнă вăхăтра, Шупашкар урамĕсенче пин-пин çын утать. Паллаканнисем те калаçса тăмаççĕ, пĕр-пĕрне сывлăх сунса, саламласа иртеççĕ те, вăхăтра ĕçе çитме васкаççĕ.

Эпĕ кашни кунах ирхине хулан аслă урамĕнче Исакова тĕл пулатăп. Вăл тирпейлĕ çӳрет, çи-пуçĕ таса, яка; сухал хырмасăр нихçан та урама тухмасть пулĕ. Хура çӳçне хыçалалла тикĕссĕн тураса хурать.

Акă вăл, ирхине ялхуçалăх министерстви тĕлне çитрĕ те, пирусне сӳнтерсе çурт çумĕнчи урнăна пăрахрĕ.

— Степа! — чĕнчĕ ăна çав вăхăтра темле хĕрарăм.

— Ах, эсĕ-çке ку! — терĕ Исаков йăл кулса, министерство хапхи умне хăйĕнчен малтан çитсе тăнă илемлĕ сенкер платье тăхăннă, кăтра çӳçлĕ сарă хĕре курсан. — Салам, Зоя!

— Эсĕ пĕрмай кая юлса килетĕн-çке… Ма нумай çывăртăн? Каçхине нумай çӳретĕн пулас? — терĕ Зоя, Исакова ал парса.

— Юрать санăн аннӳ пур та… вăл сана ыйхăран та вăратать, чей те ĕçтерсе ярать. Манăн нянькăсем çук вĕт. Хамăнах тăмалла, чей те хамăнах вĕретсе ĕçмелле.

— Авланас пулать эппин. Ахаль те ватă хусаха юлтăн ĕнтĕ… — кулса илчĕ хĕр.

— Каларĕ! Кам качча пытăр мана? Хальхи хĕрсем питĕ тиркеççĕ вĕт, — шӳтлерĕ Исаков та.

Малалла

Çичĕ çул юппинче


Çичĕ çул юппине эпĕ çитрĕм.

— Хăш çулпа малалла утмалла?

Ултавне, суйине чылай илтрĕм.

— Чăнлăха шыраса тупмалла!

 

Хурипе шуррине курма тиврĕ.

— Çул-йĕрсем яланах тикĕс мар!

Тăварне, пылакне те астиврĕм.

— Пурпĕрех чĕремре шĕл-кăвар!

 

Юнашар утакан пит нумайччĕ.

Хăшĕ çук, теприсем аякра.

Çав-çавах шанăçне Турри пачĕ.

— Пĕччен мар паянхи кунăмра.

 

Кун-çулсен юххине эп чараймăп.

Пĕр иртни каялла килес çук.

Вăхăта сăнчăрпа кăкараймăп.

— Çав-çавах пуçăма усас çук!

 

Çичĕ çул юппине эпĕ çитрĕм.

— Хăш çулне суйласа илмелле?

Таврăнми чикĕрен, пулĕ, иртрĕм...

— Малашне пурăнма пĕлмелле!

Çитмĕл те çичĕ


Çитмĕл те çичĕ чечек хушшинче

Пĕри çеç мана килĕшет!

Улăх илемĕшĕн,

Куçăм киленнĕшĕн

Ăна çеç татассăм килет!

 

Çитмĕл те çичĕ пике хушшинче

Пĕр эсĕ чуна илĕртен!

Канăç çухатмăшĕ,

Чунăм йăпатмăшĕ!

Сана çеç саватăп, ĕнен!

 

Çитмĕл те çичĕ сукмак хушшинче

Пĕри çеç мана йыхăрать!

Çулăм пуçламăшĕ,

Ăшăм вăркатмăшĕ!

Чĕрем сан еннех-çке туртать!

 

Çитмĕл те çичĕ чечек йышĕнчен

Татасчĕ пĕрне суйласа.

Чунăм киленнĕшĕн,

Çутă телейĕмшĕн

Парасчĕ сана тав туса!

Кĕмĕл çĕрĕ


Савни панă кĕмĕл çĕрĕ

Çук ман шĕвĕр пӳрнере.

Тутăхмарĕ, кивелмерĕ,

Выртать çĕнĕ çӳпçере.

 

Савни пачĕ — парне пачĕ

Улăх урлă утнă чух.

Ытарма çук капăр каччă.

Анчах халĕ ялта çук.

 

Кĕмĕл çĕрĕ çӳпçере.

Каччă вăрçă хирĕнче.

Пиçмоносец килсе тăтăр,

Тăтăшах çыру хăвартăр.

 

Эпĕ хам ăна каларăм:

Çапăç, чунăм, паттăрла!

Çирĕп сывлăх халалларăм.

Хушрăм хăвăрт таврăнма.

 

Тăшмансенĕн пĕтмелле!

Кĕçех каччă килмелле!

Унчух манăн кĕмĕл çĕрĕ

Пур чухне те алра çӳрĕ!

«Пăрлă çумăр çусан — ĕнтĕркемĕп…»


Пăрлă çумăр çусан — ĕнтĕркемĕп,

Çула тухнă пулсан — утăп эп.

Шыв сикки умĕнче тăр! чĕтремĕп,

Хам чĕрешĕн ку пулĕ хисеп.

 

Чечексем хушшинче çеç утассăн

Туйăнатчĕ тахçан санпала.

Кулянса ма сывлас ассăн-ассăн?

Чун юлать тĕлĕкри сăнпала.

■ Страницăсем: 1... 49 50 51 52 53 54 55 56 57 ... 796