Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

И.С. Максимов-Кошкинский «Константин Иванов». 1 пайӗ

  13.10.2021 16:52 | 3818 Пурĕ пăхнă

Тӗлӗнмелле вӑхӑт пулнӑ чӑваш ачисемшӗн!

Пӗр хӗрӗх ҫул хушшинче пирӗн чӑвашсен

Уҫӑлаҫҫӗ хут ҫинче хӗсӗк куҫӗсем.

Икел шӑтса ӳснӗ пек, шкулсем уҫӑлать.

Ырӑ ҫын никӗс хунипе ҫирӗп пурӑнать.

Чухӑн чӑваш ачисем ҫунать чӗрипе:

«Епле майпа вӗренме кӗрес-ши?» тесе.

Калла-малла Атӑлпа пӑрахут куҫать:

Чӑваш ачи ҫӑпатапа вӗренме каять.

Ӗне ҫинӗ кӗнеки унӑн тупӑнать.

Чӑваш пуклакрах чӗлхи ытарса вулать.

Далее...

 

«Шуйттан чури». Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ

  26.05.2021 21:52 | 5625 Пурĕ пăхнă

«Нарспи» поэма авторӗ К.В. Иванов, хӑй ҫырма палӑртнӑ произведенисенчен, 1907-мӗш ҫулхи тетрадӗнче «Шуйттан чури» ятлӑ виҫӗ пайлӑ трагедине кӗртнӗ. Поэт пулас трагеди планне те хатӗрлесе ҫитернӗ, кашни пайӗнче хӑй мӗн ҫинчен ҫырассине йӗркеленӗ, произведенин малтанхи пӗрремӗш пайне (пиччӗшӗ укҫашӑн шӑллӗне вӗлернине) сӑвӑ формипе калӑплама та ӗлкӗрнӗ. Ҫав сыпӑка кура, эпир поэтӑн пулас «Шуйттан чури» произведени мӗнле жанрта, мӗнле виҫепе пулмалла пулнине куратпӑр. Константин Иванов хӑй пултарулӑхӗнче драматурги жанрне те аталантарма пултарса («Икӗ хӗр» сӑвӑ, «Нарспи» поэмӑри ашшӗпе амӑшӗ тата Нарспи сцени) вӑл драмӑлла пысӑк трагеди ҫырма хатӗрленни паллӑ.

Далее...

 

Чӗлхесӗр янавартан пахи ҫук

  10.04.2016 16:50 | 5409 Пурĕ пăхнă

Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.

 

Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.

Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен

Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»

— Пирӗн атте килӗнчи

Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.

Далее...

 

Такӑрпа такыр

  12.02.2016 08:31 | 5313 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Туркменсем, узбексем тата Вӑтам Азири ытти халӑхсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑйӑрлӑ пуш-хирти хытса ларнӑ тикӗс вырӑна такыр теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче те «такӑр» сӑмах пур. «Акар ҫулӗ тап-такӑр, уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ», — ҫырать пирен аслӑ поэтӑмӑр К. Иванов-Пӑртта хӑйен «Тимӗр тылӑ» юмахӗнче.

Далее...

 

К.Иванова халалласа

  28.12.2015 17:47 | 3749 Пурĕ пăхнă

ҫӗр ҫинче пин-пин ҫыравҫӑ

ҫырать поэмӑпа хайлав.

паян эпир пурте вулавҫӑ-

вулатпӑр тӗрлӗрен калав.

 

ҫыравҫӑсен кунне чыслатпӑр

пуш уйӗхӗнче, виҫҫӗмӗшпе.

кӗнеке, журнал вулатпӑр

паллашса ӗҫ-хӗлӗпе.

 

пур кашнинех юратнӑ сӑвӑ-

асран каймасть вӑл ниепле.

ӑна вӗт ҫырнӑ чаплӑ сӑвӑҫ

ӗмӗрлӗхех шур хут ҫине.

 

ҫыравҫӑ пурте пулаймастпӑр,

ҫырмаҫҫӗ пурте кӗнеке.

вӑл йывӑр ӗҫ , эсир ӑнланӑр,

танлашӗ йывӑр тиевпе.

 

классиксем вӗт чапа тухнӑ

ҫулсем иртсен, ик ӗмӗртен.

Далее...

 

«Чӑваш пикишӗн» ҫӑмӑл ыйтусем...

  20.12.2015 20:35 | 5580 Пурĕ пăхнă

Кӑҫал «Чӑваш пики» конкурсра пулма курма тӳр килчӗ. Тӳрех палӑртса хӑварам: пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗ вӑл мана. Филармони алӑкне уҫса кӗрсенех чӑвашлӑх сасси илтӗнчӗ унта. Каҫал тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.

Кӑҫал ӑмӑртура республика тулашӗнчен килнӗ пикесем те тупӑшрӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри хӗрсем унта хутшӑнма хапӑл тунине ырламалла ҫеҫ. Чӑваш пикин титулне ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗмпе 18 пике кӗрешрӗ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.

Далее...

 

Константин Иванов

  21.06.2015 18:20 | 4281 Пурĕ пăхнă

КОНСТАНТИН ИВАНОВ

 

Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,

Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.

Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —

"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.

 

Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.

Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.

Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?

Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...

 

Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.

Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?

Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал

Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...

 

Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?

Далее...

 

Слакпуҫӗнче пулса куртӑмӑр

  30.05.2015 15:52 | 4656 Пурĕ пăхнă

Ҫак кунсенче Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗн хастарӗсем те ЧНК конгресс делегацийӗпе пӗрле Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялне — Константин Иванов сӑвӑҫӑн тӑван ҫӗрне, поэт 125 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ уяв курма ҫул тытрӗҫ. Делегаци йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, вице-президенчӗ Валерий Клементьев, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата ытти паллӑ чӑваш ҫыннисем пулчӗҫ.

Хӑнасене Слакпуҫра пурӑнакан чӑвашсем ӑшӑ кӑмӑлпа ҫӑкӑр-тӑварпа тата чӑваш сӑрипе чӑваш-юрри-ташшипелле «Аван-и!

Далее...

 

«Туслӑх хӗлхемӗ – 2015». Ачасен пултарулӑхӗ

  20.04.2015 17:18 | 4473 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ эрнекун, акан 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ инситутӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн черетлӗ ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта хутшӑннӑ ачасен пултарулӑхӗпе паллашма сӗнетпӗр.

//шел те, вӑл кун нумай ӳкермелле пулчӗ те пурне те видео ҫине ҫырса илеймерӗм. Видео пахалӑхӗшӗн те каҫару ыйтатӑп — ман ку фотоаппарат видео валли каймасть ҫав (объективне ҫӗннине лартмалла). Тата штативсӑр ӳкерме тиврӗ.

 

Шифр уҫҫине тинех тупрӑмӑр

  10.04.2015 12:45 | 4301 Пурĕ пăхнă

Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ шурă хут листине саккăра хутлатса çĕленĕ, кĕсьере чиксе çÿреме хатĕрленĕ типтерне (тетрадьне) малтанхи хут 1906 çулхи çурлан 16-мĕшĕнче çырса хуни паллă. Юлашки тăватă страницăра (80 – 84-мĕш питсенче) тата пĕрремĕшĕнче 11 сасă паллинчен йĕркеленĕ клише çапса тултарнă. Ăна поэтăмăрăн 1957 çулта тухнă çырнисен пуххинче чăвашла «касса тунă саспаллисен чернилпа сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкĕ», вырăсла «отпечатки букв самодельного шрифта» тесе палăртнă. Асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ (Н.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)