Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Чӗлхесӗр янавартан пахи ҫук

Таисия Ташней10.04.2016 16:504785 Пурĕ пăхнă

Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.

 

Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.

Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен

Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»

— Пирӗн атте килӗнчи

Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.

«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».

Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»

— Пирӗн атте килӗнчи

Вӗллери пыл пит тутлӑ.

«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».

Татах ыйтать: «Мӗн ҫемҫе?»

— Пирӗн атте килӗнчи

Тӳшек-минтер пит ҫемҫе.

«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм,

Хисеп турӑн аҫуна,

Ӗнтӗ сана ҫакӑншӑн

Ҫур мулӑма паратӑп».

Унтан кӗҫӗн хӗрӗнчен

Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»

— Ҫут тӗнчере ҫӗр мӑнтӑр,

Унтан мӑнтӑр нимӗн те ҫук.

«Санра пархатар сахал».

Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»

— Ыйхӑ тутлӑ, тӗнчере

Унтан тутли нимӗн те ҫук.

«Санра пархатар сахал».

Татах ыйтать: «Мӗн ҫемҫе?»

— Алӑ ҫемҫе, тӗнчере

Унтан ҫемҫи нимӗн те ҫук.

«Санра пархатар сахал,

Эсӗ манӑн хӗрӗм мар!»

Ашшӗ вара ку хӗрне

Хӑваласах ячӗ, тет.

 

Мӗн тӑвас тетӗн, чӑн сӑмахшӑн, йӑпӑлтатма пӗлменшӗн тӑван ашшӗ те хӗрӗнчен сивӗнет пулсан, ют ҫынпа ют ҫын, пуҫлӑхпа ӑна пӑхӑнаканни, пысӑк та ҫемҫе пукан ҫинче лараканпа ахаль кӑна этем, ҫак ҫӗр ҫинчи кӑпшанкӑ евӗрри ӑҫтан тан пулччӑр ӗнтӗ...

 

Этем тени хӑй шухӑшне тӗнче тетелӗнче кӑшт кӑна палӑртакансене те теприсем, саманан ҫак тапхӑрӗнче ҫӳллӗрех картлашка йышӑнаканнисем, пуҫран шаккама пӑхаҫҫӗ. Аптрушки, тупата! Чӑн та, чӗлхесӗр январтан пахи ҫук пуль ҫав ҫӳлтисемшӗн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj