Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Ачапа чӑвашла пуплеме прагматика кансӗрлет...

  11.01.2017 13:47 | 4384 Пурĕ пăхнă

Тӗлӗнетӗп хамӑн паллаканӑмсенчен. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кӳршӗллӗ Вӑрмар районӗнчен киле кайса кӗнӗ арҫын Ҫӗрпӳрен инҫех мар ялта ҫемйипе пурӑнать. Арӑмӗ те манашкал чӑвашах. Хӑй те манашкал чӑвашах. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ вӑхӑтра иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ: пӗри — фермӑра, тепри — механизаторта. Хальхи вӑхӑтра иккӗшӗ те Ҫӗрпӗве кайса вырнаҫнӑ: пӗри — стройкӑна, тепри — урам шӑлма. Ҫаксен хӗрӗпе ывӑлӗ те Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ.

«Мӗнрен тӗлӗннӗ-ши ҫак статья авторӗ?

Далее...

 

Тихвин ярмӑрккипе Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн Акатуйӗ

  21.09.2016 17:36 | Ŝanĝi | Forigi | 2685 Пурĕ пăхнă

Ҫулсеренех Ҫӗрпӳре Тихвин ярмарккине ирттереҫҫӗ. Вӑл тӑватӑ кун пырать, кӗҫнерникун пуҫланать те вырсарникун вӗҫленет. Ҫӗрпӳ районӗн Акатуйне те ирттереҫҫӗ ҫавӑнта. Анчах та 2015-мӗш ҫулта Акатуй утӑ уйӑхӗн 3-мӗш кунӗнче эрнекун иртрӗ, 2016-мӗш ҫулта район акатуйӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗш кунӗнче кӗҫнерникун пулчӗ. Ҫав Акатуя шӑматкун е вырсарникун ирттерме кам тата мӗн чӑрмантарать-ши... Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ хуласенче пурӑнакансен, Акатуя ҫитмешкӗн отгул текен кану кунне илмелле пулса тухать-ши?

Далее...

 

Ватӑ ҫынна пӑхни сӑвап та...

  30.12.2015 20:43 | 3356 Пурĕ пăхнă

Районсенче пулма тӳр килнӗрен тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫма май пур. Вӑл е ку районта лайӑх е япӑх ҫынсем пурӑнаҫҫӗ теме ҫук. Эпир пӗр ҫынна курса пурне те хаклама хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. Кашни тарӑхрах тӗрлӗ ҫын пурӑнать.

 

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем, «вӑрҫӑ ачисем» мӗнле пурӑнни куҫ умӗнчех. Пӗрисене ачисем лайӑх пӑхаҫҫӗ, тирпейлӗ ҫӳретеҫҫӗ. Теприсем вара… ватӑ ҫын вилессе кӗтеҫҫӗ. Ҫапла, 90 е 100 ҫулалла кармашакан амӑшӗ е ашшӗ автан авӑтман яла ӑсанасса кӗтсе пурӑнакансем те пур.

Далее...

 

Ватăлсах пырать тăван ялăм...

  05.08.2015 17:07 | 3051 Пурĕ пăхнă

Пурнăç чакса мар, малаллах пырать. Этем пурнăçĕ, çĕр-çĕр çул каяллахипе танлаштарсан, самай лайăхланнă. Кунпа тÿре-шара мухтанма юратни паллă ĕнтĕ. Ялсенче те халĕ йăлтах пур тенĕ пек: киле шыв кĕрет, юхса тухать, сивĕ кунсенче пÿрте газ ăшăтать… Урăх мĕн кирлĕ ĕнтĕ çанна? Ялта ĕç çукки ура хуни пирки кашни кĕтесрех калаçаççĕ. Çамрăксене яла илĕртесшĕн тăрăшаççĕ. Анчах тивĕçлĕ шалу тÿлеменнишĕнех яш-хĕр, вăйпитти çынсем хулана, Мускава туртăнаççĕ. Патшалăх ку енĕпе алă усса ларать теме чĕлхе çаврăнмасть. Пур, паллах, программăсем, çамрăксене яла илĕртекеннисем.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru