Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


600 миллион культура валли ҫителӗклӗ-ши?

  08.02.2017 00:37 | 3540 Пурĕ пăхнă

Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.

Далее...

 

Хаклӑ чӑрӑш туристсене илӗртме пулӑшнах-ши?

  29.01.2016 20:43 | 2855 Пурĕ пăхнă

Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ…

Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн.

Далее...

 

Штраф яваплăха ÿстерет

  30.07.2015 20:32 | 2335 Пурĕ пăхнă

Штраф виçи ӳсни яваплăрха пулма хистет тата ăна пула хысна тулать.

Хысна штрафа пула кăна тулаймĕ-ха, çапах та çынсене административлă майпа явап тыттарнине (тепĕр мйалă каласан, штрафланине) пула та республика хысни пуянланать.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр саккунне пăсакансене административлă майпа явап тыттарасси кăçал пĕлтĕрхинчен 3 хут ӳснĕ. Асăннă тытăмăн инспекторĕсем 3 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ.

Уй-хир тăрăх, ял-хула тăрăх çӳрени сая каймасть: кашни иккĕмĕш тĕрĕслев кăлтăк тупнипе вĕçленет.

Далее...

 

Перекетлес тени шар кăтартмĕ-и?

  05.05.2015 21:38 | 1886 Пурĕ пăхнă

Çиччĕ виç те пĕрре кас тенĕ ваттисем. Нумаях пулмасть Раççейĕн Шутлав палати патшалăх тăкакĕсене перекетлесси мĕн патне илсе çитернине тишкернĕ. Лару-тăру начарланнине аудиторсем вĕренӳ, культура та сывлăх сыхлав сферисенче асăрханă. Хыснана перекетлеме ăнтăлнине пула çынсем вулавăш, ача-пăча пахчисен тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсен пулăшăвĕпе усă курайми пулса тăнă имĕш.

Кремьлте капла лару-тăру иккенне пĕлеççĕ иккен. РФ Шутлав палатин пĕтĕмлетĕвне илтнĕ хыççăнах çĕршыв Президенчĕн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков доклада тишкерессине пĕлтернĕ.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru