Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Штраф яваплăха ÿстерет

Таисия Ташней30.07.2015 20:323753 Пурĕ пăхнă

Штраф виçи ӳсни яваплăрха пулма хистет тата ăна пула хысна тулать.

Хысна штрафа пула кăна тулаймĕ-ха, çапах та çынсене административлă майпа явап тыттарнине (тепĕр мйалă каласан, штрафланине) пула та республика хысни пуянланать.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр саккунне пăсакансене административлă майпа явап тыттарасси кăçал пĕлтĕрхинчен 3 хут ӳснĕ. Асăннă тытăмăн инспекторĕсем 3 пин ытла тĕрĕслев ирттернĕ.

Уй-хир тăрăх, ял-хула тăрăх çӳрени сая каймасть: кашни иккĕмĕш тĕрĕслев кăлтăк тупнипе вĕçленет. Кун пек пĕтĕмлетме управлени пĕлтерекен цифрăсем хистеççĕ. Ара, 3 пин ытла тĕрĕслев вăхăтĕнче 1576 кăлтăк асăрханă-çке. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, кăлтăк шучĕ 20 процент нумайланнă.

Росреестртан хыпарланă тăрăх, саккуна пăсакансенчен ытларахăшĕ çĕре хăйсем тĕллĕн ярса илнипе ята кĕреççĕ.

Инспекторсем тепĕр саманта та палăртаççĕ. Çынсем юлашки вăхăтра кăлтăка пĕтерме çине тăраççĕ. Ун пеккисен шучĕ йышланнине цифрăсем ĕнентерсе параççĕ. Пĕлтĕр тупса палăртнă çитменлĕхрен çурринче кăна кăлтăка çийĕнчех пĕтернĕ, кăçал – 68 процентĕнче. Яваплăх ӳснине инспекторсем штраф виçи ӳснипе те сăлтавлаççĕ. Кăлтăка пĕтерме хушса çырнине ăша хывмасан маларах 300 тенкĕлĕх штрафланă пулсан, халĕ – 10 пин тенкĕ таран.

Пĕтĕмĕшле штрафланине укçа çине куçарсан кăçал çак хисеп 2,2 миллион тенкĕрен иртнĕ. Пĕлтĕр вăл 785 пин тенкĕ кăна пулнă.

Тепĕр майлă каласан, пысăк штраф мĕн тесен те лайăхрах. Ку вăл çĕрпе çыхăннă саккуна пăсакансене кăна мар, ытти отрасле те пырса тивсен вырăнлă пулассăн туйăнать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj