Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Конкурс "Юратап эп сана"

  06.06.2019 20:05 | 5267 Пурĕ пăхнă

"Юратап эп сана" кӗнеке тухнӑранпа аванах вӑхӑт иртрӗ, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхине юратакансем хушшинче конкурс ирттерме шут пур. Енчен те эсир чӑвашла вулатӑр, интонаципе кӗнекене кӗртнӗ "Илемпи" поэмӑна вуласа ролике конкурса тӑратмалла. Ҫӗнтерӳҫе ролике пӑхнӑ ҫынсен шутӗнчен суйласа илетпӗр. Ҫӗнтерӳҫӗ Аскольд Де Герсо кӗнекине тивӗҫет.

 

Фанагоринчи «Пин ҫул ытла пӑлхарччӗ эп» сӑвӑ конкурсӗ пирки

  12.06.2018 10:40 | 11333 Пурĕ пăхнă

Кӑҫал ҫypла(август) уйӑхӗн ҫурринче, пирӗн аслӑ асаттесен Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗн тӗп хули пулнӑ вырӑнта, Хура тинӗс хӗрринчи Фанагоринче(Хӑнакур) Петӗр Хусанкайӑн, «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» сӑвви тӑрӑх, «Пин ҫул ытла пӑлхарччӗ эп» конкурс иртӗ. Шӑпах ҫапла сӑмахсем пур та мӑнаҫлӑ Хусанкайӑн сӑввинче. Сӑвӑ конкурсне икӗ чӗлхепе каласа ирттерӗҫ, чӑвашла тата вырӑcла.

Петӗр Хусанкай тӗлӗнмелле чӑнкӑ сӑвӑҫ пулнӑ. «Эс манӑн халӑхӑм ҫинчен» текен сӑввине халӗ те вырӑс чӗлхи ҫине куҫарманччӗ-ха.

Далее...

 

Эпир пулнӑ, пур. Пулатпӑр-ши?

  28.02.2017 11:28 | 3529 Пурĕ пăхнă

Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ?

Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар.

Далее...

 

НТРК 21-мӗш канала йышӑнӗ-ши?

  26.01.2017 18:46 | 3631 Пурĕ пăхнă

Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.

Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ.

Далее...

 

2016-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2016 13:21 | 3271 Пурĕ пăхнă

Кашни ҫул пекех кӑҫалхи ҫулталӑкӑн ӗҫӗсене те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр.

Енчен те 2015 ҫулта эпир открыткӑсем кӑларса пӑхрӑмӑр пулсан, кӑҫал — чӑвашла укҫа конверчӗсене алла илес терӗмӗр. Ҫапла май вара тӑватӑ ҫӗнӗ вариант кӑлартӑмӑр (малтанхипе шутласан пиллӗк пулать). Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 3500. Енчен те малтанхисене алӑпа касса кӑларма тиветчӗ пулсан — ҫӗннисене халь эпир ятарлӑ станокпа хатӗрлетпӗр, ҫавна май вӗсем лавккарисенчен пӗрре те кая мар пулса пыраҫҫӗ.

Далее...

 

Как в Чебоксарах «Серебряную кладовую» готовят

  24.09.2016 19:37 | 8883 Пурĕ пăхнă

Итог одного конкурса. Субъективные критические заметки по поводу

 

В Чувашском национальном музее (ЧНМ) подвели итоги открытого творческого конкурса на лучший дизайн-проект художественного пространственного решения экспозиции «Серебряная кладовая». Она будет устроена в Музее чувашской вышивки (МЧВ) — филиале ЧНМ. Казалось бы, рядовое событие из жизни чебоксарских музейщиков, малоинтересное для обычных граждан и общественности. Но это только на первый взгляд.

Далее...

 

Вӑрланӑ ӗҫ усӑ парать-и?

  15.03.2016 10:07 | 4190 Пурĕ пăхнă

Ӗнер манпа Сергей Стекольщиков ҫыхӑнчӗ — пирӗн вулавӑшра вырнаҫнӑ пӗр хӗрача ҫырнӑ «Илленушкӑнь» сӑвӑн авторӗ унӑн ашшӗ иккен. Пӑхса илнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: Анастасия Фёдорова ячӗпе ку сӑвӑ пирӗн пата 2009 ҫулта иртнӗ «Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсне ҫитнӗ; сӑвӑ айӗнче ӑнлантарса пани те пур, «Cӑвва Стекольщиков Владимир Ильич (1958 ҫулта ҫуралнӑ) каласа панӑ халап тӑрӑх ҫырнӑ» тесе каланӑ. Ку Сергей, хайхи унӑн ывӑлӗ пулать иккен, вӑл каланӑ тӑрӑх ашшӗ ҫав сӑвва хӑйне валли 2002 ҫулта ҫырнӑ.

Далее...

 

2015-мӗш ҫулталӑкӑн пӗтӗмлетӗвӗ

  31.12.2015 14:12 | 2936 Пурĕ пăхнă

2015 ҫул Чӑваш халӑх сайчӗшӗн пӗр енчен йывӑр пулчӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫитӗнӳсем те сахал мар пулчӗҫ. Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала хуҫаланни пире те пырса тиврӗ. Укҫи-тенки енчен пирӗн ӗҫре те хӗсӗк пулчӗ, анчах ҫавах та пӗтӗмпех япӑх теме май ҫук. Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Шан мана, тӗнче!» конкурса ирттерсе пӗтӗмлетме хал ҫитертӗмӗрех. Хутшӑнакансем чылайях пулмарӗҫ пулин те ҫавах ҫук тесе те калаймастпӑр.

Кӑҫал эпир тӗнче тетелне ҫӗнӗ сайтпа пуянлатрӑмӑр — «Ваттисен сӑмахӗсем» ятли ӗҫлесе кайрӗ.

Далее...

 

«Чӑваш пикишӗн» ҫӑмӑл ыйтусем...

  20.12.2015 20:35 | 3051 Пурĕ пăхнă

Кӑҫал «Чӑваш пики» конкурсра пулма курма тӳр килчӗ. Тӳрех палӑртса хӑварам: пӗтӗмӗшле илсен килӗшрӗ вӑл мана. Филармони алӑкне уҫса кӗрсенех чӑвашлӑх сасси илтӗнчӗ унта. Каҫал тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ.

Кӑҫал ӑмӑртура республика тулашӗнчен килнӗ пикесем те тупӑшрӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Тутарстанри хӗрсем унта хутшӑнма хапӑл тунине ырламалла ҫеҫ. Чӑваш пикин титулне ҫӗнсе илессишӗн пӗтӗмпе 18 пике кӗрешрӗ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ.

Далее...

 

2014 ҫула пӗтӗмлетсе

  31.12.2014 19:23 | 7173 Пурĕ пăхнă

Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.

Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru