Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Вячеслав Павлов: Конкурс: ЧНК Президиум пайташӗсенчен миҫӗшӗ ачисемпе тӑван чӗлхепе калаҫать?

Вячеслав Павлов26.11.2021 00:277408 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Редакцирен: Вячеслав Павлов пирӗн редакцине черетлӗ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл пирӗн сайтпа усӑ курса конкурс ирттересшӗн, тата хутшӑнакансен хуравӗсене те пухас ӗҫпе те пулӑшма ыйтать. Паллах, эпир хирӗҫ мар. Конкурсӑн текстне аяларах пичетлетпӗр. Вячеслав Павлов лартнӑ ыйтусем ҫине вара ҫак статья айӗнче хуравлама пултаратӑр, е, комментари ҫырмалли калӑпӑш ҫителӗксӗртерех пулсан, редакци адресӗпе ярса пама пултаратӑр: site@chuvash.org. Хуравра хӑвӑрӑн ятӑрпа хушаматӑра палӑртма ан манӑр. Эпир вӗсене Вячеслав Павлова ярса парӑпӑр. Конкурс ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсӑласси пирки каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.

Ҫырура автор парне фондне ӳстерме майсем туса пама та ыйтать. Ку тӗлӗшпе редакцин пулӑшма йывӑртарах ӗнтӗ. Ҫавах та, кӑмӑл пур пулсан, пирӗн сайт сӗнекен «ниме-купонсене» (100, 200, 300 тата 500 тенкӗллисене) туянма пултаратӑр (тӗп страницӑра сылтӑмра ҫӳлте тупама пултаратӑр). Туяннӑ хыҫҫӑн сире 16 цифрӑллӑ код ярса парӗҫ (ӳкерчӗк). Ниме-купона конкурс парнине ӳстерме туянни ҫинчен ҫав кода site@chuvash.org адреспа пӗлтерӗр. Апла тумасан ниме-купон туяннӑ укҫа Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне йӗркелеме кайӗ.

Конкурс пирки

Хӑйӗн уставӗпе килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине "упрассипе аталантарасси" Чӑваш наци конгресӗн чи тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать.

Ҫав пархатарлӑ тӗллеве пурнӑҫлама Конгресӑн иртнӗ Аслӑ Пухӑвӗ пурнӑҫлав органӗсене суйласа хӑварнӑ. ЧНК Президиумӗ вара ҫав ӗҫе кӳлӗнсе туртса пыракан чи яваплӑ та сумлӑ орган. Конгресс сайчӗнче палӑртнӑ тӑрӑх паян ҫак ертсе пыракан сумлӑ йышра вӑтӑр пӗр ҫын шутланса тӑрать, вӗсен шутӗнче: Хузангай Атнер Петрович - ЧНК Хисеплӗ Президенчӗ, Клементьев Валерий Леонидович - ЧНК Президенчӗ, Угаслов Николай Федорович - ЧНК Пӗрремӗш Вице - президенчӗ, Антонов Валерий Михайлович, Вязов Павел Николаевич, Мешков Олег Владимирович, Мустаев Олег Николаевич - ЧНК Вице - президенчӗсем, тата Архипова Вера Севастьяновна, Бахмисов Эдуард Константинович, Васильева Раиса Михайловна, Воронова Зинаида Ивановна, Гаврилов Валериан Анатольевич, Гордеев Валерий Николаевич, Жемчугов Олег Евгеньевич, Иванова Алина Михайловна, Краснов Михаил Николаевич, Лампасова Ирина Алексеевна, Леонтьев Алексей Петрович, Лукина Алиса Александровна,  Максимов Эдуард Николаевич, Мареева Юлия Петровна, Николаева Елена Васильевна, Павлов Александр Николаевич, Пушкин Василий Николаевич, Тяпкин Владимир Геннадьевич, Удалова Ирина Витальевна, Ухтияров Анатолий Ильич, Федотов Василий Артемьевич, Филиппова Лидия Ивановна, Яковлева Зоя Аркадьевна – ЧНК Президиумӗн пайташӗсем.

Мӗн пур пек чӑваш халӑхӗ ҫак хисеплӗ ҫынсем вӗсем чӑнахах та Конгресс уставӗнче палӑртнӑ ҫак пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлас тӗлӗшӗпе ҫаннисене чавси таран тавӑрса ырми-канми ӗҫлени пирки иккӗленмест.

Вӗсене пулах пуль ӗнтӗ паян пирӗн республикӑмӑрта хамӑрӑн тӑван чӑваш чӗлхи аталаннӑҫем аталанать, ешернӗҫем ешерет. Чӗркуҫленсе ларсах пуҫҫапса тав тӑватпӑр вӗсене ҫавӑншӑн. Чыс та мухтав вӗсене пурне те!

Ҫакна шута илсе чӑваш халӑхӗнчен ҫапла ыйтас килет:

1. Ҫак чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тесе ырми-канми тӑрӑшакан хисеплӗ вӑтӑр пӗр ҫынтан миҫӗшӗ хӑйӗн тӑван ачисемпе чӑваш чӗлхипе тӑван чӗлхепе калаҫнӑ пек ирӗклӗн те уҫҫӑн калаҫать-ши?

Ун пеккисене пӗлетӗр пулсан вӗсен ячӗ-шывӗсене асӑнӑр.

2. Ҫаксенчен хӑшӗсен ачисем вӗсемпе хӑйсемпе чӑваш чӗлхипе хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫнӑ пек ирӗклӗн те уҫҫӑн калаҫать-ши? 

Ун пеккисене пӗлетӗр пулсан вӗсен ячӗ-шывӗсене асӑнӑр.

Хуравӑрсене Чӑваш халӑх сайчӑпе Чӑваш наци Конгресӗн сайтне ярса парӑр.

Тӗрӗссине пӗлсе те туп-туллӑн хуравлаканнисене тивӗҫлӗ парне лекет. Паян кун парне фончӗ 100000 (ҫӗр пин) тенкӗне ҫитрӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2118.73.4635
2021.11.27 00:22
Agabazar
Илсе кăтартнă списсăкра «Сорин» хушамат çук.
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.27 19:03
Аптранă кăвакалсем... Кутăн чăмалли анчах юлнă.
Микула // 1077.37.9691
2021.11.28 12:56
Аптранисем, Евраҫийцӑ , тем тесен те эпир мар,урӑххисем. Челевизорпа кашни кунах, кашни ыйтупах истерика . То унталла то кунталла . Ленина тиркеҫҫӗ,Сталина мухтаҫҫӗ,истори вара кашни кун урӑхла . Ыран ӗлӗкхи пирки мӗн ҫырассине никам та пӗлмеҫ. Чӑвашсен яланах "тӗплӗх" малта пулнӑ. Паян та ҫавах .Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван (чӑваш) чӗлхипе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем пулсан соҫҫем лайӑх пулмалла.
Илле Иванов пирӗн ҫыравҫӑ,чӗлхе ӑсти, ҫавӑнпа та ЧНК тавра пулса иртни ҫинчен ҫичӗ томлӑ роман ҫырмаллах пулӗ ? Ячӗ,сӑмахран, "дворянское гнездо" пулма пуларать. Шупӑр тӑхӑнма юратаҫҫӗ пулсан ,мӗншӗн "дворянсем" мар ?
Микула // 1077.37.9691
2021.11.28 13:03
Вячеслав Павловӑн ыйтуне теприне тӑратмалла пулӗ. Вӑт ыйту тӑк ыйту. Асӑрханӑ пулсан пирӗн халӑх шучӗ, пропорцилле чакнӑ ҫемӗн, заслуженнысемпе народныйсен шучӗ ,тепӗр майлӑ ,ӳссе пырать? Чакса пыран ҫарта генералсем тата орденсем хутшӑнса пымаҫҫӗ вӗт?
Agabazar // 2937.98.7017
2021.11.28 13:20
Agabazar
Тăрат, тăрат, çав тери вăйлă тăрат! Янраса тăтăр!
Чигирь // 1357.50.9011
2021.11.29 17:05
Ыра кун. Чаваш челхине аталантарас тесе нумай каласатпар, анчах ялти чаваш шкуленче те чаваш литературине вырасла верентетпер. Петер Хусанкайан ''Эпир пулна, пур, пулатпар'' савва вырасла вулакан шкул ачи чавашла каласма пултарать' ши малашне. Вал яппун челхине вырасла кусарса верентнипе танлашать...
Тимер // 1888.84.0876
2021.11.29 19:57
Ачи чиперех чăвашла калаçма пултарать , енчен те ашшĕ çирĕппĕн ыйтсан.Тахçанах тĕрĕсленĕ.
Agabazar // 2812.37.1731
2021.11.30 07:46
Agabazar
Тĕрĕсле, тĕрĕсле. Çав тери вăйлăн тĕрĕсле!

Анчах та пире эс «тĕрĕслени» мар, результат кирлĕ.
Agabazar // 2812.37.1731
2021.11.30 07:54
Agabazar
Микула:заслуженнысемпе народныйсен шучӗ ,тепӗр майлӑ ,ӳссе пырать?


Мĕнле «ача сачĕсем» йĕркелеме пултаран эс, енчен те çак ансат япаласене те чăвашла çавăрттарса калаймастăн пулсан?

Ма пит хăран вара чăвашсем хисеплĕ ятсемлĕ пулассинчен? Сана чышать-им çакă?

Е эсĕ вĕсене, çав ятсене, ху валли, хăвăн тăванусем тата пĕлÿшÿсем валли саппасласа хурасшăн? Е варягсене валеçсе парасшăн?
Микула // 1077.37.9691
2021.11.30 14:40
Ҫӗтӗлме юратать вара Акапасар текенни.анчах та факта хирӗҫлеме ҫук. Тӳнтерлине курасшӑн мар, вҫе хӑйӗнне перет. Шарламаҫҫӗ вӗт пӗри те ун пирки? Пӗтӗмпех лайӑх ,анчах та апла капла темеҫҫӗ ?

Молчалин является одним из центральных персонажей знаменитой комедии "Горе от ума" Грибоедова.
*** Источник данного материала: https://www.literaturus.ru/2015/08/harakteristika-molchalina-gore-ot-uma-При всех своих очевидных достоинствах это двуличный, лицемерный человек, готовый практически на любое унижение ради места в московском обществе и, как следствие, не вызывающий уважительного к себе отношения.
Роль героя заключается в том, чтобы продемонстрировать нравы прогнившего великосветского общества, в котором превыше всего ставятся лесть, лицемерие, чинопочитание. Подобный мир устраивает Молчалина, и он не только не намерен идти против сложившейся системы, но старается устроиться в ней попрочнее.

Подробнее: https://obrazovaka.ru/sochinenie/gore-ot-uma/harakteristika-alekseya-molchanina.html

Paĝoj: 1, 2, 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj