Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Открытое письмо / Уҫӑ ҫыру

  11.09.2024 08:21 | 7928 Пурĕ пăхнă

Чебоксары, Эльтеберу (Главе) Чувашской Республики О.А. Николаеву

 

Хытӑ шанса тӑракан, пирӗн чи аслӑ ҫыннӑмӑр, Эльтеперӗмӗр Олег Алексеевич!

Сире чӑрмантарма (вӑхӑтӑр темле ҫук пулсан та!) икӗ пӗчӗк ыйтӑва тишкерттерессе хускатма хӑюлӑх ҫитеретӗп. Сирӗн шанчӑклӑ канашҫӑсем камне пӗлместӗп, ҫавӑнпа тӳрех хӑвӑра кӑна шанатӑп.

 

1. Марина Карягина тележурналистка, ҫыравҫӑ кандидатурине «Халӑх писателӗ» ятне илме тӑратнӑ чухне тӗкӗ пама темиҫе вулакан тата ҫыравҫӑ мана тахҫантанпах ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна студент чухнеренпех лайӑх пӗлетӗп.

Далее...

 

Хурлану/Başsağliği

  16.02.2023 11:25 | Ŝanĝi | Forigi | 2183 Пурĕ пăхнă

Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Якуп ÖМЕРОГЛУ доктора

Турци ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫине хисеплӗ Муса Касым АРЫЧАН профессора, доктора

Кипр, Балкан, Еврази ҫӗршывӗсен литературисен пӗрлӗхӗн (КЫБАТЕК) тӗп ҫыруҫине хисеплӗ Мевлӳт КАПЛАН доктора, КЫБАТЕК'ӑн Хисеплӗ ертӳҫине хисеплӗ Феййаз САГЛАМ'а, университет вӗрентӳҫине

 

Эпир, тӗрӗксен йышӗнчи чӑваш халӑхӗн ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ, 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр.

Далее...

 

Псевдоним тупрӑмӑр

  21.12.2022 16:45 | Ŝanĝi | Forigi | 3072 Пурĕ пăхнă

Чӑн пулни

Ӗлӗкрен пыракан йӑлапа, писательсемпе журналистсенчен чылайӑшӗ хушма ят (псевдоним) йышӑнать. Пирӗн редакцире те ҫак йӗрке пурнаҫланса пынӑ. Николай Осипович Падиаров, акӑ хӑй ҫырнӑ статья-заметка айне «Каю» е «Осенин» тесе алӑ пусатчӗ. Петр Иванович Фомин малтан «Хумма Петӗрӗ», каярахпа «Тусли» ятпа ҫыратчӗ. Василий Федорович Чураков «Сарри» хушма хушамат йышӑннӑ. Геннадий Семенович Смаев «Гендоз» пулса тӑчӗ. Мана ӗҫе пуҫӑнсанах юлташсем «Анаткас» ят пачӗҫ.

Далее...

 

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ

  22.07.2022 15:49 | Ŝanĝi | Forigi | 7534 Пурĕ пăхнă

Ку калав историйӗ, хӑйне ҫырас вӑхӑт пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ. Ҫавӑн евӗрлӗ калав ҫырас шухӑш ман пуҫа 1933—1934 ҫулсенче пырса кӗчӗ пек астӑватӑп. Таҫта пӗр-ик предложенипе ҫырса хуни те пурччӗ пулас хутсем хушшинче. Ун чухне эпӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчеччӗ ӗнтӗ.

1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ-ха.

Далее...

 

Тинӗс! Тинӗс! Саламлатӑп!

  04.06.2022 18:57 | 2951 Пурĕ пăхнă

Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев, Каҫал енчи Асанкасси каччи, нумай калавсемпе повеҫсен хуҫи, хӑюллӑ журналист пурнӑҫӑн 85-мӗш ҫулне утса кӗчӗ. Ӑна шкул ачисем, ентешӗсем, вулакансем уяв тусах хаваслӑн саламланӑ. Манӑн пӗрле ларсах савӑнмаллаччӗ, паллӑ ҫулӑн кашни кунӗ питӗ хаклине палӑртмаллаччӗ — анчах ватлӑх эпир картнине йӑлтах пурнӑҫлама май памасть ҫав.

Институтра пӗрле вӗренни, Нурӑсри ачасен ҫуртӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра пӗрле ӗҫлени, инҫекурӑмпа тухса калаҫнисем куҫ умӗнчех, кӗнекӳсем - сентре ҫинче.

Далее...

 

«Юлан ут» юланута ҫитеймест!

  12.12.2021 16:34 | 7104 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Ваттисен Канашӗн «Халӑх Хуралӗн» сӑмахӗ

 

1994 ҫулта ноябрӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш орфографийӗпе пунктуацийӗн тӳрлетсе тунӑ правилисене вӑя кӗртесси ҫинчен» 88-мӗш номерлӗ Постановлени кӑларнӑ. Икӗ ҫул маларах 1992 ҫулхи мартӑн 11-мӗшӗнче Аслӑ Совечӗн Президиумӗ Чӑваш Республикин тӗпчев институчӗ 1990 ҫулта туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ правилӑсене вӑя кӗртесси ҫинчен сӗнӳ йышӑннӑ. Ӑна заседани вӗҫленес умӗн вуннӑмӗш ыйтура кун-йӗркин «вак тӗвексен» («Разное») пунктӗнче тишкермесӗр, вуламасӑр васкавлӑн вырӑсла калаҫса йышӑннӑ.

Далее...

 

Писательсен союзӗ хӑйӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмахпа усӑ курма тивӗҫлӗ-и?

  08.12.2021 17:52 | 3850 Пурĕ пăхнă

Чӑваш писателӗсен Союзӑн президиумне,

Союз председатӗльне Ольга Куликовӑна

 

Хиспеплӗ Ольга Григорьевна!

Ӗнер, декабрӗн 4-мӗшӗнче писательсен Союзӗн съездне хутшӑнса курни-илтнипе ҫыратӑп ҫак ҫырӑва. Ҫырмаллах терӗм. Йӗркипе.

1. Съезд пуҫламӑшӗнче пулса-иртнӗ тавлашу-харкашу чӑтма ҫук киревсӗр. Хам курман пулсан ӗненместӗмччӗ те пуль. Ытла та нӗрсӗррӗн тыткаларӗҫ ҫамрӑкраххисем президиумра хушнӑ ӗҫе туса пыракан ватӑ ҫынна «сволӑчь, тух унтан, ват кӑркка, намӑссӑр…» сӑмахсемпе пӗтӗм халӑх умӗнче хаяррӑн тапӑнчӗҫ.

Далее...

 

Айзман, сын Айзмана

  25.10.2021 17:20 | Ŝanĝi | Forigi | 3707 Пурĕ пăхнă

Имя чувашского драматурга, актера, сценариста, одного из зачинателей чувашского театра и кино Николая Спиридоновича Айзмана в республике известно если не каждому, то многим и многим: чего стоит его бессмертная комедия «Кай, кай Ивана»! Н.С. Айзман вошел во все исследования о театре, в справочники, энциклопедии, а вот его сына Альберта Николаевича Айзмана знают единицы, хотя на его счету только изданных четыре книги повестей и рассказов.

Литературу Альберт Николаевич очень любил, в Библиотеке ХБК, пожалуй, не осталось книги, которую бы он не прочел, но заниматься сочинительством начал уже в солидном возрасте.

Далее...

 

К юбилею Союза писателей Чувашии

  17.12.2019 21:16 | 5174 Пурĕ пăхнă

Паганини мелодии слушать люблю,

Чудо пьесу — о вечном движении….

Смысл музыки в мыслях ищу и ловлю,

То — попытки мои, постижения.

 

И пока я живу — я живу, я живу,

И все жажду тому продолжения;

Чтобы мне не во сне, чтобы мне наяву

Сохранить свое место в движении.

 

И чем ближе ко мне персональный финал,

Жажда жизни острей ощущается.

Что движение вечно, уж кто бы ни знал;

Но, при жизни лишь то отмечается.

 

А когда я уйду, унесу я с собой

И движенья того осознание;

В философском понятии чувствую сбой —

Но, увы, вот с большим опозданием.

Далее...

 

Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ 85-ре кӑна-и?

  17.12.2019 17:09 | 10641 Пурĕ пăхнă

Валерий Туркай ыйтнипе 2003 ҫулта тухнӑ Петӗр Ялкирӑн статйине вырнаҫтаратпӑр. Вӑл «Писательсен пӗрлешӗвӗ — 80-ра» ятлӑ. Статья вырнаҫтарма Валерий Туркая, ахӑртнех, пирӗн сайтра пӗлтернӗ «Чӑваш ҫыравҫисем союз юбилейне пухӑнӗҫ» хыпар хистенӗ. Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ миҫе ҫулхи юбилейне тата хӑҫан палӑртмаллине ҫак статьяпа паллашнӑ хыҫҫӑн татса пама пулать тесе шутлатпӑр.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)