Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Пӗрле пулар!

  12.04.2020 16:48 | Ŝanĝi | Forigi | 1629 Пурĕ пăхнă

Кӑшӑлвирус шуйхатнӑ ентешӗмсене

 

«Унта ан тух!», «Кунта ан кай!»...

Ку — пурнӑҫ-и вара? Кай-кай!..

Хаяр чир-чӗр этемлӗхе

Хупса хурасшӑн читлӗхе.

 

Куҫа та курӑнман амак

Пире пӑхӑнтарасшӑн ак.

Те хамӑр кӗрӗс-мерӗсле

Пурнатпӑр?.. Ҫитрӗ тӗрӗслев.

 

Шӑпланчӗ вӑйӑ та уяв,

Мӗнле-ши тухӑпӑр уя?..

Тарлатӑр аҫлӑк та ҫуха —

Тӑватпӑрах ака-суха!

 

Пӗччен ларсассӑн та килте,

Эпир — ан манӑр! — пӗр кӗлте.

Асра тытсан ҫак чӑнлӑха

Инкек хуҫаймӗ халӑха.

Далее...

 

Хаклӑ Чӑваш Ен тата ун хаклӑ ҫыннисем

  06.08.2017 15:08 | Ŝanĝi | Forigi | 3357 Пурĕ пăхнă

Пӗр хаҫатра нимӗҫ халӑхӗн паллӑ врачӗ ҫинчен интереслӗ информаци пичетленчӗ. Гомотоксикологи никӗслевҫи Ганс Рекович врач 1955 ҫултах организм шлаксемпе тулса ларнин теорине хатӗрленӗ иккен. Вӑл ҫав пулӑмӑн ултӑ стадине кӑларнӑ: 1-мӗш стади — хӑвна вӗҫӗмсӗр е час-часах ывӑннӑ пек туйни; 2-мӗш стади — пуҫ тата сыпӑсем ыраткаланине туйни; 3-мӗш стади — инфекци чирӗсем сырӑнма пуҫлани, час-часах шӑнса чирлени, дисбактериоз, артритсем, простатит тата ыт. те; 4-мӗш стади — ӳт ҫине ӳссе ларнӑ хӑрушӑ мар япаласем: паппиломӑсем, кератомӑсем, кистасем, полипсем, аденомӑсем; 5-мӗш стади — эндокрин тата нерв тытӑмӗсен ӗҫӗ пӑсӑлни, катаракта, глаукома, инфарктсем, инсультсем; 6-мӗш стади — иммунитет вӑйлӑ чакни, усал шыҫӑсем.

Далее...

 

Хамӑра хамӑр хӗрхенмесен, пире кам хӗрхенӗ?

  21.04.2017 11:10 | Ŝanĝi | Forigi | 3200 Пурĕ пăхнă

Чылай вӑхӑт хушши эпӗ ҫынсен сывлӑхӗпе интересленетӗп. Ку тӗлӗшпе информаци самаях пуҫтартӑм.

Мӗн тӗлӗнтерет-ха?

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи саманапа танлаштарсассӑн, хальхи вӑхӑтра ҫынсем хытӑрах чирлемеҫҫӗ-ши? Унччен шкулсенче сусӑр ачасем сахалччӗ пулас е ҫукпа пӗрехчӗ пуль, халӗ инвалид ачасем самайӑнах пулас. Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каялла ӑс-тӑн чирӗпе аптракансем, ура сӗтӗрсе ҫӳрекенсем, инсультлӑ ҫынсем вӑрҫӑ ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем хушшинче, питӗ ватӑ ҫынсем хушшинче, эрех ӗҫме кӑмӑллакан ҫынсем хушшинче те сахаллӑнччӗ пулас.

Далее...

 

«Чӑваш юнӗ»

  25.01.2017 14:03 | 9829 Пурĕ пăхнă

Тӗлӗнмелле статья пичетленсе тухрӗ. Валерий Алексин: Ҫӑра юнлӑ чӑвашсем

200? ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Григорьевӑн «Кровь или 72 часа» мистикӑлла романӗ пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке авторӗ, врач-генегетик, ун чухне Америкӑри Джонс Хопкинс институтӗнче (Балтимор хули) ӗҫлесе пурӑнатчӗ, ҫулсерен пӗр-икӗ хутчен вӑл Шупашкара килсе кайма май тупатчӗ. Пӗррехинче ҫыравҫӑ-медик кӗнеке корректурине вулама килчӗ, пысӑк калаҫу пуҫлас тӗллевпе хӑйпе илсе килнӗ пысӑках мар чӑматанне уҫса кӑтартрӗ.

Далее...

 

Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр?

  28.02.2016 20:49 | 4270 Пурĕ пăхнă

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.

Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм.

Далее...

 

Пуҫ ҫаврӑнни амак мар

  26.02.2016 18:29 | 2996 Пурĕ пăхнă

Шурӑ халатлисен ӗҫне эпир питӗ пархатарлӑ тесе сума сӑватпӑр. Хам та ҫавӑн пекех шухӑшлатӑп мар-и? Ҫавӑн пек шухӑшланӑранах вӗсенчен пулӑшу ыйтма васкатпӑр. Е чим-ха, васкасах каймастпӑр. Амакӗ аптӑратса ҫитерсен кӑна пулӑшу ыйтса тӗмсӗлетпӗр. Ытти чухне хамӑр валли ниепле те вӑхӑт тупаймастпӑр мар-и ҫав...

Нумаях пулмасть тусӑм каласа панӑ тӗслӗхсене илтсен шурӑ халатлисем пирки ним калама шалт аптӑрамалла. Пӗррехинче тусӑм кӗтмен-туман ҫӗртен пуҫ ҫаврӑннипе аптӑрама тытӑнчӗ.

Далее...

 

«Ют ҫӗршывра мар, хамӑр патра кӑларнӑ эмел парӑр»

  13.12.2015 21:55 | 3102 Пурĕ пăхнă

Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.

 

 

Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать.

Далее...

 

Таса мар сывлӑш арҫынсене чире ярать

  12.06.2014 13:43 | 2489 Пурĕ пăхнă

Тӗпчевҫӗсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑнавсем ирттереҫҫӗ. Ун валли чылай чух лабаратори шӑшийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Нумаях пулмасть, ав, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Шттасенчи Рочестер университечӗн ӑсчахӗсем Деборы Кори-Слехт профессор ертсе пынипе пӗр тӗпчев ирттернӗ. Хальхинче вӗсем этем организмӗн аталанӑвне мӗн витӗм кӳнине пӗлесшӗн пулнӑ. Тӗрӗсрех, тавралӑх тасамарлӑхӗн витӗмӗ этеме епле сиен кӳнипе кӳменнине.

Чӑн та, таса мар тавралӑх ним ыррине те тумасть.

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru