Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах

  11.05.2019 14:31 | Ŝanĝi | Forigi | 2529 Пурĕ пăхнă

1992-1994 ҫулсенче И.А. Андреевпа Ю.М. Виноградов ушкӑнӗ хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин орфографине йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫырнӑ правилӑсем тӑрӑх — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне «сӑмах майлашӑвӗсем» пулаҫҫӗ. Тата сӑмахӑн кӗскетнӗ формисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхин тасалӑхне, тӗрӗс калаҫассине пӗтереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине, чӑваш ҫырулӑхне аркатасси, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтересси ҫак орфографирен пуҫланса каять.

Чӑваш чӗлхин 1938 ҫулхи чӑн орфографине аркатма пулӑшакансем камсем пулнине Чӑваш халӑхӗ пӗлмелле, вӗсем ҫаксем:

- А.

Далее...

 

Ҫӗнӗ орфографи «так макӗсем»

  04.05.2018 11:21 | Ŝanĝi | Forigi | 5253 Пурĕ пăхнă

Базиль Кириллов

 

Ҫук ҫӑкалӑх ҫумӗнчи

Касман Турта Пуҫӗнчи

Арӑ-пирӗш тӑмпӑшал

Тунӑ пулать тӑм пӑшал.

 

Паллах, ҫук-ха тӑм писмен,

Анчах пӗтмен тӑмписмен.

 

Ҫукпа пӗрех ҫын ҫиен,

Анчах нумай ҫынҫиен.

Ҫынҫиен вӑл, хӑямат,

Сӑмахпа ялан кӑшлать.

 

«Хӗр ача ҫуратнӑ тет...»

Уҫӑмсӑрлӑх пӗтерет:

Ах анчах та ах анчах,

Кам ҫинчен пырать сӑмах.

 

Хамӑр ялти пуш хирте

Манӑн чунӑм пушхирте.

 

Хирте ӳсет хуртути,

Кӗмест унран хур тути.

Далее...

 

Латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн ҫивӗчех-ши?

  12.04.2017 21:15 | 3675 Пурĕ пăхнă

Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук.

Далее...

 

Орфографи: ҫын факторӗ

  22.09.2016 15:37 | 28065 Пурĕ пăхнă

В. Алексин "Орфографи суда ҫитерчӗ" статья ҫырса кӑларнӑ май, кунашкал пӑтӑрмахсенче ҫын факторӗ мӗнле вырӑн йышӑнни пирки шута каймалла пуль терӗм.

Ну, эпӗ кунта чӑн малтанах "ахаль" ҫынсене мар илетӗп. Тӗрлӗ йышӑнусем тӑвас ӗҫе хутшӑнакансем тӗлӗшпе калатӑп. Чи пӗлтерӗшлӗ йышӑнусене чӑннипе мунчара е кӗрекере ларнӑ чухне хута янисем пирки калаҫаҫҫӗ халӑхра. Леш Илле Тӑхтин "Колчак" ятлӑ памфлетла поэминчи пек ӗнтӗ.

Мӗншӗн-ха ҫынсем вӑл е урӑх позици йышӑнаҫҫӗ?

Далее...

 

Орфографи суда ҫитерчӗ

  22.09.2016 10:08 | 29628 Пурĕ пăхнă

Чӑваш орфографине йӗркене кӗртме тунӑ айкомисси (подкомиссия) хӑйӗн ӗҫне хӑюллӑн пуҫланӑччӗ: тӗрӗсҫыраслӑха «тӳнтерсе» янӑ правилӑсене тимлӗн пӑхса тухса унти «идиотизмсене» пӗтерме, ку яваплӑ ӗҫре саплӑк лартса кӑна аппаланни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑччӗ. Татӑклӑн илтӗнчӗ ҫак сӑмах, тинех улшӑну пуласса шантарчӗ. Анчах айкомисси хӑйӗн ӗҫне пӑшик! сасӑ кӑлармасӑрах вӗҫлерӗ пулмалла.

Халӑха тарӑхтарса ҫитернӗ ҫак правилӑсене мӗнле кӑна вӑрҫмарӗҫ пуль: вӗсене тӑвакан «партизан отрядне» ӗмӗрлӗхе намӑс хапхи ҫине ҫырса хума сӗнекенсем те пулчӗҫ.

Далее...

 

Орфографи пирки калаҫмалӑх ҫук...

  30.06.2016 06:46 | 30333 Пурĕ пăхнă

"Орфографи, ай, калаҫтарать!" — терӗ Валерий Алексин.

Орфографи пирки калаҫма пулать вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Пирӗн вара, чӑваш хутлӑхӗнчи лару-тӑрӑва тимлӗн пӑхса илсен , урӑххине те курмалла: калаҫмалӑх унта ним те ҫук!

Орфографи йӗркевӗсем пур-и? — Пур! Вӗсене пӑхӑнса пурӑнмалла-и? — Пӑхӑнмалла!

Тата мӗн кирлӗ?

Анчах та мыскари урӑххинче ҫав! Хальхи вӑйра тӑракан орфографие унӑн "ашшӗ-никӗслевҫисем" юриех сӑмахсене таткаласа пӗтерес тӗллевсемпе ӑсталаса пурнӑҫа кӗртнӗ те, паянхи апологечӗсен те ҫав йӗрпех пырас килет!

Далее...

 

Орфографи, ай, калаҫтарать!

  29.06.2016 19:23 | 15708 Пурĕ пăхнă

Нумаях пулмасть редакцие палланӑ ҫыравҫӑ кӗрсе тухрӗ. Сӗтел ҫинче выртакан хаҫат купине курсан вӑл сӳрӗккӗнреххӗн сӑмах пуҫарчӗ:

— Тахҫанах пулать чӑвашла вуламанни, мӗн ҫыраҫҫӗ хаҫатсем.

Тӑван чӗлхепе хаҫат-журнал ҫырӑнса илме ӑна арӑмӗ чарать иккен. Шалкӑм ҫапасран е пӗр-пӗр инфаркт ярса илесрен питӗ асӑрханас пулать. Юн пусӑмӗ ытла та хӑвӑрт хӑпарса кайсан ҫапла ҫав, эмел ӗҫсен аран-аран лӑпланатӑн.

— Хальхи правилӑсемпе ҫырнӑ статьясене вуласан хам сисмесӗрех шурса-кӑвакарса каятӑп иккен.

Далее...

 

Идиотизм — пирӗн чи пысӑк тӑшман!

  20.05.2016 23:51 | 20202 Пурĕ пăхнă

«Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиотизмӗнчен хӑтарасси», (Орфографи ҫумкомиссийӗн пуҫлӑхӗ Пётр Яковлев)

 

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн, — "Чӑваш чӗлхин орфографи ҫумкомиссийӗ" ятлӑскерӗн, — черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.

Манӑн комментарисем

1)"ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле;"

—Тӗппипех килӗшмелле.

2)"«ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: тӗслӗхрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм;"

—Ку —кашкӑртан тарса упа патне кайни.

Далее...

 

Якур Йӑванӗн Миккулӗ

  31.03.2016 13:41 | 12545 Пурĕ пăхнă

"«Таким образом... психология человека, отторгающего реформу правописания, абсолютно понятна... как видим, мотивы неприятия орфографических нововведений не лингвистические, а психологические, которые усугубляются возрастными причинами»." (Н.И.Егоров прахвиссӑр)

<Куҫару: Ҫапла вара, йӗркевсен реформине сирекен ҫыннӑн психологийӗ тӗппипех паллӑ... Куратпӑр ӗнтӗ, унӑн мотивӗсем лингвистика лаптӑкӗнче мар, психологире выртаҫҫӗ, асӑннӑ самант ӳсӗме кура та вӑйланать.

Далее...

 

Станьял хӑта кӑмӑлне

  28.03.2016 18:33 | 12168 Пурĕ пăхнă

Виталий Петрович Станьял каллех чӑваш ҫырулӑхӗн шӑпишӗн пӑшӑрханать. http://chuvash.org/blogs/comments/2702.html

Ӗнтӗ тата мӗн туса пӑхмалла-ши?

Эп хам та ку ыйтупа тахҫантанпах ҫыратӑп. "Хыпар", "Советская Чувашия", "Илем", "Чебоксарские новости", "Сувар", "Тӑван Атӑл", "Ялав", "Самар Ен", "Канаш" (Чӗмпӗр хули),... Ӑҫта-ӑҫта кӑна кун ҫути кӑтартса пӑхман-ши хам шухӑшсене!... Хӑшӗсене Интернета та вырнаҫтарнӑ. Результачӗ вара ... урлӑм ҫине пӑрҫа сапнӑ пек кӑна.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2, 3, 4
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru