Совет саманинчи вилĕмсĕр Генсек Леонид Брежнев кăкăр тулли орден-медаль çакса çÿренипе асра юлнăччĕ. Тата «Малая земля», «Целина» йышши кĕнекесем çырса чапа тухнипе те нумайăйĕшĕ ăна астăвать. Анчах кайран çав кĕнекесене Генсек хăй мар, ятарласа тара тытнă çынсем çырни паллă пулчĕ.
Брежневран тĕслĕх илнĕ чăвашсем хушшинче унччен пулманччĕ те халĕ акă тупăннă. Кам тетĕр-и? Ара, хăй, Шупашкар районĕнчи Тăманакасси ялĕн чăвашĕ Михаил Игнатьев! Унччен пĕр хушă вăл Чăваш Республикине те ертсе пычĕ.
В.Г. Родионов ăсчахăмăрăн вырăсла çырнă черетлĕ кĕнеки «Çеçпĕл – çĕрпе тӳпе çеçки» (Сеспель – цветок Земли и Неба) ятпа кун çути курчĕ. Тĕпчевре ăрăмçă-вĕрӳçĕ йăхĕнчен тухнă, каярах чăваш халăхĕн паллă поэчĕ, Пророкĕ тата Асаплануçи пулса тăнă Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатнă.
«Пирĕн тĕнчери халăхсен культура талккăшĕнче хăйне евĕрлĕ чун тĕнчи пур, вăл СЕСПЕЛИАДА ятлă. Çак сăмахăн пĕлтерĕшне Наталья Рубис ăнăçлă палăртнă: «Сеспелиада вăл Çеçпĕл çинчен тата Çеçпĕл çĕршывĕ çинчен каласа пани.
19 декабря 2014 года в Чебоксарах состоялась презентация Энциклопедии чувашской журналистики и печати. Мероприятие прошло в Национальной библиотеке ЧР. У входа в актовый зал продавался сам фолиант. Его первоначальная цена в 900 рублей была великовата для рядовых журналистов с небольшой зарплатой. Но для участников презентации сделали скидку. Дорогую книгу, как было сказано, только в этот день, продавали «всего» за 600 рублей. Но и эта цена не для всех, например, ветеранов труда, оказалась подъёмной. Перед началом собрания в актовом зале пел известный артист чувашской эстрады Виталий Адюков.
Г.В. Краснов пирӗн литературӑра палӑрнӑ писатель, чӑваш халӑх ҫыравҫи. Вӑл мӗн виличченех литература ӗҫӗнчен пӑрӑнман. Унӑн «Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем» ятлӑ юлашки кӗнеки те автор ку тӗнчерен кайнӑ хыҫҫӑн пичетленсе тухнӑ.
Повеҫри тӗп геройсем — Еркасси ял ҫыннисем. Ӗҫ-пуҫ 3123 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мопасан Мишши килӗнче пуҫланать. Унӑн арӑмӗ — Эрине — ача кӗтет. Унӑн хушма ячӗ французсен паллӑ писателӗн Мопассанӑн чӑвашла куҫарнӑ «Усӑсӑр чиперкке» кӗнекине вулана май тупӑнать. Ҫак авторӑн ытти кӗнекисене вуланӑ май Эринепе калаҫнӑ чух «Моппасан Миши» тесе персе ярать.
Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне паллӑ тӑвать. Республикӑра та ҫавна май тӗрлӗрен мероприятисем иртеҫҫӗ — спектакльсем лартаҫҫӗ, театр куравӗсем йӗркелеҫҫӗ. Арапуҫри (Вӑрмар районӗ) ял вулавӑшӗн ӗҫченӗсем те хӑйсене маттуррӑн кӑтартас тенӗ — «кӗрӗк арки йӑваласа лармастпӑр, ӗҫлетпӗр» тенешкел кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пӗлместӗр пулсан — ку ялта Никитин Ефим Никитин ҫуралса ӳснӗ. Вӑт ӑна халалланӑ та ӗнтӗ кӗнеке куравне вулавӑш ӗҫченӗсем.
Ефим Никитич (ӑна Кӗлпук Мучи ятпа чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ) паллӑ драматург — чӑвашла трагедисем, камитсем сахал мар ҫырнӑ, чылайӑшне театрсен сцени ҫинче вылянӑ.