Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.0 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj


Анастасия Иванова. ЧППУ студентки.

  28.06.2014 18:56 | 2474 Пурĕ пăхнă

Унсӑр мӗнле пурӑнас?

(Калав)

Вадимпа Надя пӗр-пӗрне пӗрре курсах килӗштерчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн уйрӑлми ҫӳрерӗҫ вӗсем. «Килӗшӳллӗ мӑшӑр», - терӗҫ ҫамрӑксем пирки. Анчах вӗсен телейӗ нумая пымарӗ. Хӗрпе каччӑ хушшинчен хура кушак чупса кайрӗ пулас. Вадим пикене урӑххипе ылмаштарчӗ.

… Тавралӑх тӗттӗмленчӗ. Надя килте пӗчченех. Ыттисем хӑнана тухса кайрӗҫ те тунсӑх пусса илчӗ ӑна. Кӗтмен ҫӗртен телефон шӑнкӑртатнӑран шартах сикрӗ вӑл. Вадим иккен. Хурӑн патне тухма тархаслать.

Васкамасӑр утрӗ Надя урампа. Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен тӑпах чарӑнчӗ.

Далее...

 

Кулӑшла калавсем

  17.03.2013 12:56 | 3691 Пурĕ пăхнă

Этемлӗх ҫинчен.

Шкулта мана ҫын упӗтерен пулса кайнӑ тесе вӗрентрӗҫ. Дарвин тӑрӑх. Чӑнах-и ку суйни-ши халӗ никам та тӗплӗн мана ӑнлантараймаҫҫӗ те ӗнентереймеҫҫӗ. Хамӑн та ӗненес килмест. Чилай шутланӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫинсем сыснаран пулса кайнӑ пулӗ тетӗп. Упӑтерен мар. Мӗншӗн тесессӗн сыснапа ҫиннӑн пӗрпеклӗхӗсем куҫ умӗнчех. Кӗлеткинче те пурнӑҫӗнче те. Ӑслӑ ҫинсем тишкернӗ тӑрӑх этем кӗлетки тата ӑшчикки сыснанпе пӗр евӗрлех: юн тымаррисем те, хӑй юнӗ те, чӗри те, ӳпке-пӗверӗ те, шӑлӗ-ҫӑварӗ те, куҫӗ-сӑмси те. Ӳтӗ-тирӗ вара пуҫҫех пӗрпек - сысна та этем евӗрлех хӗвел ҫинче шӑранса пиҫӗхме (загорать) пултарать те кӑмӑллать те!

Далее...

 
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)

Grupo en Facebook 1370+
 
 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru