Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Анастасия Иванова: Анастасия Иванова. ЧППУ студентки.

Анастасия Иванова28.06.2014 18:563651 Пурĕ пăхнă

Унсӑр мӗнле пурӑнас?

(Калав)

Вадимпа Надя пӗр-пӗрне пӗрре курсах килӗштерчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн уйрӑлми ҫӳрерӗҫ вӗсем. «Килӗшӳллӗ мӑшӑр», - терӗҫ ҫамрӑксем пирки. Анчах вӗсен телейӗ нумая пымарӗ. Хӗрпе каччӑ хушшинчен хура кушак чупса кайрӗ пулас. Вадим пикене урӑххипе ылмаштарчӗ.

… Тавралӑх тӗттӗмленчӗ. Надя килте пӗчченех. Ыттисем хӑнана тухса кайрӗҫ те тунсӑх пусса илчӗ ӑна. Кӗтмен ҫӗртен телефон шӑнкӑртатнӑран шартах сикрӗ вӑл. Вадим иккен. Хурӑн патне тухма тархаслать.

Васкамасӑр утрӗ Надя урампа. Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен тӑпах чарӑнчӗ.

– Наденька, каҫар. Таса юратӑва упраймарӑмӑр. Айӑпли, паллах, эпӗ. Сана халӗ те чунтан юрататӑп, анчах… ҫак кунсенче авланатӑп. Кӗҫех пирӗн Клавӑпа иксӗмерӗн… пӗчӗкки пулать… Тархасласа ыйтатӑп, каҫар…

Ун сӑмахӗсене урӑх итлесе тӑма хал ҫитереймерӗ пике.

– Вадим, сана ыррине ҫеҫ сунатӑп, - терӗ те вӑрт ҫаврӑнса килнелле васкарӗ.

Каччӑ куляннӑран хурӑн ҫумӗнчи сак ҫине кайса ларчӗ.

– Эх, хам пурнӑҫа хамах пӑсса хутӑм. Надьӑсӑр мӗнле пурӑнмалла-ши? – терӗ йӗкӗт чунтан кулянса.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj