


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ анлӑ лару хыҫҫӑн Чӑваш Республикин ертӳлӗхне Чӑваш мухтарӗсен Республикӑри пухӑвне ирттерме кирли ҫинчен Ҫыру ҫырса янӑ.
Шурсухалсен канашӗ чӑваш ялӗсенчи мухтарсен (старостӑсен) ӗҫӗ-хӗлӗ витӗмлӗ пулнине, вырӑнти депутатсемпе пӗрле вӗсем куллен кирлӗ те пысӑк ӗҫ тунине ырланӑ, мухтарсен лайӑх опычӗпе анлӑн паллашма тата пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ.
Мухтарсен Республикӑри пухӑвне (слетне, съездне) 2019 ҫулта ҫурхи ӗҫсем пуҫланиччен е ака-суха вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ирттерме сӗнеҫҫӗ.