Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Нелли Пальмова: Ял мухтарӗсем, сӑмахӑра калӑр!

Нелли Пальмова23.01.2019 18:244901 Пурĕ пăхнă

Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ анлӑ лару хыҫҫӑн Чӑваш Республикин ертӳлӗхне Чӑваш мухтарӗсен Республикӑри пухӑвне ирттерме кирли ҫинчен Ҫыру ҫырса янӑ.

Шурсухалсен канашӗ чӑваш ялӗсенчи мухтарсен (старостӑсен) ӗҫӗ-хӗлӗ витӗмлӗ пулнине, вырӑнти депутатсемпе пӗрле вӗсем куллен кирлӗ те пысӑк ӗҫ тунине ырланӑ, мухтарсен лайӑх опычӗпе анлӑн паллашма тата пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ.

Мухтарсен Республикӑри пухӑвне (слетне, съездне) 2019 ҫулта ҫурхи ӗҫсем пуҫланиччен е ака-суха вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ирттерме сӗнеҫҫӗ. ЧР Патшалӑх канашӗнчен, Чӑваш наци конгресӗнчен, ентешлӗхсенчен, хӗрарӑмсен, ветерансен, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсенчен, шкулсемпе культура ӗҫченӗсенчен Мухтарсен республикӑри съездне ирттерес ӗҫе май пур таран хастар хутшӑнма чӗннӗ.

 

Ялти хастар ҫынсем, килӗшетӗр-и ваттисен сӗнӗвӗпе? Хӑвӑр сӑмаха чӑваш сайчӗ урлӑ пӗлтерӗр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 19:18
Agabazar
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.

А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку!

Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль!

Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă.
2019.01.23 19:37
Аçтахар Плотников
Акапасар, ку комментари старостӑсемпе хӑш енчен ҫыхӑннӑ?
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 21:33
Agabazar
Адёр Хоспочын кашни ялтах Иван Хроснăй пемĕтнĕкĕ пулмалла тет. Вăт шутлаччăр "мухтарсем": кирлĕ-и вĕсене унашкал пемĕтнĕк е кирлĕ мар?
Кукша // 1114.2.9186
2019.01.24 00:35
Ял мухтарӗсене влаҫ йытӑ вырӑнне анчах хурать. Посланире
глава обществӑ вӑйӗсем ҫинчен ним те каламан. Вот, Пуху пухтармаҫҫҫӗ. Пӗлсе тӑрӑр!
Атнер // 1726.84.3785
2019.01.24 10:27
Станьял тете романтик.Ватӑлма шутламасть те.Мухтарсене пухса сьезд иртересси 7-8 пенсионЭР пухӑнса калаҫса ларни мар.За чей счет будет этот банкет?.Чиновник пӗтӗм ӗҫе пӑрахать те пире валли оперӑпа балет театрне хатӗрлесе хурать,президиумра вара Элмень мӑчавр.
Талпиçен // 3103.65.2249
2019.01.24 21:17
Мухтарсен интернет пăхма вăхăт çук. Съезда весене ченес пать.
Арлан // 3103.65.2249
2019.01.24 23:50
Мухтарсен съездне вырăнти органсемпе ĕçлекен департамент (Станисав Андреевич Николаев-и ун пуçĕнче?) ирттермелле. Тахçанах ирттермелле, кăçал та пулмĕĕĕ!

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj