Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ҫурӑм хыҫӗнчи кутамкка, е Шӗкӗ пекех кӑшлать кӗвӗҫӳ

  08.03.2017 11:34 | 3631 Пурĕ пăхнă

Ҫӗр ҫинче ҫӗр тӗрлӗ кӗнчеле теҫҫӗ ваттисем. Ҫапла, ҫӗр тӗрлӗ ҫын пур тӗнчере: ӑмсанаканнисем, кӗвӗҫекеннисем, хапсӑнаканнисем, выҫӑ куҫлисем, теприн пуҫне касма хатӗррисем. Тата, Турра шӗкӗр, — телейлисем.

Юлашкинчен асӑннисем ӑнӑҫуллисене, талпӑнуллисене ӑмсанас вырӑнне вӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ, хӑйсем те малалла ыррӑн ӑнтӑлаҫҫӗ. Кӗвӗҫес вырӑнне ҫавсем теприсен ҫулӗ уҫӑлнишӗн хавасланаҫҫӗ. Ӑмсанакан ӑссӑр юлнӑ, хапсӑнакан халсӑр юлнӑ тенинчен шикленнипе мар. Хӑйсен телейӗ тапса тӑрать те ыттисене усал тӑвасшӑн чӑкӑлташса ҫӳреме ҫавсен кӑмӑл та, вӑхӑт та ҫук.

Далее...

 

Ачапа чӑвашла пуплеме прагматика кансӗрлет...

  11.01.2017 13:47 | 7114 Пурĕ пăхнă

Тӗлӗнетӗп хамӑн паллаканӑмсенчен. Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кӳршӗллӗ Вӑрмар районӗнчен киле кайса кӗнӗ арҫын Ҫӗрпӳрен инҫех мар ялта ҫемйипе пурӑнать. Арӑмӗ те манашкал чӑвашах. Хӑй те манашкал чӑвашах. Вырӑнти ял хуҫалӑх предприятийӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑнӑ вӑхӑтра иккӗшӗ те унта ӗҫленӗ: пӗри — фермӑра, тепри — механизаторта. Хальхи вӑхӑтра иккӗшӗ те Ҫӗрпӗве кайса вырнаҫнӑ: пӗри — стройкӑна, тепри — урам шӑлма. Ҫаксен хӗрӗпе ывӑлӗ те Ҫӗрпӳри шкула ҫӳреҫҫӗ.

«Мӗнрен тӗлӗннӗ-ши ҫак статья авторӗ?

Далее...

 

Юратнипе хӗнет...

  25.11.2016 15:05 | 6331 Пурĕ пăхнă

Хӗрарӑмсене килте пусмӑрлани, вӗсене хӗнени пирки маларах та калаҫатчӗҫ. Юлашки ҫур ҫулта ку тема тата ҫивӗчленчӗ темелле: РФ Пуҫиле кодексне апла та улшӑну кӗртмелле терӗҫ, капла та. Саккуна ҫыракансем ҫапӑҫакан этеме малтанласа штрафласан та ҫитет тесшӗн те пулчӗҫ.

Малтанласа штрафласан та тени, ман шутпа, питех те айванла пуҫару. Ҫӗршыври е пирӗн республикӑри вӑтам ҫемьене илсен, ӑна пуян тееймӗн. Нумайӑшӗ пӗр ӗҫ укҫинчен теприччен саплаштаркаласа-ҫитеркелесе пырать. Паян чылайӑшӗ ипотекӑпа пурӑннӑран укҫан сумлӑ пайӗ унта тухса каять.

Далее...

 

Йӗркеллӗ арҫын ӳтне сутакан патне каять-и?

  19.11.2016 14:05 | 5244 Пурĕ пăхнă

Камсем вӗсем, ӳтне сутса пурӑнакан хӗрарӑмсем патне чупакан арҫынсем? Обществӑра шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем авланман, хӗр-хӗрарӑмсӑр арҫынсем. Анчах та стистика ку вӑл пачах та апла маррине ҫирӗплетсе парать: ӳтне сутса укҫа тӑвакан хӗрарӑмпа киленекенсенчен 43 проценчӗ кӑна — хусах. Ыттисем е ҫемьеллӗ, е вӗсен ялан тӗл пулса пурӑнакан хӗрарӑм пур.

Авланнӑ арҫын мӗншӗн ҫӑмӑлттайсене суйлать-ха? Пӗрремӗш сӑлтавӗ — арӑмӗпе е ялан тӗлпулакан хӗрарӑмпа тӗрлӗ енлӗх ҫитменни. Чылайранпа хутшӑнура пулсан пӗр пеклӗх йӑлӑхтарать, арҫын урӑх хӗрарӑм шырама пуҫлать.

Далее...

 

Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?

  25.06.2016 12:29 | 6159 Пурĕ пăхнă

Ҫак статьяна, пӗлсех тӑратӑп, теприсем кӑмӑлсӑрланса йышӑнӗҫ. Анчах чунра пуррине уҫмасӑр чӑтаймастӑп.

Чуна ыраттармалла ҫак калаҫу темиҫе кун каялла пулса иртрӗ. Ҫав самантра паллаканӑмпа чӑвашлӑх ыйтӑвӗ патне те пырса тухрӑмӑр. Тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхине тата чӑвашлӑха аталантарма тата упрама кам тата епле тӑрӑшни тавра пулчӗ кӗске калаҫӑвӑмӑр. Тата тӗрӗсрех каласан, тавлашу.

Статья ятне "Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?" тесе ахальтен памарӑм.

Чӑн та, мӗн-ха, вӑл чӑвашлӑх?

Далее...

 

Ҫӗнӗ саккун ҫӗнӗлле шӑлать

  27.03.2016 22:21 | 4174 Пурĕ пăхнă

Кӑҫалтан чылай ҫӗнӗ саккун вӑя кӗчӗ. Водительсене пырса тивекенни те пур. Вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: нумайӑшӗ ҫул-йӗр правилине пӑсать, куншӑн штраф тӳлеме тивет. Е халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех камерӑсем лартнӑ. Асӑрхаса ӗлкӗрейместӗн-тӗк — штраф тӳле.

Чылайӑшӗ штрафа вӑхӑтра тӳлемест, ҫавна май самай пысӑк сумма пухӑнать. Ӗҫ-пуҫ приставсем таранах ҫитет. Халӗ кӑшт ҫӑмӑлрах. Штрафа 20 кунра тӳлесен унӑн виҫи 50 процент чакать. Ахӑртнех, ку лайӑх витӗм кӳрет, парӑма вӑхӑтра татакансем нумайланнӑ.

Далее...

 

Чупкӑна чукмарпа чараймӑн

  24.12.2015 19:43 | 4962 Пурĕ пăхнă

Чупкӑна чукмарпа чараймӑн теҫҫӗ халӑхра. Хӑйсен унталла та, кунталла та чупнине арҫынӗсем грек чӗлхинчен кӗнӗ «полигами» ӑнлавпа сӑлтавласа тӳрре тухма пӑхаҫҫӗ-ха.

Анчах сывӑ ача-пӑча ҫураласси пирки калаҫнӑ май специалистсем пачах расна ӑнлантарнине тӗл пулатӑн. Вӗсен шучӗпе пурнӑҫра шӑпах хӗрарӑма нумай арҫын кирлӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ ҫине иккӗ хутласси пекех ансат-мӗн: хӗрарӑмӑн сывӑ ача ҫуратмалла, ун валли ӑна сывӑ арҫын кирлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ачана пӗтӗлентерме сывӑ ар тупмалла.

Далее...

 

Кулер туян та... шкула кай

  24.12.2015 19:38 | 5228 Пурĕ пăхнă

«Эрех ӗҫме ҫынсен ӑҫтан укҫа тупӑнать кӑна тульккӑш? Манӑн хӗрӗме ыран шкула парса яма 100 тенкӗ ҫук», — кӑмӑлӗ пӑсӑккине кура чунне уҫрӗ пӗлӗшӗм. Виҫӗ ача амӑшӗ вӑл. Аслисем шкула ҫӳреҫҫӗ, кӗҫӗнни кӑҫал ача пахчине кайма пуҫларӗ.

Шкул валли укҫа пухни йӗркеллӗ пулӑм мар тесе вӗренӳ тытӑмӗнчи пур пуҫлӑх та калать-тӗр. Ун пек фактсем пирки пӗлтерме ытйаҫҫӗ вӗсем. Вӗренӳ кӗнеки илме, классене юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухмалла маррине ӗнентереҫҫӗ. Пурнӑҫра вара пачах урӑхла пулса пырать.

Далее...

 

Илемпи, Пинерпи, Пинеслу, Алман та ҫуралать

  01.11.2015 21:37 | 5785 Пурĕ пăхнă

Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле.

Далее...

 

Вӗлтрен кайӑк

  18.10.2015 13:28 | 4594 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Арлӑ-арӑмлӑ пулмасӑр ҫуратнӑ ачана вӗлтрен кайӑк тенине пурте пӗлетпӗр. Ку вӑл вӑлтса калани. Ҫакна тӳртемӗн пӗлтерекен сӑмах — такса. Ӗлӗк-авал салтаксем ҫарта ҫирӗм пилӗк ҫул ҫӳренӗ. Упӑшки салтакра чухне хӗрарӑм урӑх арҫынран ҫуратнӑ ачана терчемен, тенӗ.

Далее...

 
Paĝoj: 1, [2], 3
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)