(c) РИА Новости / Александр Кряжев
Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ. Асӑннӑ Указра ҫакна палӑртнӑччӗ: «Газ кӗртсе пӗтерессине чи кирлӗ патшалӑх задачи тесе палӑртас»; «ҫак ӗҫе 2003 – 2004 ҫулсенче республика тата федераци укҫи-тенкипе, халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа тата ытти майсемпе туса ҫитерес»; «газ кӗртме халӑха банксенчен укҫа кивҫен илме пулӑшас».
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Пукӑртан ялне чаплӑ машинӑсемпе палламан каччӑсен ушкӑнӗ пырса кӗнӗ.
— Эпир Шупашкартан, Гуманитари институтӗнчи ахеологсем, ӑҫта сирӗн кивӗ масар, киремет вырӑнӗ, — тенӗ вӗсем чӑваш сӑмахӗсене хуҫкаласа.
«Ӑсчахсем» темле картӑпа усӑ курса Йӗрӗх варӗ текен вырӑна пырса кӗнӗ, металл шыракан хатӗрпе ун-кун уткаланӑ, кӗреҫепе тӑрӑн шӑтӑксем чакаланӑ.
Ял ҫыннисем чӗнмен хӑнасем мӗн шыранине пӗлесшӗн пулнӑ, вӗсен автомашинисен номерӗсене кӗсъе телефонӗпе ӳкере-ӳкере илнӗ. Ҫакна курсан «ӑсчахсем» тусан кӑларса ялтан тухса тарнӑ.