Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Ашмарин, Родионов, Егоров

  25.01.2018 23:03 | 13349 Пурĕ пăхнă

Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет..

Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ.

Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.

Далее...

 

По радуге таланта

  12.01.2018 17:25 | 13443 Пурĕ пăхнă

(Из дневника краеведа, 11 января 2018. Музей чувашского узора. На открытии выставки мастерицы Людмилы Балтаевой)

 

На волне праздничного воодушевления, когда Наталия Захарова, Светлана Недвигина по-царски встречали гостей прямо с крыльца, в блеске и красоте обновленного здания, напоминающего мне маленькую копию Московского исторического музея, в мыслях неудержимо промелькнули картины более чем полувековой давности. Здесь, в этом здании, в студенческие годы меня от голодного истощения спасла хрущевская оттепель: хлеб на стол стали подавать бесплатно, но надо было брать хотя бы стакан чая на три копейки.

Далее...

 

И.Я.Яковлев ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ

  06.01.2018 17:32 | 7491 Пурĕ пăхнă

2018-мӗш ҫул — И.Я.Яковлев ҫулталӑкӗ.

 

И.Я.Яковлев 1848-мӗш ҫулта Кӑнна Кушкинче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн амӑшне Анастасия Макарова тенӗ.

Чӑвашла тепле каланӑ ӗнтӗ? Паллах мар. Эпир халлӗхе Наҫтук тейӗпӗр. Иван Яккӑльччӑ ҫав Наҫтукӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ темелле мар. Мӗншӗн тесен татах та пулнӑ. Аслӑраххисем ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: тата тепӗр Иван, Акулина (Кулине ?), татах тепӗр ывӑл (патриарх асаилевӗсенче ятне кӑтартман).

Хӑйпе пӗр тӑваннисене Иван Яккӑльччӑ яланах пӗлсе тӑнӑ, пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Далее...

 

Ҫӗнӗ ҫулпа, мухтавлӑ чӑвашсем!

  31.12.2017 15:23 | 8073 Пурĕ пăхнă

Ҫӗнӗ 2018 ҫулпа, мухтавлӑ чӑвашсем!

Иртекен ҫул ҫӑмӑл мар пулчӗ пулин те, эпир, чӑвашсем, ӑна тивӗҫлӗн ирттертӗмӗр темелле! Пире хӗсес, пирӗ ҫын вырӑнне шутлас маррисем йышланчӗҫ пулин те пирӗн халӑх тивӗҫлӗ хурав пачӗ!

Тен, хӑшӗ-пӗри ку сӑмахсемпе килӗшмӗ те пулӗ. Чӑвашлӑх ҫулран ҫул чакса пырать тесе калӗ. Анчах та вӗсене эп Петӗр Хусанкайӑн сӑввипе хуравланӑ пулӑттӑм: «Каснӑ, вӑтӑрнӑ пире, Кӑкласа хӑртман та мар-тӑр, Вӑрлӑх юлнӑ пурпӗрех: Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!».

Далее...

 

Халӑхӑмӑра чӑвашӑн ылтӑн мӗлки ҫӑлса хӑварӗ

  25.12.2017 11:51 | 5351 Пурĕ пăхнă

 

Пӗрремӗш ҫавра. Кам эс – политика проститутки е хан?..

 

«Ҫынри ҫынна тупасси» тесе палӑртнӑ хӑйӗн умӗнчи тӗллеве Ф. М. Достоевский. «Ҫынри ҫын, – тенӗ вӑл, – чи хакли, сӑваплӑран та сӑвапли». «Ҫын шухӑшӗ, идея диалогра кӑна пурӑннине Достоевский пит тарӑн ӑнланнӑ. Ҫакна вӑл уҫма, курма тата кӑтартса пама пултарнӑ. Идея, уйрӑм ҫын ӑнӗнче (сознанийӗнче) кӑна пуранать пулсан, хӑйӗн вӑйне, пӗлтерӗшне ҫухатать, вилет. Ытти ют идейӑсемпе пӗлтерӗшлӗ хутшӑнӑва кӗрсен кӑна идея тӗвӗленет, аталанать, хӑйӗн чӗлхине тупать, ӑна ҫӗнетсе пырать.

Далее...

 

Тӑван чӗлхене пӑрахӑҫа кӑларакан — проституткӑран та пакӑҫрах

  11.12.2017 11:30 | 7196 Пурĕ пăхнă

Чӗлхе ыйтӑвӗ халӑхшӑн пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвне куҫнӑ вӑхӑтра чӗрре кӗрсе калаҫасси вӑй илме пуҫламалла. «Чӗрре кӗрсе шухӑшлакан кӑна – чӑн философ», – тет Мартин Хайдеггер. Ҫирӗм пӗррери Валери Туркай 1982 ҫулта ҫырнӑ сӑввинче философилле чӑнлӑх пирки калаННӑ.

 

Ҫӗр ҫул пурӑнасчӗ,

Ҫӗр ҫул юратасчӗ,

Ҫӗр ҫул, ывӑнмасӑр,

Ӗҫре тар тӑкасчӗ!

Пин хут ҫураласчӗ,

Пин хут ман вилесчӗ…

Ҫапах та нихҫан та

В и л е пулас марччӗ!

Далее...

 

Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

  06.12.2017 16:30 | 9133 Пурĕ пăхнă

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.

Ӑҫтарах-ши Усал Хӗвел татти?

Руслан Михайлов, вӑлах Evil Sun, вӑлах Усал Хӗвел, мусӑк ӗҫне пуҫӗпех 2007–2008 ҫулсенче кӗрсе кайнӑ, ун чух вӑл альтернативлӑ кӗвве кӑмӑлланӑ, ҫав вӑхӑтрах мусӑк пур тӗсне те тивӗҫлипех йышӑнса хакланӑ.

Далее...

 

Хамӑр халӑх чӗлхин сатур сӑмахсарҫи

  01.12.2017 09:46 | Ŝanĝi | Forigi | 7222 Пурĕ пăхнă

(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)

 

Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.

Далее...

 

О народном хурале и Советах старейшин

  27.11.2017 20:56 | 6089 Пурĕ пăхнă

По просьбе читателей сайта разъясняем значение народного хурала.

 

Чувашский народный хурал (Чӑваш Халӑх Хуралӗ) — форма самоорганизации населения определенной территории, известна чувашам с незапамятных времен. Это традиционная система участия крестьянских масс в решении социальных и управленческих задач, сложившаяся в целях защиты этноса от внешних врагов и от произвола власти, определения экономико-хозяйственных интересов общества в целом.

Далее...

 

Чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелне Лӑпӑрсене ҫиме парар мар!..

  16.11.2017 20:46 | 7232 Пурĕ пăхнă

Пӗрремӗш ҫавра. Кам эс – Хӗвел ачи е лӑпӑр-лапӑр?..

 

«Тин вара ҫунса, ялкӑшса чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ тухӗ те Чӑваш ҫӗрне, нумай асап курнӑ ҫӗре, хӑй ҫуттипе ачашласа, ҫутатса ярӗ!..» (Ҫеҫпӗл Мишши. Пирӗн вӑй, 1918).

Совет Союзӗнче ҫӗн йӗркелӳ (перестройка) пуҫланнӑранпа (1985 ҫултан) чӑвашӑн кӗтнӗ Хӗвелӗ тӳпене хӑпарчӗ. 1987–1993 ҫулсенче Чӑвашӑн кӗтнӗ хӗвелӗ енне эпир, Ҫеҫпӗлӗмӗр калашле, Чӑваша юратса тапакан чӗреллисем, питпе ҫаврӑннӑччӗ, чӑвашлӑх ӑшшине, вӑйне туйнӑччӗ… «Чӑваш!

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, ... 37
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)