Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
 

Reklamo

Геннадий Ахмане: Ир татӑлнӑ хӗлӗхӗн витӗмлӗ ахрӑмӗ

Геннадий Ахмане09.08.2025 18:14143 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи тата ӑста вӗрентекенӗ, халӑх ӗҫӗн хастарӗ Василий Алексеевич Андреевӑн ҫак уйӑхра утмӑл пиллӗк тултармаллаччӗ. Анчах синкерлӗ шӑпа ӑна ҫак ӳсӗме ҫитме памарӗ. 2002 ҫулта, 41-ре чухнех, унӑн канӑҫсӑр чӗри тапма чарӑнчӗ. Хавас, уҫӑ кӑмӑллӑ, вӑйпитти ӗҫтешӗмӗр кӗтмен-туман ҫӗртен ку тӗнчерен кайрӗ...

Василий Андреев 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче ҫуралнӑ. Шуркасси вӑтам шкулӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче тата Ленинград (хальхи – Санкт-Петербург) университечӗн Хӗвелтухӑҫ факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.

Кайран Хӗвелтухӑҫ факультетӗнчех аспирантурӑра вӗренме пуҫланӑ. Тӗрӗк филологийӗ кафедрин пуҫлӑхӗ С.Н. Иванов профессор унӑн ӑслӑлӑх ертӳҫи пулнӑ. Тӗпчев теми – чӑваш чӗлхинчи вӗҫленӳ категорийӗ. Василий Алексеевич тӑван чӗлхери падежсене ҫӗнӗлле хаклать, вӗсен семантикӑпа синтаксис енӗсене шайлаштарать, халиччен никам та асӑрхаман килӗшӳсене палӑртать.

Аспирантурӑра вӗреннӗ чухнех ҫамрӑк тӗпчевҫӗ Пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцийӗн (ПИАКӑн) Ташкентра иртнӗ сессине хутшӑнчӗ, «Чӑваш тата финн-угр чӗлхисенчи абессив (ҫуклӑх падежӗ)» темӑпа тухса калаҫрӗ. Узбексем вара Василий Алексеевича хӑйсем патне ӗҫлеме пыма чӗнме пуҫларӗҫ. Астӑватӑп-ха: юлташӑм малтан вӗсен сӗнӗвне йышӑнма та хирӗҫех марччӗ. Ҫапах та «вӗренсе пӗтерес те тӑван Шупашкара таврӑнас» ӗмӗт вӑйлӑрах пулчӗ.

1986 ҫулхи раштав вӗҫӗнче чӗлхе тӗпчевҫи тӑван республикӑна килчӗ – университетӑн историпе филологи факультетӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ. Студентсене тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине тата иккӗмӗш тӗрӗк чӗлхине – турккӑлла – вӗрентесси унӑн тӗп ӗҫӗ пулса тӑчӗ, ҫак тӗллевпе икӗ вӗрентӳ хатӗрӗ пичетлесе кӑларчӗ. Василий Алексеевичӑн ҫав тапхӑрти чи паллӑ тӗпчев ӗҫӗ – «Чӑваш ялӗсенчи икчӗлхелӗх пирки» статья.

90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Василий Андреев халӑх ӗҫне те, администраци ӗҫне те кӳлӗнчӗ. Вӑл университетра чӑваш филологийӗпе культурологи факультетне йӗркелеме хастар хутшӑнчӗ, унӑн пӗрремӗш деканӗн Г.И. Воронцовӑн ҫумӗ пулчӗ. Кайран – Л.П. Кураков ректора суйлансан – унӑн тӗп пулӑшуҫи пулса тӑрмашрӗ (1991–1993). Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленсен Василий Алексеевича унӑн вице-президенчӗ (А.П. Хусанкай ҫумӗ) пулма шанчӗҫ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑрвуннӑмӗш ҫулӗсен вӗҫӗпе тӑхӑрвуннӑмӗшӗсен пуҫламӑшӗ – наци чӗрӗлӗвӗн тапхӑрӗччӗ. Чӑвашла пӗлменнисене те хамӑрӑн Ҫеҫпӗлӗмӗре тата Константин Иванова ӑнланма пулӑшас килетчӗ. В.А. Андреев 1989–1990 ҫулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсене республика телекурӑмӗпе ирттерчӗ. Ку ҫеҫ те мар, В.Н. Викторов Министрсен канашне ертсе пынӑ тапхӑрта Василий Алексеевичпа иксӗмӗр эрнере икӗ хут, каҫсерен, правительство ҫуртне ҫӳреттӗмӗр – министрсене тата ытти тӳре-шарана чӑвашла калаҫма хӑнӑхтараттӑмӑр.

Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикипе Турци ҫӗршывӗ хушшинчи ҫыхӑнусем самаях вӑй илнӗччӗ. Ҫакӑнта Василий Алексеевичӑн тӳпи те пӗчӗк пулман. Вӑл правительство пайташӗсен, ӗҫлӗ ҫынсен ҫӳревӗсене куҫаруҫӑ пулса хутшӑнчӗ. 1993 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Тӗрӗк халӑхӗсен виҫҫӗмӗш курултайӗнче В.А. Андреева Тӗрӗк халӑхӗсен ассамблейин президиум йышне суйларӗҫ. Ҫав ҫулах юлташӑм ик уйӑха яхӑн Турцире ӑслӑлӑх стажировкинче пулчӗ. 1994–1995 вӗренӳ ҫулне вара пӗтӗмпех Истампул (Стамбул) университетӗнче ирттерчӗ, студентсемпе аспирантсене чӑваш халӑхӗн историйӗпе, культурипе, чӗлхипе паллаштарчӗ, Халил Ачыкгёз профессорпа пӗрле турккӑлла «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ хатӗрӗ тата турккӑлла-чӑвашла сӑмах кӗнеки хатӗрлерӗ.

Ҫӗнӗ ӗмӗре ҫӗнӗ ӗмӗт-шухӑшпа кӗнӗччӗ Василий Алексеевич. Чӑваш патшалӑх университетӗнче хӗвелтухӑҫ чӗлхисене вӗрентме пуҫламаллине ӗнентеретчӗ, студентсене пӗрремӗш курсранах тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасшӑн тӑрӑшатчӗ. Чӑваш грамматикине ҫӗнӗлле тишкерес тата тарӑннӑн тӗпчес шутлӑччӗ вӑл, ҫанӑ тавӑрса ӗҫе пуҫӑннӑччӗ. 2001 ҫул пуҫламӑшӗнче «Очерки по функциональной грамматике чувашского языка: категория склонения имени существительного» монографийӗ кун ҫути курчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра унӑн пӑтӑрмахсем пуҫланчӗҫ: урине сусӑртни, ӑнӑҫсӑр сиплев, тепӗр операци... Ӗҫтешӗмӗр йывӑрлӑхсене ҫӗнсе пыратчӗ-ха, туя пулӑшнипе лекци ирттерме ҫӳретчӗ, конференци таврашне те хутшӑнатчӗ. Кӗҫ-вӗҫ йӑлтах тӳрленсе ҫитес пек туйӑнатчӗ...

Анчах та шаннӑ пек пулмарӗ, кӗтнӗ пек майлашӑнмарӗ. Тӑван культурӑн тата тепӗр хӗлӗхӗ тӑрук янӑрама пӑрахрӗ, татӑлчӗ... Унӑн хӑйӗн вырӑнӗ, хӑйӗн кӗвви пурччӗ. Ахрӑмӗ чӑваш тӗнчинче, пирӗн чунра янӑрать. Вӑл ҫухалмӗ. Василий Андреев ӗҫне малалла тӑсас шутлисене хавхалану кӳрӗ, тӗрӗс ҫул тупма пулӑшӗ.

Ҫак кунсенче Василий Алексеевичӑн тӑванӗсемпе юлташӗ-ӗҫтешӗсем вӑл ҫуралнӑ тӑрӑха ҫитсе килчӗҫ, унӑн вилтӑприне пуҫ тайрӗҫ, ҫӗнӗ палӑк хӑтларӗҫ (ӳкерчӗкре – вӗсен пӗр ушкӑнӗ).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3425.80.9494
2025.08.09 18:35
Agabazar
Сăн çинче сылтăмри пĕрремĕш Эдуард Евгеньевич Лебедев пулма кирлĕ. Шакла пуçли — çак статьян авторĕ Геннадий Анатольевич Дегтярёв (Ахмане).

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj