Ку Каллималлинĕ, ах анчах, хай валли ник та шутласа тупаймасть пулинех. Урăх форумçăран шăхвăртнă тесе ăнланмалла пуль. Варринчи н сасса катертнĕ те, вара шиттă-крыттă пулса тăнă-няк.
Каллималлин // 1304.21.3781
2025.02.21 07:37
"Капкăнран" илнĕ, совет вăхăтĕнче тухса тăнă, халăх юратнă журналтан. Пĕр пуквине те çухатса хăварман. Пĕл çавна, ачамккă. Ĕненмесен Енĕшрен ыйт.
Акапасарпа "академи пĕтермен" ытти юлташсене Г.И. Федоровăн 2 томлă "Чăваш фразеологйĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекине" алла илме сĕнес килет. Ăна 2016 çулта Ю.Н.Исаев çине тăнипе кăларнăччĕ.
Каллималлин // 1304.21.3781
2025.02.23 10:43
Хисеплĕ АКАПАСАР, сан хавăн та яту-шыву, ман шутпала, питех янрамасть, пĕр пуквине улăштарсанах машшин урапи пек пăшлатса анса ларать.
Алексин // 1304.21.3781 2025.02.22 14:43 Акапасарпа "академи пĕтермен" ытти юлташсене Г.И. Федоровăн 2 томлă "Чăваш фразеологйĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнекине" алла илме сĕнес килет. Ăна 2016 çулта Ю.Н.Исаев çине тăнипе кăларнăччĕ.
Эпĕ, Акапасар, хам пирки «академи пĕтермен» тесе пĕрре те каламан вара кунта. Çавăнпа та мана унашкаллисем çумне çыпăçтарса хумалла мар.
Тата мĕншĕн-ха мана тупса вулама йывăр темле сăмахсарсем патне ямалла? Интернетри шыравçă йĕркине «фразеология» тата «фразеологизм» сăмахсене шаплаттарса лартсан лешĕ хайех кирлĕ çĕре илсе çитерет.
Фразеологи́зм, фразеологический оборот или фразема (лат. phrasis, др.-греч. φράσις «ораторский оборот», φράζω «выражаю мысль, говорю»; др.-греч. λόγος «слово, речь, разум; мнение») — свойственное определённому языку устойчивое словосочетание, смысл которого не определяется значением отдельно взятых слов, входящих в его состав.
Фразеологические обороты изучаются фразеологией.
Базиль Кириллов // 1304.21.3781
2025.03.10 14:01
Шарт тутар та тĕнче тикĕс. Вăт ку "академикла", патне ан пыр!. Собачий холод та йытă сивви уншăн, вилами по воде писано тенине сенкĕпе шыв çине çыраççĕ хăшĕсем.
Пĕр-пĕр пысăкрах калăпăшлă чăвашла текст çырса кăтартса пар-ха малтан. Халлĕхе эс кунта мăк-мак тенисĕр пуçне нимех те каламан-ха.