


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Agabazar // 4245.87.3752
2025.02.07 19:52 | |
![]() |
|
Agabazar // 4245.87.3752
2025.02.07 20:01 | |
![]() |
Нумай пулмасть тата М. Кондратьев ÿнер пĕлĕвĕн докторĕ çакна калаçа пачĕ. Чулхулана делегаципе кайсан пÿрнине амантнă. Автосавутра пулнă ку. Вара çакăн хыççăн тек сĕрмекупăспа калайман.
Сĕрмекупăспа хăй калаймасан та, çавах мусăк вĕрентĕшне ыттисене вĕрентме çÿрекеленĕ пулмалла. Çапла вара, çав сурана пула Осиповăн пĕр ĕмĕчĕ татăлнă ĕнтĕ. Шел. |
Agabazar // 4245.87.3752
2025.02.07 20:21 | |
![]() |
Тахçан Валери Туркай П. Н. Осиповăн пĕр тăхăмĕ челевисăрти Дмитрий Киселёв тесе пĕлтернĕччĕ.
Çав япалана тишкерме шутларăм. Людмила тата Валентин ачисем хăçан çуралнине, хăçан мăшăрланнине пăхрăм. Киселёв, Дмитрий Константинович, хăй 1954-мĕш çулта çуралнă-ха. Ашшĕ, курăнать ĕнтĕ, — Константин. Википедире тата тĕплĕнрех çырса кăтартнă. Ниепле те шайлашăнса пĕтеймест пек. Çапла вара, вĕçне-хĕрне тупса пĕтереймерĕм. |
Алексин // 1304.21.3781
2025.02.07 20:52 | |
Арӑмӗ Зинаида Федоровна енчен вал, саванпа ҫыпӑҫмасть. | |
Agabazar // 4245.87.3752
2025.02.07 23:32 | |
![]() |
Ача чухнехи Пётр Николаевича, ялти тапхăртине, «Петя» тесе кăтартнă.
Çакна мĕнпе çирĕплетме пулать? Калăпăр, пирĕн ялта хут çинче Пётр тесе çырăнакан çынна «Печча» теççĕ. Сайра хутра «Петюк» [Педюк] е «Петĕр» [Педер] пулма пултарать. Печча = Петьча. |
Алексин // 1304.21.3781
2025.02.08 08:55 | |
"Петр Николаевичăн хăйĕн юррин карланки çине урипе пусма тивнĕ"... Мĕнлерех сăмахсем! Ĕмĕрне те илтмен. | |
Agabazar // 7531.6.3592
2025.02.08 16:16 | |
![]() |
Пётр Николаевич Осипова хăйĕн юррин карланки çине урипе пусма тивнĕ.
Çавăн пек тĕслĕхсенчен пĕри — «Траххум юрри». Каламбур пулса тухать. Чăвашсем хушшинче траххум пулман теесшĕн мар эпĕ. Пулнă. Анчах та ку историпе çыхăннă. Тахçан авал Азирен килсе лекнĕ вăл кунта. Гуннсемпе пĕрле. Çавна май кунта траххум вучаххи пулнă темелле. Вучахĕ пулсан — траххум сарăлать. Ăна нимпе те тытса чараймастăн. Таса пурăннипе çеç пĕтерейместĕн. Вăрттăнлăхне 1907-мĕш çулта çеç тупса палăртнă (Провачек, чех уччоннăйĕ). Çапла вара траххумпа кĕрешессси совет влаçĕ тĕлне килсе тухнă. Ун чухнехи статистика пекки пур. Интернетра тупса паллашма пулать унпа. Анчах та эп çав статистикăна ĕненместĕп. Суя вăл. Ултавлă. Тĕпрен илсен, специалистсем мар пурнăçланă ăна. Ахаль, ним чухламан çынсене явăçтарнă. Тата ытти те. Вăт кунта П. Н. Осиповăн ашшĕ, амăшĕ, йăмăкĕ, шăллĕ, пĕр пиччĕшĕ 1910-мĕш çулта темле ерекен чирпе вилсе пĕтнĕ тенĕ. Траххумпа мар пуль ĕнтĕ. Темле урăх чир. Халĕ вара пире кашни йĕксĕк çухаран çавăрса тытса çапла калама пултарать: "Эп сана траххумран çăлнине ан ман!" Е тата: " Эпĕ çеç сана таса пурăнма вĕрентнĕ, ху пултарайман!" Сăлтавне вара чылай чухне хамăрах туса паратпăр. |
Каллималлин // 1304.21.3781
2025.02.13 12:47 | |
"Юррин карланки" пирки: фразеологине каснă-лартнă А.П. Леонтьев пек куçарнă. Чĕлхе "улăпĕсем", ним те калаймăн... | |
Agabazar // 3575.31.6609
2025.02.16 10:59 | |
![]() |
Фразеологи мар, фразеологизм теççĕ кун пек чухне. Вĕрен чĕлхе улăпĕсенчен! Тата: <<Учи матчасть!>>
"Матчасть" пĕлес пулать, чĕлхене çеç мар. Урăхла каласан, мĕн çырнă, çавăн çинчен пĕлмелле. А.П. Леонтьевăн мĕншĕн чăвашла куçарса лармалла-ха? Унашкал нуша унăн çук. Унăн институтри хальхи пĕтĕм ĕçхĕлĕ вырăс чĕлхи çийĕн пулса пырать. Нумаях пулмасть ăна институтра çĕнĕ ĕç шанса пачĕç. «Современная гуманитаристика» ятлă журналăн редакторĕ пулмашкăн лартрĕç. Йĕрке тăрăх, унта вырăсла çеç мар, чăвашла тата акăлчанла та статьясем тухма пултараççĕ. Анчах ун пекки унта питĕ сайра пулкалĕ. Пулсан та, Элекçей Петровчăн пулăшавçисем пур вĕт. Хăй апла-капла куçарса лармĕ ĕнтĕ вăл. |
Пĕлетĕр вĕт-ха ĕнтĕ «Айтар» драма иккĕлле юпленсе кайнине!