Виктор Аванмарт: Еткер – 3 «Tout va très bien madame la marquise!»
Виктор Аванмарт30.04.2024 22:414889 Пурĕ пăхнă
«Критики у нас, чувашей, не существует…»
А.С. Пушкин
«Туслӑха ҫухатас тесен – тӗрӗсне кала»
Халӑх сӑмахлӑхӗ
Паллах ӗнте, Чӗмпӗр хулинче «Еткер» телепередача тухма пуҫлани – Раҫҫейри ку таранччен пулман пулӑм пулса юлчӗ. Тутарсемпе пӗрле ятлӑ Республика тулашӗнче тӑван чӗлхепе тухакан кӑларӑмсем ку таранччен пулманччӗ Раҫҫей Федерацинче. Куншӑн, паллах, ку ӗҫе пуҫарса яракан хастарсене тав тумалла. Сӑмах май, ирҫе-мӑкшӑсем, вӗсене валли те бюджетран укҫа-тенкӗ те, эфира тухма вӑхӑт та уйӑрса панӑ пулин те, пӗр кӑларӑм та йӗркелеймерӗҫ. Олег Мустаевпа Рамис Сафин пек пултаруллӑ ҫамрӑксем (ҫуллисем те) тупӑнмарӗҫ пулас…
Чӑвашсене (Чӗмпӗр ен тӑрӑхӑнчисене кӑна мар), чӑннипех те, турра шӗкӗр, ӑнчӗ, маттур та пултаруллӑ Олег Мустаев тележурналист «Еткер» каларӑма ертсе пыма пуҫлани. Ку кӑларӑм паян кунччен те унӑн ячӗпе ҫыхӑнать пирӗн астӑвӑмра.
Аса илтерес килет, ун чух (иртӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче) пирӗн сенкер экрансем ҫинче хальхи пек виҫҫӗр ытла канал мар, икӗ канал кӑна пулнӑ, ҫавӑнпа та вырӑнти хыпарсен кӑларӑмӗсем сисӗнмесӗр иртме пултарайман. Пирвайхи кӑларӑмсенче хутшӑннӑ хыҫҫӑн (Олег Николаевич мана та чӗнкелетчӗ кӑларӑмсенче хутшӑнма), тепӗр кунне шкула уроксем ирттерме пырсан, хыҫалти партӑсем хушшинче ларакансен кутне пӑшатан чикнӗ тейӗн: «Что он там говорил? Николаева, переведи!» - тесе кӑшкӑркаласа «чӑрмав кӳретчӗҫ» тейӗпӗр. Ӑнланма пулать вӗсене, ку таранччен чӑвашсем хулара та чӑвашла калаҫма именнӗ, кунта вара телевизорпа! кӑтартаҫҫӗ…
Ҫулсем иртрӗҫ, чӑвашсем те чӑвашла калаҫкалама пуҫларӗҫ. Шкул ачисем, кӑларӑм тухнӑ хыҫҫӑн кулкаласа: «Мы Вас видели вчера по телевизору, только ничего не поняли…» текелесе шӳтлетчӗҫ, ӑна та уроксем хушшинче, переменӑра. Урокра, хыҫалти партӑсем хушшинче те - шӑп. Ку тискерлӗ 90-мӗш ҫулсем иртнипе кӑна мар, чӑвашла кӑларӑм вырӑс хулинче йӗркеллӗ тухса пынин иксӗлми тивӗҫӗ.
Ҫапла, вӑхатсем иртрӗҫ. Майӗпен, наци кӑларӑмӗсем те федераллӑ каналран кайрӗҫ. Каллех ыр сӑмах калас пулать, кӗперне пуҫлӑхӗсене те, чӑваш хастарӗсене те, чӑвашла кӑларӑма валли вырӑнти каналта май тупса панишӗн. Паллах, нумай-нумай каналсем хутшӑннӑ пирки, Интернет тетелӗ сарӑлса пынӑ май, чӑвашла тухакан телекӑларӑмсен пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкхи пек мар.
Олег Николаевич сарӑмсӑр вилнӗ хыҫҫӑн, пӗр вӑхӑт кӑларӑма Елена Николаевна Мустаева, упӑшки тытса пынӑ ӗҫе кӳленсе ертсе пычӗ. Темшӗн, те оператӑрӗ чӑвашла чухламан пирки, те вӑхӑт сахалрах пулнӑ пирки, темле чаплӑ кӑларӑмсемех асра юлмарӗҫ. Анчах та, чӑваш тӗнчинче, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пулса иртекен ӗҫ-пуҫ пирки тӑван чӗлхепе итлесе курма май пулчӗ. Сӑмах май, хам Арктикӑна кайса килнӗ пирки малтан Марина Карягинӑпа унтан Елена Мустаевӑпа кӑларӑмсене ҫырса илтӗмӗр. Ик кӑларӑмне те авалхи юлташ патне ярса патӑм (иртнӗ ҫулсенче чӑваш юхӑмӗнче самай патварччӗ, халӗ чирленӗ пирки килтен тухсах ҫӳремест) вӑл мана Ленӑпа калаҫа ларни ытларах та килӗшнӗ пирки пӗлтерчӗ. Мӗн калас, кам мӗне килӗштерет, кашнин хӑйӗн кумирсем…
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче… мӗнле –ха унта, Чӗмпӗрте «Еткер» кӑларӑма ертсе пыма Екатерина Лашманова пуҫларӗ. Пултаруллӑ та ҫамрӑк юрӑҫ-хӗрупраҫ.
Ака уйӑх вӗҫнелле: «30 ҫул ытла «Еткер» кӑларӑма пӑхатӑп, кун пек чаплине курманччӗ» - тесе хак паракансем те пулчӗҫ. Вара, ҫак кӗске вӑхӑтрах Чӗмпӗрти чӑваш кӑларӑмӗ ҫавӑн пек ҫӳллӗ шая хӑпарса кайма пултарнӑ-и? Чӑнах та, ҫӗнӗ ертекенпе тухнӑ пӗрмӗш кӑларӑмпа танлаштарсан, ҫӗрпе пӗлӗт теме те пулать. Атту, ялавсен вӗлкешӗвне тинкернӗ май, Чарли Чаплин вӑхӑтнех таврӑннӑн пекех туйӑннӑчӗ.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑм пӗтӗмпех Олег Мустаева халалланӑ «Янра, купӑс» конкурс-фестиваль ҫинчен пулчӗ. Чӑннипех те, «Еткер» кӑларӑмӗн чунӗ те сумӗ унӑн ячӗпе таврӑннӑн туйӑнчӗ. Уйрӑмах операторпа монтаж ӗҫне тӑвакансен ӗҫӗ ӑнӑҫлӑн курӑнать. Анчах та, Аванмарт та кун пирки ним те каламасть пулсан, чӑннипех те, «петӗмпех чипер» пулмалла?
Манӑн ҫавӑн пек ыйту парас килет хамӑн хама? Енчен те, ытти (вырӑссен, тата ытти) халӑхсен дикторӗ эфирта йӑнӑш калаҫма пултарать-и? Чӑвашсене вара юрать пулмалла, «аш курмана – ӳпки-пӗри» тенӗ пек… ( «чи пултаруллисене тивӗҫлӗ парнесем илчӗҫ») Тата, мӗншӗн-ха чӑвашла тухакан кӑларӑмри титрсем вырӑсла, а чӑваш сӑмахӗсем йӑнӑшпа? («Тованлӑх»). Купӑс калакансене курса савӑнтӑмӑр, анчах та кам ку конкурсра ҫӗнтернине кӑламасӑрах хӑварчӗҫ. Пӗлес килет. Кӑларӑм вӗҫӗнчи вырӑсла фрагмента ӑҫтан илнине те палӑртмарӗҫ, шел.
Х.Ҫ. Тиркесе мар, кӑмӑлра мӗн пулнине палӑртса. Екатерина маттур ача, чӑвашла тата тикӗсрех калаҫма вӗренссине шанас килет. (Шел, хам ачасене ун пек те калаҫма вӗрентеймерӗм). Тен, ертсе пыраканпа оператор пуҫне, редактор пекки те кирлӗ пулӗ тивӗҫлӗ шайра чӑваш кӑларӑмсене хатӗрлес пулсан…
Х.Х.Ҫ. Олег Мустаев чӑннипех те тӗрле енпе пултаруллӑ ҫынччӗ. Ун пеккине чӑваш ҫӗрӗ ҫуратасса кӗтес пулать. Хушса каламасӑрах унӑн тӳпи ҫӳллӗ, ҫавӑнпа та, вӑл каламан сӑмахсене ун ҫумне хушни те вырӑнлӑ та мар, илемсӗр те. Тӗрӗсех, Олег Николаевич каланӑ сӑмахсем афоризмсем пулса халӑхра саланчӗҫ, сӑмахран: «Мӗскӗн пуличчен – пул вӗҫкӗн» тенине халь пур чӑваш та пӗлет пуль. Пӗлместӗп, мӗнпе вӗҫкӗнсем чӑваша пулӑшӗҫ, анчах та, «Тӑвалла пулсан та – малалла», — тени Олег Николаевич сӑмахлӑхӗнчен мар, вӑл ку сӑмахсене калама юрататчӗ пулсан та.
Эпӗ ку сӑмахсене Геннадий Никандрович Волков академикран малтан илтнӗччӗ. Вӑл та пархатарлӑ Елчӗк ҫӗрӗн сӑваплӑ ывӑлӗ.
Ытти вара, веҫех чипер! «Tout va très bien madame la marquise!»
Виктор Аванмарт, ака-ҫу, Чӗмпӗр.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Кирлĕ материал Интернета хайне хăй тухса выртмасть. Ăна камăн та пулин кăлармалла. «Еткер» тĕлеешпе те çавах.
Мĕскĕн пуличчен вĕçкĕн пул тени пирки. Паллах, вĕçкĕнлĕх те пит аван япалах мар. Анчах та вăл пурпĕрех мĕскĕнлĕхрен аванрах пуль ĕнтĕ.
Хамăра çавăн пекех сăпайлă, сăпайлă теме юрататпăр, чăннипе вара, темшĕн, каппайланасси, мухтанасси малта тăрать.
Эпĕ, сăмахран, Чĕмпĕре «вырăс хули» тенине ăнланса пĕтеймерĕм. Мĕн каласшăн вăл кунпа? Вырăсла мар хуласем пирĕн таврара çук пуль ĕнтĕ, вăл енне кайсан.
Чăвашла йĕркеллĕ, йăнăшсемсĕр калаçасси пирки. Ку паллах ĕмĕрхи проблема. Ĕлĕк ку тĕлĕшпе чăваш чĕлхин вĕрентевçисен самаях пысăк çарĕ пулнă. Вĕсем кирлĕ нормăсене халăхра тытса пыма пулăшнă. Халь унашкал çар çукпа пĕрех темелле.
А вĕсем, нормăсем, хăйне хăй тытăнса тăма пултараймаççĕ.