Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Таниял Элкей сӑввисем

Виталий Станьял29.02.2024 10:255931 Пурĕ пăхнă

«Тӑван Атӑл» журнал 2024 ҫулхи 1-мӗш кӑларӑмра ҫӗнӗ сӑвӑҫпа — Таниял Элкейпе (Даниил Медведевпа) паллаштарнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче юриста вӗренет. Хӑй Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Хӑйсен ял ачине паллӑ сӑвӑҫӑ Марина Карягина ӑшшӑн пилленӗ, питӗ пысӑк шанчӑкпа мухтаса илнӗ.

Сӑнӳкерчӗкре эпӗ сӑвӑҫӑн питӗ тимлӗ сӑн-сӑпатне тата кӑкӑрӗ ҫинчи сакӑр вӗҫлӗ Арама ҫӑлтӑрне курса савӑнтӑм. Ахальтен ҫакман чӑваш паллине каччӑ. Тӑван халӑхӑн историне вӑл тӗпрен пӗлет, ӑна хаклать. Тури Туҫа вӑтам шкулне мухтамалла-ши вӗренекенӗсем тӗплӗ пулнишӗн е сӑвӑҫ хӑй пулӑмсен тымарне тупма пӗлет? Апла-и, капла-и — Таниял кӑмӑлӗпе вӗлтӗртетекен, шухӑшӗпе хывӑх чуптаракан сӑмахҫӑ мар. Вӑл халех виҫе картне тупма пултарнӑ ӑста. Сайра тӗл пулакан пултарулӑх, ӑна «чӑваш тӗнчинче сайраран пӗрре ҫуралакан поэт» тенӗ умсӑмахра. Тӗрӗсех каланӑ. Упрантӑрччӗ вӑл, ӳстӗрччӗ. Хӑй каларӑш, «пулинччӗ вӑл Чӑваш Сӑмах эткерӗлӗхӗн сыхчийӗ».

Каҫса кайса вылять тӑван сӑмахпа Таниял. Калама май ҫуккине каласшӑн, курма май ҫуккине кӑтартасшӑн. «Кун-ҫулӑмӑр пӑрлак вучаххине шӗл чӗм кӳртен тӗнче илемӗ чӑлпар! саланнӑ ӳксе куҫкӗскилле, шур хур ҫунат ун тусанне пухса илеймӗ» («Таса илем» сӑвӑ). Ку ӳкерчӗке шӗкӗлчесе пӑхма кашниех вӑй ҫитереймӗ. Антив, поэт шыратӑр. Таниялӑн шухӑшлавӗ такам хывнӑ йӗрпе пымасть. Кӑткӑс вӑл, сӑнарлӑ, анчах уҫӑмлӑ («эсех, тап-ташӑ маншӑн — тап-таса!» («Ташӑ»). «Хир», «Атӑл вилет», Тумлам-тумламӑн», «Чӗмсӗр», «Хура юр» «Тунсӑх» тата ытти сӑвӑсене вуласа, «чӗмсӗр мар» каччӑн шухӑш-туйӑмне сӑнатӑп. Тимлесе вуласан ҫеҫ тӑнланса илейретӗн иккен ӑна!

Чӑнах та, шухӑшлӑ, туйӑмлӑ (кӑштах сӑвӑрса ҫитереймен пек туйӑнакан йӗркесем тӗл пулсан та), чун-чӗрешӗн пӗлтерӗшлӗ ярӑм сӗннӗ журнал.

Таниялӑн малашӗ пултӑрччӗ, ҫамрӑк шухӑшлавҫӑ пурнӑҫ илемӗн тӗшшине шырама пӑрахминччӗ!

 

Виталий Станьял

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3070.35.6440
2024.02.29 12:54
Agabazar
Н. И. Ашмарин Еткер сăмаха яланах умĕнхи йот-па çырнă. Нихçан та Эткер темен. http://ru.samah.chv.su/s/еткер
Agabazar // 3070.35.6440
2024.02.29 12:59
Agabazar
Ну, тен, таçта урăх тĕлте пур пуль ĕнтĕ.

Анчах та никĕсре, фарси чĕлхинче те вăл йот-па пулма кирлĕ. Станьялăн хăйĕн мăнукĕ те, авă, Йаткар ятлă теççĕ. Паллах, Аткар мар пуль ĕнтĕ.
Сергей Пятаков // 4139.86.9479
2024.02.29 16:55
Шел пулин те, чӑваш поэзийӗ тахçанах вӗтелсе кайнӑ. Медведев сӑввисенче мӗн пур? Поэтах-ши вӑл?

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj