николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 3684.09.5770
2023.02.28 14:08 | |
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 14:50 | |
Артефактсемпе ан хăрат.
«Образсемпе»—сăнарсемпе те тĕлĕнтерейместĕн. Акапасара çеç мар, ыттисене те. Хăвăн килÿнте хуть те мĕнле «образсем» те усрама пултаран. Анчах та эсĕ хăвăн валли мар, «хура халăх» валли ĕçлетĕн вĕт-ха! Çавăнпа та эпир те ик айкки те тăвайкки тесе айккинчен çеç пăхса тăма пултараймастпăр. Хамăр шухăша калатпăр. Шупашкар хулинче Вырăх палăкĕ валли вырăн çук. Пулма та пултараймасть. Вырăх палăкне вырнаçтарма пулĕччĕ Тутарстанта, Виçĕ Кÿлĕ тăрăхĕнче. Анчах та унта тутарсем сана саркаланса хăвна палăртма майсем туса памĕç. Тепĕр тесен, хăтланса пăхма пултаран. Чи кирли çакă: Суваризм — суя теори. Кам унпа çыхланать, çавă хăйĕн ятне ярать. Ĕмĕрлĕхе. Нихçан ниепле тасалса пĕтейми. А мана — мĕн? Эп пĕчĕк çын! Валери Туркай пек кашни утăмрах тенĕшкел:"Эп Путинăн шаннă çынни!" — теме пултараймастăп | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 3684.09.5770
2023.02.28 17:15 | |
Теленмелле япала! Чаваш сайтенче эсе кана маттур, ыттисем пурте айван икен... Хавар халахшан мен туна ши? | |
Вулакан // 8152.9.4286
2023.02.28 17:47 | |
Агабазар,эсӗ Туркая тӗрӗс пӗлсе ҫитрӗн иккен.Вӑл паллӑ ҫынсен ячӗпе те укҫа тума пӗлет тет. | |
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 18:50 | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 3684.09.5770 2023.02.28 17:15 Теленмелле япала! Чаваш сайтенче эсе кана маттур, ыттисем пурте айван икен... Хавар халахшан мен туна ши?Эпĕ халăхшăн ним те туман. Ку чăнах та çапла. Ни мухтанма, ни каппайланма пултараймастăп. Анчах та суваризм лачакинчен сыхланасах пулать. Манăн та, санăн та, пурин те. Кăтрак палăăкĕ вара — тĕлĕнмелле япала. Ĕненмелле те мар пек. Анчах та вăл — пур. Слапух Турра! Такамăн килти ӳнер лаççинче мар, мĕнпур халăх умĕнче! Мухтав! Хама эксперт тееместĕп, çапах та чи пысăк хак пама вара хатĕр. Чăваш сайтĕнче (эсĕр çапла каларăр) Акапасарсăр пуçне тата кам пур-ши? Хуçи пур ĕнтĕ, Аçтахар. Ку ят Акапасар тенипе рифмăланать (юри тунă япала мар, ăнсăртран çапла пулса тухнă). | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 3684.09.5770
2023.02.28 19:08 | |
Цензор, вот что думают коллеги по этому поводу: Виктор Отставнов.
Николай Григорьевич, не обращайте внимания на разных критиков. Вы привыкли работать на благо народа, так и продолжайте работать стиснув зубы, ни на кого не обращая внимания. Потомки по достоинству оценят Ваш труд. Собака лает, караван идет... | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 3684.09.5770
2023.02.28 19:09 | |
Виктор Отставнов
Николай Григорьевич, не обращайте внимания на разных критиков. Вы привыкли работать на благо народа, так и продолжайте работать стиснув зубы, ни на кого не обращая внимания. Потомки по достоинству оценят Ваш труд. Собака лает, караван идет... | |
Agabazar // 1088.5.2431
2023.02.28 20:05 | |
Веда Суар текен япала пирки ăнлантарса парас-и?
Унашкалли чăнах та пур, Фра-Мауро картти çинче. Çавна чăн малтан асăрхаканнисем — Хусантан. Акăш-макăш хăватлăн çĕклесе яраканни — В. Д. Димитриев. Анчах та çав Веда Суар текенни шăп та шай ăçта пулнине тĕллĕхлĕн (географилле координатсене кăтартса) пĕлме май çук. Ну пулма пултарнă ĕнтĕ хальхи Шупашкар тĕлĕнче. Анчах та ăна çав майпах Сĕнтĕрвăрри, Ильинка е Çĕнĕ Шупашкар тĕлĕнче теме те май пур. Ку темех мар-ха, тейĕпĕр. Анчах та ăна Вырăхпа, сувар халăхĕпе çыхăнтарма мекĕçленни — ахраталла сĕтĕрсе каять. Нивушлĕ вара чăваш историйĕнче çав Вырăхсăр пуçне урăх паттăр юлман? Кăтрак палăкĕ монуменчĕ пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Анчах та çак чăнах та пысăк çитĕнĕве, шел пулин те, йÿнетсе яма та пулать. Енчен те малашне пули-пулми япаласемпе аппаланма пуçласан. Йытă вĕрет те караван малаллах каять текен каларăша вара эсир те, Виктор Отставнов та тĕрĕс мар ăнланатăр пулмалла. Йытăсем вĕрни караваншăн питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен йытăсем, караван шутĕнчех шутланаканскерсем, усал-тĕселе айккинелле хăвалаççĕ. Сăмахран, пушхирти шаккалсене. | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 2467.56.0384
2023.03.01 18:01 | |
Анлантам таванам, санан та манни пекех чуна ыратать. Тав сире! перле еслер ха малалла та... | |
николай григорьевич кондрашкин, скульптор // 2467.56.0384
2023.03.01 19:33 | |
Где есть человек, там есть и случай сделать ему добро.
(Сенека) |
.