Ҫав тери интереслӗ: Шӑмӑршӑ хаҫачӗн редакцийӗнче хушамачӗ «С» сас паллирен пуҫланакан ҫын нумайччӗ. Кузьма Смирнов редактор, Михаил Сандиеров корректор, Анатолий Сандимиров корреспондент, Геннадий Смаев радиоорганизатор, редактор ҫумӗ, каярахпа коллектива ертсе пынӑ Иван Саландаев, ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Свеклова, Николай Семенов фотокорреспондент...
— Хаҫат кӑларма пӗр хушаматлӑ ҫын кӑна кирлӗ, — шӳтлетчӗ ял хуҫалӑх пайне ертсе пынӑ Арсений Бараев.
Турӑ, чӑнах та, пур пуль ҫав, вӑл пирӗн редакцие кӳрентерес темерӗ. Хайхи нумай та вӑхӑт иртмерӗ, редактор пӳлӗмне кутамккине футбол мечӗкӗ чикнӗ, спортсменла тумланнӑ яштака каччӑ пырса кӗчӗ.
— Родионов Сантӑр. Ӗҫместӗп эрех. Ӳстерместӗп кантӑр. Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ, — паллаштарчӗ хӑйпе ҫамрӑк ҫын. — Сирӗн патӑра журналистика практикине ячӗҫ. Хам эпӗ Хайпӑларан, киле ҫуранах ҫӳреме пултаратӑп.
Редактор пӳлӗмӗнче планеркӑра ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ятӑмӑр. Тинех хушамачӗ «Р» сас паллирен пуҫланакан тупӑнни хаваслантарчӗ пире.
— СССР пулчӗ те, — терӗ кула-кула Василий Чураков журналист.
Шел, нумаях пымарӗ «СССР»: практика вӗҫленсен Саша Родионов каллех Шупашкара кайрӗ, часах Коля Семенов та урӑх ӗҫе куҫрӗ. Икӗ «С» — Смаевпа иксӗмӗр кӑна нумай ҫул пӗрле ӗҫлерӗмӗр. Редакцири «СССР» ҫинчен вара кула-кула аса илеттӗмӗр.
Каярахпа пирӗн патӑмӑрта хушамачӗ «М» сас паллирен пуҫланакансем чылаййӑнччӗ: Наталия Михайлова тӗп бухгалтер, Владимир Михайлов, Александр Михайлов тата Иван Медведев корреспондентсем, типографи директорӗ Илья Миронов.
Володя Михайлов тем пек малтанхи сас паллисенчен «МИР» пуласса ӗмӗтленетчӗ. Чӑнах та, Галина Иванова корреспондент ӗҫлеме тытӑнсан «Р» сас паллипе пуҫланакан хушаматлӑ ҫынна тупасси ҫеҫ юлнӑччӗ. Анчах та «Р» сас паллипе пуҫланакан ҫын пирӗн йыша хутшӑнмарӗ. Туслӑ коллектив пур пӗрех аптрамасть-ха. Редакцири ӗҫлӗ лару-тӑру, килӗшӳлӗх ватӑ хаҫатҫӑсен кӑмӑлне ҫӗклет.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Эх-ха-хай,
Мулаххай, — тетчĕ ман кукамай (шăп та шай 90 çул пурăнчĕ).