


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Agabazar // 9512.8.0143
2025.02.11 17:12 | |
![]() |
Михаил Романович ФЕДОТОВ — упа мар. Упа пулсан та, мĕншĕн-ха ăна «тытмалла»? Никам та ăна «тытма» шухăшламасть. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.22 08:31 | |
Академик Николай Яковлевич МАРР. "Чуваши-яфетиды на Волге". 1926. Шупашкар:
(...)"Чувашский народ не первобытное племя, а еще до-историческое образование из скрещения различных первобытных племен" (10 стр.). "Чувашский язык с одной стороны по коренному слою своей целиком яфетической природы становится в один тесный круг с языками баскских в Европе и с армянским в Армении, собственно с его до-истроической яфетической основой. (12 стр.). Чувашский язык - один единственно сохранившийся из той тесно связанной группы яфетической, из которой сложилась впоследствии турецкие языки (17 стр.). Огромное значение должен получить чувашский язык для изучения действительных древностей русского языка, и вообще его происхождения (18 стр.)" (...) | |
Agabazar // 4127.10.3092
2025.02.26 11:14 | |
![]() |
Çакнашкал анкă-минкĕлĕхсене вуласан, чăн малтанах, куç умне мĕн тухса тăрать-ха?
Чул пуртăсем, чукмарсем тытнă, тирсемпе витĕннĕ, тăват ураллă, пысăк асав шăлсемлĕ çăмламас чăвашсем тĕрлĕрен тискер кайăксене хăвалаççĕ. "Первобытное племя," — тет вĕт-ха. Ытти халăхсем вара мĕн Адампа Евăран пуçласах яп-яка та шукăль тумланса, креветкăсемпе фрикаделькăсем чăмласа çÿреççĕ, сухалĕсене хырнă, çÿçпуçне тирпейленĕ, унталла та кунталла стройри салтаксем пек мăнаçлăн уткалаççĕ. Университетра илнĕ пĕлĕвĕ тĕлĕшпе Марр чĕлхеçĕ, лингвист пулман. Вăл — этнограф. Кавказ халăхĕсен пурнăçĕ тĕлĕшпе специалист. Академик текен ята та вăл шăпах çав енĕпе илнĕ. Лингвистикăна хăй еккипе кĕрсе кайнĕ темелле. Анчах та ку ăнăçлă пулса тухман. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.03.02 04:46 | |
Ытлашши сÿпĕлтетĕн, Агабазар, ытлашши!.. Шипкă умнăй пулни хăшпĕр чухне чăн-чăн инкек у.
Валери ТУРКАЙ. 02.03.2025 | |
Agabazar // 2317.01.2268
2025.03.02 21:57 | |
![]() |
Алпатов В. М. История одного мифа: Марр и марризм. М., 1991 (там же библиография), 2-е дополн. изд., М., 2004, ISBN 5-354-00405-5Сталин И. В. Марксизм и вопросы языкознания // Правда. — 1950. — 20 июня. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.03.03 04:06 | |
Мĕн, Агабазар, эс пире тĕлĕнтересшĕн-и?.. Ху питĕ нумай пĕлнине кăтартасшăн-и?..
Чăваш наци библиотеки санран пин хут нумайрах пĕлет, анчах та вăл мухтанмасть хăй нумай пĕлнипе!.. Мемуарсем çыр - усăллăрах пулать, хăвăншăн та, тăванусемшĕн те. Валери ТУРКАЙ.03.03.25 | |
Agabazar // 5170.9.5370
2025.03.03 04:37 | |
![]() |
Петĕр Хусанкайран:
Ашмаринĕ, Смолинĕ, Маррĕ Пыраççĕ республикĕме. — Яхват, — тет пĕри. — Тен, пăлхар-и? — Шумер, — тет тепри темме. Тĕксĕм тĕслисене шăпах Марр кĕртнĕ. |
Agabazar // 5170.9.5370
2025.03.03 05:21 | |
![]() |
Хусанкая малалла вулар.
Пасар каç пĕрре каятпăр Аттепе вир çуртарма. Тутар ялĕ çичĕ-сакăр Çухрăмра лекет çул май. Темиçе те курнă ахăр Икĕ ялăн чиккинче Чул ларатчĕ, кукăр-макăр Çыру пурччĕ ун çинче. Çав шур чул пире тĕл килчĕ Патĕнче пĕр çын. Тутар. — Тпру! — атте çĕлĕкне илчĕ, — Тыт-ха, — тет, — Эпир туртар. — Нăрулла, эс мар-и? — Эпĕ. — Мĕн унта чаваланан? — Амитке! Тутар хисепĕ Çĕкленсе килет, ăнлан! Хусан хамăрăн пулать тет! Çак чулсем, пĕлетĕне? Çĕнĕрен кăтартмалла тет Хамăр çĕрĕн чиккине. Ват мулла каласа пачĕ Пухура, — тет Нăрулла. — Мĕн тăван эс Хусанпа? — тет Ман атте, кула-кула.— Ĕмĕрне те, ман хăраххăм Ялунтан тухса курман. Пурăнасчĕ лăпкăраххăн Туртса яр-ха... Мĕн Хусан! — Эх, чăваш!Чăваш темерĕн! Тутарсем тенче тулли! Пирĕн пулнă-çке, пĕлсессĕн, Авалхи Хусан хули. — Пултăр, пултăр, ха — вĕрерĕ! Ху пит çĕкленсессĕн те Мана паллăн, тетĕп? — терĕ Тилхепе туртса, атте. |
Сергей Пятаков // 2975.53.1274
2025.03.09 15:57 | |
Что за стихотворение Хузангая ты привёл, Агабазар? | |
Agabazar // 1951.72.5418
2025.03.09 18:32 | |
![]() |
Сергей Пятаков, эс те çапла, пи-и-итĕ çÿле çĕкленсе кайсан, пире ан ман вара.
В. Туркай:Мĕн, Агабазар, эс пире тĕлĕнтересшĕн-и?.. Ху питĕ нумай пĕлнине кăтартасшăн-и?..Çук, Валери Туркай. Эпир те кунта, санашкалах, ахаль «шĕвĕрсем» иккенне кăтартасшăн. Санран нихăш енчен те иртеймен. иртме те питех шухăшламан. Çавă кăна. |