Нумаях пулмасть эпӗ сайтра «Якку пичче» ятлӑ аса илӳ статйи пичетлерӗм. Ӑна писатель Чӑваш халӑх поэчӗ Яков Гаврилович Ухсай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалларӑм. Ҫак статьяна Мускавра пурӑнакан поэтӑн аслӑ хӗрӗ Елена Яковлевна та вуланӑ, ман пата тав сӑмахӗ ҫырса ячӗ. Ҫавӑн пекех вӑл тинтерех кӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пӗр пӑтӑрмаха аса илнӗ. Ӑн иккен чӑваш хӗрӗ вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Инкек куҫа курӑнса килмест. Елена Яковлевна каласа панӑ тӑрӑх, ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен кӑшлавирус чирӗ аптратса ӳкернӗ. Больницӑна вӑхӑтра ҫитмен пирки чир ытла шала кайнӑ. Унӑн ирӗксӗрех «Васкавлӑ пулӑшу» чӗнме тивнӗ. Пулӑшу экипажӗн врачӗ – хӗрарӑм – Елена Яковлевнӑн докуменчӗсене пӑхнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ.
— Эсир Яков Гаврилович Ухсай хӗрӗ-им? — тесе ыйтнӑ.
— Ҫапла, эпӗ, — хуравланӑ кил хуҫи.
— Эпӗ Чӑваш Республикинчен, — пӗлтернӗ хӗрарӑм-тухтӑр. — Сирӗн аҫӑр пирки те, унӑн сӑввисене те нумай вуланӑ. Сире халех Мускаври «Коммунарка» больницине илсе ҫитерӗп. Унта ҫак усал чиртен хӑвӑрт, пӗлсе сыватаҫҫӗ.
Елена Яковлена каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак больницӑна лекмен пулсан сывалса та тухас ҫукчӗ. Шел те, вӑл мана ҫав тухтӑрӑн ятне-шывне пӗлтермен. Пӗрех Мускавра ӗҫлекен чӑваш тухтӑрне хамӑн ятран, чӑваш халӑх ятӗнчен пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн. Ҫак пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫре нумай ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма ӑна ырлӑх-сывлӑх сунасшӑн.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.