Чӑваш наци радиовӗпе темиҫе хут та илтрӗм: чӑваш кинона хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен. Паян вацапра ҫапла хыпар илтӗм: «Министр культуры Чувашской Республики (Каликова Светлана Анатольевна) запрещает снимать фильмы на чувашском языке, не смотря на то, что сама является коренной чувашкой. С ее указки, за производство фильмов на чувашском языке, закрывают “Чувашкино”» Ҫак хыпара Станислав Сатура ярса патӑм та, вӑл, тарӑхнипе ӗнтӗ, вырӑсла хуравларӗ: «Что за идиотизм?»
Пуҫа вырнаҫма пултарайман идиотлӑх! Выҫлӑх ҫулӗсенче йӗркелеме пултарнӑ «Чӑвашкинона» иккӗмӗш хут хупма хатӗрленеҫҫӗ иккен! Малтанхинче, репрессисем пуҫланас умӗн, «Востоккинопа» пӗрлештеретпӗр тесе хупнӑ пулсассӑн, хальхи тапхӑрта мӗнпе сӑлтавлаҫҫӗ-ши тӳрере ларакан этемккесем? Ӳнерпе ӑслӑлӑх академине аркатрӗҫ, тӗрӗк тӗнчине кӗме чарчӗҫ, наци лицейне ишрӗҫ, халӗ Чӑвашкиноне кӑнтасшӑн халӑхӑмӑра кӑшкалан «шӗкӗсем»!
Пусмӑртан хӑтӑлнӑ чӑвашсем кино ӳкерсе пилӗк ҫул хушшинче тӗнчипе паллӑ пулса тӑнӑ: «Сарпике», «Атӑл пӑлхавҫисем», «Хура юпа», «Аппайкка» фильмсене пӗтӗм Союзӗпе кӑтартнӑ, вӗсем чӑвашӑн харкам ӑнне Андриян Николаев космоса вӗҫсе кайнӑ чухнехи пекех ҫӗклеме пултарнӑ. Е паянхи кун чӑвашӑн наци ӑнӗ ӳсесрен чӗтресе тӑраҫҫӗ-ши ҫав этемккесем?
Пирӗн республикӑмӑр пуҫлӑхӗ хӑй чӑваш ҫырулӑхне, чӗлхине лайӑх пӗлнине телевидени мелӗпе ӗнентерме пултарчӗ ӗнтӗ. Ырламалли ӗҫ. Ман шутпа, чӑвашлӑха хисеплеме унӑн чи малтан хӑйӗн министрӗсене вӗрентсен аванччӗ! Ҫутӗҫ, культура, пичет министрӗсем чылай чухне чӑваша хирӗҫле тунӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ пирӗн. Ахӑртнех, юри аркатуҫӑсене, чӑваша юратман ҫынсене суйласа илеҫҫӗ тейӗн ҫав вырӑнсене. Хушаҫҫӗ Петӗрӗ (пьесӑри персонаж) пулмалла мар пек те, ӑслӑ халӑхӑмӑр: «Мускавра ҫӳҫ кассан, Чӑвашра пуҫ касаҫҫӗ» тенӗ ҫав!
Суйлавран суйлавччен кӑна кирлӗ ҫынсен сасси мӗн тума кирлӗ ӗнтӗ ытти вӑхӑтсенче? Ҫавӑнпа та чӑваш хӑйӗн хуйхи-суйхине пӑшӑлтатса ҫеҫ калама хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Чӗрӗлӗр, чӑвашсем, чӑваш киновне пӗтме парас мар!
Виталий РОДИОНОВ,
Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ӑслӑлӑх тава тивӗҫлӗ
деятелӗ, филологи тухтӑрӗ, профессор.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Çавăнпа-и-ха эс 1920-30-мĕш çулсенчи чăваш фильмĕсене çунтарса янă е урăхла майпа тĕп тунă?