Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Вячеслав Шорников: Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко

Вячеслав Шорников03.07.2021 15:173666 Пурĕ пăхнă

Паянхи ҫулҫӳреве эпир Кӑнтӑр Америкӑри Рикон дель Бонете кӳлӗ хӗрринче ирттерӗпӗр. Тӗрӗсрех каласан, ҫак кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Сан-Грегорио-де-Поланко хулара ҫӳрӗпӗр.

Википеди пире ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ку хула Уругвайӑн Такуарембо департаментӗнче вырнаҫнӑ. Хула статусне вӑл 1994 ҫулта тин илнӗ. Никӗслессе вара ӑна 1853 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа янӑ. 1963 ҫулта пӗчӗк хула шайне ҫитнӗ. Хулара пурӗ 3415 ҫын пурӑнать. Сӑмах май, XX ӗмер пуҫламӑшӗнче кунта 6 пин ытла ҫын пурӑннӑ тет.

Ятӑнчен паллӑ ӗнтӗ, ку хулара, хӑйне пӑхсан пысӑк ял пек туйӑнать пулин те, ӳкерчӗксем пит нумай. Вӗсем кашни утӑмрах тесен те йӑнӑш пулмӗ. Паллах, хулара вӗсене графити теҫҫӗ-ха, анчах ытларах енӗпе ҫавах ӳкерчӗксем темелле пуль.

Хула темерӗн, кунта стадион та пур иккен. Тӳрех куҫ умне лекрӗ.

Стадионран инҫе те мар ача-пӑча валли йӗркеленӗ вылямалли лаптӑк. Сӑна пысӑклатсан кунта аслисемпе ҫамрӑксем ытларах пулни палӑрчӗ-ха та ӗнтӗ, ачах ачасем те пур.

Паллах, пӗр-пӗр ӳкерчӗкпе илемлетмесӗр май килмен, ӳкерчӗкӗ абстрактлӑ пулсан та. Тата ку хулара мотоциклсем пит нумай. Велосипедсем те пур ӗнтӗ, анчах Тухӑҫ Азири ҫӗршывсенчи пек нумаях мар вӗсем.

Футбола питӗ юратаҫҫӗ пулас кунта — кӑшт кӑна иртрӗмӗр, тепӗр пралук урлӑ тухрӑмӑр кӑна — ак тепӗр стадион. Пысӑках мар, саксем ҫук, пнчах хапхисем пур — выля та выля.

Ку вара вырӑнти ача пахчи пулас — пӗтӗмпех тӗрлӗ тӗспе сӑрласа хунӑ, трактор ураписенчен, покрышкӑсенчен вылямалли хатӗрсем ӑсталанӑ... Пирӗн патри ача пахчисенче ҫавнашкал япаласем тума юратаҫҫӗ.

Кирпӗчрен купаланӑ ҫуртсем пит нумай. Вӗсен кирпӗчӗсем шупка-хӑмӑр тӗслӗрех. Ӳнере кӑмӑллани тӳрех курӑнать — ак ку ҫурта хӑпартнӑ май тӳрех панно та ӑсталанӑ. Ӑна тимлӗрех пӑхсан, ҫурта 2001 ҫулта туса лартни паллӑ пулать.

Акӑ кӳлӗ патне те майӗпен тухрӑмӑр. Google машини ҫумӑр хыҫҫӑн кунта килсе тухнӑ пулас — пур ҫӗрте те шыв юххисем палӑраҫҫӗ.

Кӳлӗ хӗрри. Википедире темшӗн ку кӳлле Лаго-Ринкон-дель-Бонете шыв управӗ тесе каланӑ. Ӑна, имӗш, ҫак пӗвене, Негро ятлӑ шыв ҫинче туса хунӑ. Хӑй Негро вара Уругвай ятлӑ юханшыва юхса кӗрет.

Кунта эпир кимӗсем нумаййине куратпӑр, темле михӗсем... Ҫуп-ҫапӗ те курӑнкалать, анчах нумаях мар. Сулахайри юнашар участокра шыв хӗрринче шурӑ лаша тӑрать. Ак ҫак картасене, ахӑртнех, лашисем картаран ан тухса кайччӑр тесе тытнӑ.

Хулара кӳлӗ хӗрринче ятарлӑ кемпинг вырӑнӗ те пур. Кунта вара питӗ хӑтлӑ: саккисем те пур, шашлык таврашне хатӗрлеме кӑмакасем те туса панӑ, ҫӳп-ҫапӗ вара курӑнмасть. Ҫакнашкалтарах Тутарстанри Пӳлерте, Валем-Хуҫа комплексра тунӑ.

Юпа ҫинче питӗ интереслӗ паллӑ асӑрхарӑм. Кӑсӑклӑ, мӗне чарать-ши вӑл?

Юрӗ, каялла хулана таврӑнар-ха. Хула тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ май кунти ҫуртсем ытларах енӗпе пӗр хутлӑ пулнине курма пулать. Те ытла провинцире вырнаҫнӑран ку, те кунти ҫыннисем ҫӳллӗ ҫуртсене кӑмӑлламаҫҫӗ. Пирӗн ялсене илес пулсанах, хальхи вӑхӑтра 2-3 хутлӑ ҫуртсем йышланса пынине асӑрхама пулать. Кунта вара йӑлт пӗр хутлисем кӑна.

Ак, калӑпӑр, ҫак ҫурта илес. Мӗн унта вырнаҫнӑ тейӗр? Музей. Муга музейӗ.

Ак ҫак ҫурт та — музей. 3 пин пурӑнакан хулара икӗ музей!

Пӑхӑр-ха мӗнле кӑсӑклӑ хӳме. Вӑл ак ҫак музейпа юнашар вырнаҫнӑ.

Ку вара вырӑнти шкул пулас. Мӗншӗн ҫапла шутлатӑп? Велосипедсем пит нумай, шалта вара — ачасем. Асӑрхӑр: шкул хӳми пӗрре те ҫӳллӗ мар.

Хули ку ял пек кӑна пулин те, анчах хӑтлӑхӗ чӑн-чӑн хулари пекех. Ҫулӗсене асфальтпа витнӗ, хӗррисене бордюрпа чикӗлесе тухнӑ, ҫуран ҫӳренсем валли пур кӗтесре те — тротуарсем пур. Кашни урамрах ҫутӑ пуррине, ҫӳп-ҫап сахаллине каласа та тӑмӑп.

Хулара парк та пур пулас — вӑл шкултан инҫе мар вырнаҫнӑ. Таса, тирпейлӗ… Чечек клумбисем курӑнкалаҫҫӗ...

Пӑхӑр-ха. Ахальтен ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко темерӗм ӗнтӗ — паркри сака та епле сӑрласа лартнӑ. Кашни сакки ҫинче расна ӳкерчӗк.

Икӗ хутлӑ ҫуртсем курӑнмаҫҫӗ терӗм те, ак, хайхи пӗрремеш икӗ хутлӑ ҫурт — унта темле лавкка вырнаҫнӑ пулас.

Тем тесен те ку хулара пит пултаруллӑ художниксем пурӑнаҫҫӗ. Пӑхӑр-ха еплерех автана ӳкерсе хунӑ! Ӳкерессе вара тахҫанах ӳкернӗ пулас — автанӗн тӗсӗ те кайнӑ...

Юрӗ, ытти ӳкерчӗксемпе те паллаштарас та ҫакӑнпа хамӑр кӗске экскурсие вӗҫлес.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj