Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
 

Reklamo

Владимир Тимофеев: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пысӑк хӑрушлӑхра!

Владимир Тимофеев10.12.2020 12:244591 Пурĕ пăхнă

Редакцирен: Владимир Николаевич Тимофеев редакцине хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ (яланхи пекех, кнопкӑллӑ телефонпа усӑ курса, чӑвашла саспаллисене нушаланса пичетлесе...). Унта вӑл тӗп хулари театрсен ертӳҫӗ пуканӗсене кам-кам йышӑнма тивӗҫли пирки ҫырать, ҫамрӑксен театрне чӑвашлатмалли пирки. Эпир ӑна пичете хатӗрлерӗмӗр, кӑшт орфографи енчен юсарӑмӑр.

Унӑн чӗнӗвне пичетленӗ май, палӑртас килет. Ытти МИХсенчи пекех, пӗр-пӗр чӗнӗве пичетлени пирӗн редакци унпа килӗшнине е килӗшменнине пӗлтермест. Пирӗн тивӗҫ — пичетлесси, ҫын шухӑшне сирӗн пата ҫитересси.

Вырӑс ҫынни В.А. Фошин малтан Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ, кайран культура министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленипеле Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ Е.В. Николаева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн директорӗ пулса тӑчӗ.

Ӗҫлеме вӑл маттур ӗҫлет. Анчах, чӑваш чӗлхине юратакан ҫын мар вӑл! Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ пулса тӑтӑр вӑл!

Чӑваш наци конгресӗн паллӑ ӗҫченӗ, мухтавлӑ юрӑҫ В.Л. Клементьев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ пултӑр!

Ю.М. Владимиров, Валерий Николаевич Яковлев тата Н.А. Сергеева режиссер ҫамрӑксен театрне ҫул тытӗҫ!!!

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пысӑк хӑрушлӑхра! Васкавлӑ йӗркепе чӑвашлатмалла ӑна!

В.Н. Яковлевӑн архиври спектаклӗсене выляттарас! «Нарспи», «Кай, кай, Ивана», «Кушар» тата ыттисем, нумай-нумай вӗсем! Н.А. Сергеевӑн камичӗсем тата питӗ кирлӗ!

Ю.М. Владимиров Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрӑн директорӗ пулӗ.

Вячеслав Николаевич Оринов 63 ҫул тултарчӗ! Вӑл Чӑваш академи театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссёрӗ пулса тӑрӗ. Мал ӗмӗтлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ тӗллев (проект)!

 

Чӑваш аталану партийӗн ҫынни, Тимофеев В.Н.

Ӳкерчӗк ҫинче: Оперӑпа балет театрӗ (Валери Туркай тунӑ сӑн); В.Н. Тимофеев пире ярса панӑ СМС.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Варык // 1726.84.3785
2020.12.10 12:35
Хисеплĕ Тимофеева -пермай тĕрленĕ шăлаварпа чăваш театăрĕнче малти ретре лараканскерне- культура министăрăн пуканне шанса парас!
Пĕри // 6663.3.8412
2020.12.10 23:49
Чăн та, Елена Васильевна Николаева килнĕренпе Çамрăксен театрĕ самай вырăсланса кайрĕ.
Хуларан // 2065.28.7839
2020.12.11 10:15
Сӳтӗлни лайӑх, чӑмӑртансан тата лайӑхрах!
Тепри // 3674.63.4692
2020.12.14 14:12
Малтанах ремонт мĕнле тунине тĕрĕслес пулать, ла-ай-ăх тĕрĕслемелле. Преми мĕнле валеçнине те тĕрĕслес пать.
Микула // 9259.3.8429
2020.12.16 05:35
Тӗлӗнтеретӗр. Вырӑс ҫынни "айӑп" мар ӗнте. Усси пултӑр чӑваш культурине ,чӗлхине ,ҫав малта пулмалла. Кунта пире автор "ҫекрет" уҫса парать ? Чи кирли ҫемҫе пукансене кирлӗ пек валаҫеҫҫи ? "Чӑвашлатасси" - чӑваша директором лартасси ? Ҫӳлерех ҫӗкленнӗ чӑвашсем пукансӑр юлсан кӑна вӗсен "чӑвашлӑх туйӑмӗ" ӑнсӑртран тупӑнать тата. Политика тени пукансем пайлассинчен анчах тӑрать пулмалла ? Урӑх нимӗн те ҫук,пуш пушӑ. Тухутлӑ толшноҫ илес тесен тем тума та хатӗр ?
Чӗлхе политики пирки те , пӗлес тесен, инҫете кайма кирлӗ мар . Шупашкарта ,Республика тӗп хулинче,чӑваш чӗлхипе ӳстермелли ача сачӗсем пӗре те ҫук ? Мораль кунта мӗнле? Вӗтелнӗ,халӑх пирки мар хӑйсем пирки кӑна шутлаҫҫӗ ?
Микула // 9259.3.8429
2020.12.16 05:55
Хутте тем калӑр,анчах та паян кун "чӑваш политики" ниҫта та курӑнмаҫ. Шырасан та тупаймӑр. Тульк ан калӑр тӗрӗ уявӗ ҫав тесе. Ячӗ кӑна. Пысӑк ыйту . Чӑвашла политика ҫук пулсан мӗн тума кирлӗ пире вӗсем чӑваш пулни ? Вырӑс пуҫлӑх пулсан чӗлхе пирки те урӑхларах пӑхнӑ пулӗччӗ халӑхӗ ? Чӑваш интеллигенцийӗ те тен чӑмӑртанарах пулнӑ пулӗччӗ? Национальный политикӑн тӗп ҫекречӗ вӑл вырӑнти халӑхран тухнине лартсах хӑйсене кирлӗ политикӑна тытса пырасси пулсан- пире вара мӗн усси ? Пирӗн ун ешши политикӑран мӗнле хӳтӗленмелле ? Вӗсем чӑваш пулни чи вӑйлӑ аргумент пулмалла мар , Пуҫлӑха тухнӑ пулсан та чӑваш ятне ан ҫӗрт, ыйтасса та сирӗнтен икӗ хут ытларах ыйтмалла ? Мораль кунта мӗнлерех пулмалла -чӑваш халӑхне усӑллӑ ӗҫ ҫук пулсан пирӗншӗн есир ҫитӗ ютран та ют ?
Варык // 1726.84.3785
2020.12.16 20:12
Мĕн политики кирлĕ тата сана?.Санăн атте-аннен мĕнле политика пулнă тата?.Сана чăваш тума пултарнă.Мен ухмаха перен?.Тыт та ту политикуна Акапасар калашле.
Ялтан // 9397.3.8919
2020.12.19 04:56
Микулан логика пур , Варыкӑн пачах ҫук. Мӗнле политика кирлӗ тата, мӗнле шкул кирлӗ тата чӑваша? Политики чӑнах та ҫук, Юрани политика мар,ун ячӗ пачах урӑхла. Паравусран малалла ытлаши чупса ан кайӑр тата юрас тесе. Портфельсем пайлама чӑрмантараҫҫӗ вӗсене .
Евразиец // 1977.69.9930
2020.12.19 08:45
Мигула правду пишет. Уважаю. Для меня в современных условиях разницы между русскими и чувашами нет, и русские, и чуваши православные. А у нас в своих грехах любят обвинять русских. Вместо того, чтобы познавать и исправить себя бесконечно, виноватых в стороне ищут. Открывайте, создавайте новые школы и детские сады, кто мешает. В.В.Путин что ли? Или он должен издавать специальный указ по этому поводу? А вы будете шуметь только, что вы государство, у вас конституция, гимн... Чего только нет, а вот главного, головы настоящей на плечах нет.
Agabazar // 2825.28.4329
2020.12.19 22:20
Agabazar
Пире евраçийццăсем «политика» туса параççĕ.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj