Agabazar // 2424.6.4463
2020.05.19 16:06 | |
Кипеч — суя ят мар. Унпа авторĕ хăй усă курать. Çав ятпа хăй хайлавĕсене пичетлет. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.05.19 19:20 | |
Чӑвашсене чӑваш пулма ,чӗлхене юратма вӗрентме кирлӗ мар. Паян пачах урӑххи кирлӗ пирӗн шурсухалсенчен. Чиновниксене ,министрсене тата Республика Пуҫлӑхне чӗлхене упрама чӗнсе калани ӐҪТА? ҪУК. Вырӑсланма тытӑннӑ чӑвашсем ҫинчен те асӑнман.
<br> Етӗрне районӗн "Знамя Труда" хаҫатӗнче мухтанса "чӑваш чӗлхи кунӗ"пирки ҫырнӑччӗ. Ятне "Мы любим родной язык предков" тесе палӑртнӑ. Шутласа ҫитерейменнипе е ятарласа ун пек ҫырнӑ ыйтаймарӑм,анчах та ячӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ,унта пӗтӗм вырӑслатас политика. Язык предков, анчах та сан тӑван чӗлхӳ мар чӑваш чӗлхи. Калаҫ чӑвашла ҫулталӑкне пӗр ерне кӑна,ҫавӑ ӗнте "дружба народов" <br> Ҫавӑн пек тискерлӗх сарӑлса пырать , хитре сӑмахлӑ хупланчӑкпа кртланать хыҫҫӑн хупнӑ,ишӗлнӗ ялти шкулсем ... | |
Agabazar // 2424.6.4463
2020.05.19 20:41 | |
Чиновниксене Кипеч мар, Путин чĕнсе калать. Чиновниксемшĕн Кипеч кирлĕ мар.
Кипеч чиновниксемшĕн наччальник пулса тăрсан, вара вĕсене хуть те мĕн хушма, калама пултарать. Унччен — хушаймасть, калаймасть. Эс те, Микула, хушаймастăн. Эс калани вĕсемшĕн — ноль. Кут шăтăкне те кĕмест вĕсенне. | |
Вулама юратакан // 2713.49.1321
2020.05.19 21:12 | |
Шел, Валери Туркайăн комментарине пустуях хуратнă. Халăх поэчĕ халăх писательне мĕн каланине шутсăр пĕлес килет. Туркай вăл тÿрĕ калакан çын. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.05.19 21:35 | |
Эх ,ан суй вара Акапасар. Кирлӗ пулмасан хисеп хучӗсем тата ытти паллӑсем паман пулӗччӗҫ. Питӗ кирлӗ вӗсем чиновниксене,чиновник те вӗсене кирлӗ. Ҫавсем пӗрлешнипех ӗнте "ӗҫӗсем" те. Симбиоз теҫҫӗ,пурте товольнӑ,халӑхсӑр пуҫне. | |
Хампи // 1155.97.1225
2020.05.20 13:07 | |
Туркай Кипеч мучука мĕн каласси паллă пуль вăл? Кам эс, Кипеч, аслă чăваш халăхне вĕрентме? Хăвна унран ăслăрах тесе шутлатăн-им? Мĕн тунă эсĕ вăл халăх валли? Хăвăн ачусене те тăван чĕлхерен, тăван халăхран пистерсе ýстернĕ пулсан. Трибунăран хитре сăмахсем калани, ”ăсланса“ çырнă статья пеккисем хăвна валли пиар туни кăна тесе çырма пултарнă чăнлăха куçран калакан Туркай.Тен, тата та хаяртарах калама пултарнă.Кипеч Туркай çинчен нумай çăхав çырни пирки. илткеленĕ. Туркайăн хирĕç çырма ти вĕç пур. | |
Agabazar // 2503.82.5634
2020.05.20 14:55 | |
Эп, Акапасар, калăпăр, чăваш халăхĕшĕн питех ним те туман, тейĕпĕр.
Апла пулин те Халал евĕрлĕ япала хăварма шутлатăп-ха. Вара мĕн? Куншăн эс мана персе пăрахма шутлатăн-им? Е, аплах тумасан та, тĕрмене хуптарасшăн-и? | |
Хула ачи // 1726.84.3785
2020.05.20 14:58 | |
Ҫырӑр пурте савещани,кам чарать сире?.Микула ҫыртӑр ача пахчи чӑвашла калаҫас темен ачасене валли уҫасси пирки,акапасар мӗнле майпа хӑвӑртрах вырӑсланасси пирки. | |
Agabazar // 3458.98.6338
2020.05.20 16:06 | |
Хула ачи, эс те Халал çырса хăварма шутлатăн-им? Сан пуçна та унашкал шухăш пырса кĕчĕ-им тата? | |
Малай // 1537.72.7157
2020.05.20 16:12 | |
Аксабар иптеш, эс Валентин Урташ Ислюков пирки мӗн каланине илтмен пулас. Пӗрре ытлаванах хӗрнӗ Валентин Андреевича филармони умӗнчен тытса кайма тӑраҫҫӗ."Мана тытса кайма сире Ислюков хушрӗ-и?" - ыйтать сӑвӑҫ. "Калӑр хӑвӑрӑн Ислюковӑра: Ислюков вилсен мӗн юлать? Пӑх купи юлать. Ӑна та пулсан ҫурхи шыв юхтарса каять. А Урташ хыҫҫӑн тӑватӑ сӑвӑ кӗнеки юлать, Ӑна чӑваш халӑхӗ мӗн виличчен юратса вулать", - тесе калать Урташ.Эс те, Аксабар, хӑвӑн хыҫҫӑн тем купи хӑварас тетӗн пулсан, эппин хӑвар ҫурхи шыв юхтарса ан каяйтӑр.Туля пичче пысӑка ӗмӗтленет пуль те-ха, анчах И.Яковлев Халалӗпе Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисен (кашни сӑвви - халал!) шайне туртаймасть-ҫке-ха. |