Владимир Болгарский // 1163.98.6338
2020.02.09 19:26 | |
Agabazar // 1626.6.2570
2020.02.09 19:41 | |
Чувашская республика с таким именно названием существует не более 30 (тридцати) лет.
До этого она называлась Чувашская АССР, причём были ещё и промежуточные названия, ибо как бы ставшие лишними буквы отрубали не сразу, а по отдельности. Это можно уточнить по источникам. Насчёт лукавого и скользкого слова "ОСНОВАНИЕ" теперь понял. Но в предыдущем объяснении здесь ничего насчёт этого не было сказано. В общем, официальное название нашей Чувашии, со дня официального основания, менялось не один раз. Сколько — это надо подсчитать, опираясь на источники. То ли три, то ли четыре раза менялось название. Культурное наследие Чувашии текен сайтран: « 24 июня 1920 года образована Чувашская автономная область, в 1925 - преобразована в АССР, в 1990 - переименована в ЧССР, а в 1992 г. - в Чувашскую Республику.» | |
Agabazar // 1626.6.2570
2020.02.09 20:07 | |
Владимир Болгарский,
вăт эсĕр ыйтатăр «Чăваш республики 100 çул» пулмалла тесе. Ну, калăпăр, улăштарĕç. Анчах та кĕтнĕ пек пулĕ-ши ун пек чух??? Халлĕхе вара чăвашла çырни те, вырăсла çырни те пур. Чăвашли — сулахайра, вырăсли — сылтăмра ("çул" — "лет" пирки калап) Çавăн пекех: чăвашли — çÿлте, вырăсли — аялта. Чăвашла çырни — шултрарах. Çĕнĕрен майлаштарас пулсан çак йĕркене пăсса хума пултараççĕ вĕт. Ейпух пултараççĕ! ((( А пире унашкал мыскара кирлĕ-и? Кирлĕ мар! | |
Тимер // 1472.54.3513
2020.02.09 22:58 | |
Болгарски яланхи пекех маттур ха вӑл.Анчах та,ей бух,шупашкарта никамран та эпӗ,сӑмахран,илтмен автономи,е республика тесе ҫырнишӗн ҫав логотип ҫинче.Хушас гуманитари институтӗнчи шултра ученӑйсенчен,татса пачр ку ыйтӑва.Акапасара ыйтас ку ыйтӑвра пӑнчӑ лартма. | |
Владимир Болгарский // 1163.98.6338
2020.02.10 00:15 | |
Agabazar: Владимир Болгарский, вăт эсĕр ыйтатăр «Чăваш республики 100 çул» пулмалла тесе.Ну, калăпăр, улăштарĕç. Анчах та кĕтнĕ пек пулĕ-ши ун пек чух???Халлĕхе вара чăвашла çырни те, вырăсла çырни те пур. Чăвашли — сулахайра, вырăсли — сылтăмра ("çул" — "лет" пирки калап)Çавăн пекех: чăвашли — çÿлте, вырăсли — аялта.Чăвашла çырни — шултрарах.
Çĕнĕрен майлаштарас пулсан çак йĕркене пăсса хума пултараççĕ вĕт. Ейпух пултараççĕ! ((( А пире унашкал мыскара кирлĕ-и? Кирлĕ мар. Акапасар, шрифт меллĕ пултăр тесе, вара текстне ăнланмалла мар улăштарма юрать-им? Тата унта пĕрер сăмах кăна хушмалла вĕт, Чавашла "никĕслени" тесе, "100 çул Чăваш автономи облаçне никеслени", пулать вара. Вырăсла:"100 лет основания Чувашской автономной области". Тата тĕрĕсрех вара, саккун логикипе: 100 çул Чăваш Республикине, вырăсла: 100 лет Чувашской Республике. Питĕ пурне те савăнтарать Республика сăмах пурри.Мĕншĕн указри сăмахсене мĕскĕнле пăсса улаштармалла вара? Мĕншĕн мухтавлăрах улăштарма çук? Кам умĕнче, кама юрама тăрăшни пулать ку? Конституцинчен "государство" тенĕ сăмаха кăларса пăрахнин малалли тăсăмĕ мар-им ку? Хăй ячĕпе каласан, "игнатьевщина" текен мĕскĕн ĕçех вĕт ку. | |
Agabazar // 9764.0.4641
2020.02.10 03:51 | |
«Никĕслени» тенине кĕртес тесен, икĕ дата (1920-2020) лартаймастăн. Мĕншĕн тесен никĕсленесси вăл 100 çул тăсăлман.
Анчах та епле-ха логотипра пĕр дата çеç хăварайăн? Вара логотипра «Чăваш автономи облаçĕ» вырăнне «Чăваш республики», «Чувашская автономная область» вырăнне «Чувашская республика» пулмаллаччĕ. Çапла вара текстсен вăрăмăшĕсем кĕскелеççĕ. Ун чухне логотипăн илемлĕх (ÿнер тата пропорци) никĕсĕсене урăхла йĕркелеме тивет. Косметикăлла тÿрлетÿсемпе çеç çырлахма май çук пек туйăнать çавна кура. Ӳнерçĕ шрифт хыççăн хăваламан. Вăл кÿлепене унта мĕнле контент пулмаллине кура йĕркеленĕ. Хуть те мĕнле контента та ÿнерлесе майлаштарма пулать. Анчах та контента улăштарсан илемлĕх никĕсĕ те улшăнатех пуль. Вăл никĕсе çаплах хăварма ăнтăлмашкăн пулать пулин те, çăмăл мар ку. Тимĕр логотипа экспертсем витĕр кăларни пирки систерет. Улăштарсан çав япалана та тепре тума тивет вĕт! Экспертсем хальхинче шарт та март пулсан мĕн пулĕ? Культура министрĕ пĕтĕм яваплăха хай çине илсе çирĕппĕн алă пусса çĕнĕлех патне куçарма пултараймасть пек туйăнать. | |
Владимир Болгарский // 1163.98.6338
2020.02.10 09:13 | |
Акапасар! Указра мĕнле çырнă, логотипра та çапла çырмалла, е паянхи регион мĕн ятлине кăтартса, вара Указ нормисем пăсăлмаççĕ. "100-çул Чăваш автономи облаçне никĕслени" е "100-çул Чăваш Республикине". Урăх вариант, Минкульт çырса лаплаттарни, вăл йăнăш, тата çынсене пустуй хумхатакан вариант. | |
Agabazar // 2917.5.3173
2020.02.10 09:36 | |
«Чăваш автономи облăçне» аса илтĕмер те, çапла вара Указри пек турăмăр теççĕ вĕт.
Анчах та логотипра икĕ дата: 1920 тата 2020. 1920 тени Чăваш автономи облăçне туррĕн пырса тивет, 2020 тени — ун патне тÿррĕн пырса тивмест. «Чăваш республики» çырсан та çавнашкал иккĕлĕх пулать теме пулать. Çапла вара, хуть апла, хуть капла, пурпĕрех пурне те çавăрса илейместĕн. Хуть те мĕнле мекĕçленсен те çавнашкал кăлтăк юлатех. Унран ниепле те тарса хăтăлаймастăн. Ну паянхи ята çырсан эпир унчченхи мĕнпур ятсене асра тытатпăр теме пулать. Чĕмсĕрлĕх йĕркипе (по умолчанию). «100 çул Чăваш Республикине» — вырăсларан калькăлани. Чăвашла мар. «Чăваш республики 100 çулта» е Чăваш республики: 100 çул» — кусем вара чăвашла. «Чăваш автономи облаçĕ» ниепле те 100 çулта пулаймасть: вăл пилĕк çул çеç (1920-1925) пурăннă. Кунпа пĕрлех, апла калани каярахри ятсене те хăй тĕллĕн ума кăларса тăратмасть, ма тесен 1925-мĕш çулта малалла мĕн пулассине никам та пĕлсе тăма пултарайман. Паян та эпир, сăмахран, тепĕр пилĕк çултан мĕн пулассине ним те пĕлместпĕр. Ĕлĕкхисене вара пĕлсе тăратпăр ĕнтĕ. | |
Микула // 9259.3.8429
2020.02.11 09:54 | |
Акапасар ан тупӑш. Тысячелетие России(Руси) тенине те сана итлесен ир уявланӑ. Пирӗн вӗт вырӑссем валли пӗр саккун чӑвашсем валли тепри пулмалла мар . Хусан Ханствинчи уйрӑм Чӑваш Ҫӗрне асӑнни 471 ҫул ,Чӑваш Республики 100 ҫул тесе ӑнланмалла. Ӑнланайма пултарайманнисем ҫӗтсе ан кайччӑр тесен Микула каланӑ пек тумалла ( кунта Акапасарӑн тӑрсах юрать,юрать темелле)- Чувашии 100 Лет- Чӑваш Ен 100 Ҫул. Республика тата область тенине логотип тенинче пачах асӑнмасан та юрать. Етӗрне тата Шупашкар валли "Ҫуралнӑ" кунӗсене тӗрлӗ майпа шутланӑ пек пулмалла мар. Чебоксарам,Ядрину столько то лет темелле. Хула пулнӑ е пулман вӑл кунта кирлӗ мар . Мӗнле ҫав ансат мар япаласене тӑна кӗмелле мар ? Чӑвашии сто лет,а не области,если какой то там чиновник не понимает таких элементарных вещей на что они нам такие нужны ? | |
Владимир Болгарский // 3092.39.2965
2020.02.11 09:54 | |
Акапасар: «Чăваш автономи облаçĕ» ниепле те 100 çулта пулаймасть: вăл пилĕк çул çеç (1920-1925) пурăннă. Кунпа пĕрлех, апла калани каярахри ятсене те хăй тĕллĕн ума кăларса тăратмасть,
Тĕрĕс тинех шутлатăр Акапасар. Çавăнпа та мĕн пуррине уявламалла. Чăваш автономи облаçĕ çуккă, Чăваш республики пур, тата пĕрремĕшне никĕслени пур. Çавсене уявламалла та. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш ячĕсем хушшинче улшăнусем урлă çыхăнусем, çавăнпа та хăй тĕллĕн пĕрремĕш тата кайранхи улшăннисен ятне ума кăларса тăратма юрамасть, указра çырнă пек никĕсленĕ сăмахсăр. Логотип çинче вара мĕн çуккине умне кăларса тăратса çырнă. Питĕ пысăк йăнăш кунпек çырни. |
1747 — Императорская академия наук и художеств в Санкт-Петербурге.1803 — Императорская академия наук (ИАН)
1836 — Императорская Санкт-Петербургская академия наук.
1917 — Российская академия наук (РАН).
С 25 июля 1925 года — Академия наук СССР (АН СССР).
С 21 ноября 1991 года — РАН. Но празднуем не 300-летие Академию художеств Санкт-Петербурга, а 300-летие РАН.