Сайтра пӗрре кӑна мар ҫырнӑччӗ кун пирки, ман хыҫран теприсем те шав кӑлариш пулчӗҫ, анчах та лавӗ ҫав-ҫавах пӗр вырӑнта. Хӑшӗсем вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхинче ниепле те хутшӑну ҫук тесе те пӑхаҫҫӗ. ара Хӗл Мучипе Дед Мороз тӗрлӗ пӗлтерӳ тет Акапасар. капла кӑшт вӑхӑтран Москвапа Мускав та тӗрлӗ хула теме тытӑнасси икккӗленмест, ытти хулана та. самани айӑплӑ теме пӑхаҫҫӗ хӑшӗ пӗрисем. Ҫук, ухмахсемпе ӑссӑрсем хуть хӑш вӑхӑтра та пулнӑ, анчах ытти тапхӑрта ухмахне тӑван ҫемьере ҫеҫ пӗлнӗ пулсан интернет саманинче тӗнчипе палӑраҫҫӗ сӳтӗксем.
Упассипе ыттисем евӗр чылай ҫырма юратмастӑп, пушӑлла супӑнь сутнин ырри ҫук, ҫырувӑн усси пулма тивӗҫ. анчах та ҫавна калас килет: ЧӐВАШСЕМ КИЛӖНЧЕ ЧТӐВАН ЧӖЛХЕПЕ КАЛАҪМА ПУҪЛАМАСӐР ЛАВ ВЫРӐНТАН ХУСКАЛАС ҪУК. Ҫавна кӑшт та тавҫӑрса илӗр, сатра ҫыракансем. кунта ҫыракансем те пилӗк ултӑ ҫын ыттисем чӑвашла маннӑ пулас е вӗсене пачах тӑван чӗлхе кирлӗ мар. Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем ӑҫта? Христофоров, Алина Тайпи, Алина савельева? Ау!!! Е пуриншӗн те Акапасар сӑмах тытать-ши е Шурсухалсем?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.