Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫеҫпӗл ятне чӑвашла ҫырма чӑнах та вӑхӑт ҫитмен-ши?

Аçтахар Плотников01.11.2019 23:3116440 Пурĕ пăхнă

Васка-васка пурнать чӑваш. Ӑна тумалла, кӑна тумалла... Ҫак васкавра вара хӑйӗн пирки шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Чи малтан йӗри-тавра ҫавнашкалах чупса та хӑшкӑлса ҫӳрекен халӑх кӑмӑлне тивӗҫтермелле. Кайран тин вара хӑй пирки те шухӑшлама вӑхӑт тупӑнасса шанать пулас. Ҫапла май чупса та васкаса ҫӳрет ӗнтӗ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫӗнӗ ҫуртне уҫаҫҫӗ. Хитре те илемлӗ. Мӗншӗн-ха эсир вара, Ҫеҫпӗл ячӗпе хисепленсе тӑракансем, вырӑсла кӑна ҫырса хунӑ-ха тесен — хуравӗ питӗ ансат иккен: вӑхӑт пулман. Вырӑсла ятне, туллин ҫырса хума кунӗ-ҫӗрӗпех шухӑшланӑ пулать пулас та чӑвашла, тӑван чӗлхепе те ҫырмалли пирки пуҫа кӗмен пулас. Уҫнӑ хыҫҫӑн тин, ҫынсем асӑрхаса тӗлленӗ хыҫҫӑн, «вӑхӑт ҫитмен» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхине республикӑра ҫӳп-ҫап вырӑнне хуни пирки мӗн чухлӗ шавламаҫҫӗ, мӗн чухлӗ сӑмах хускатмаҫҫӗ — ӗҫӗ-пуҫӗ вара пӗрре те вырӑнтан хускалмасть. «Тен, асӑрхамӗҫ те» тесе ӗҫлеҫҫӗ-ши? Этем текенни йӑнӑш ҫинче вӗренмелле пек те, анчах ҫак ӗҫре вара темшӗн пӗрре те вӗренесшӗн мар. Кашнинчех ҫав «кӗрепле» ҫине пусса, авринчен ҫамккисене ҫаптараҫҫӗ (мазохистсем тейӗн!). Юханшыв портӗнче ҫаплаччӗ — вырӑсла та акӑлчанла та ҫырма май тупнӑччӗ, чӑвашла вара халӑх ыйтсан ҫеҫ ҫурт тӗпне шӑрҫаласа хунӑччӗ. Туристсем валли хатӗрленӗ кӑтартмӑшсенче те чӑвашлине «Ирӗклӗх» пӗрлӗх асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хушрӗҫ. Мӗн, ун хыҫҫӑн ӑса кӗчӗҫ-и? Ҫук! Тепӗр ҫул урӑхлисене вырнаҫтарчӗҫ — унта та чӑвашлисене ҫырма «манчӗҫ». Ку хутӗнче вара хушса тӑмарӗҫ — укҫа ҫук тесе «хӑтӑлчӗҫ». Паянхи куна та ҫырман. Шупашкарти чарӑну вырӑнӗсене ҫӗнетнӗ май та чӑвашла ҫырма «маннӑччӗ» — аса илтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ республикӑри икӗ патшалӑх чӗлхипе те ҫырса хума май тупрӗҫ.

Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫине чӑвашла ҫырманнин сӑлтавӗ вӑхӑт ҫитменнинче мар ӗнтӗ — яланхилле «маннинче», пуҫра та пулманнинче. Ҫак вӑхӑта ҫити те театрӑн ятне чӑвашла куҫармасӑр хӑварманах ӗнтӗ. Пур вӑл вӗсен. Официаллӑ хучӗсенче пулмалла. Хӑйсен пурнӑҫӗ йӑлт вырӑсла иртнӗрен ӗнтӗ чӑвашли пирки сайра-хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Чӑвашли те кирли пирки асра тытнӑ пулсан — ҫурт ҫамкинче чӑвашли валли вырӑн хӑварӗччӗҫ — кунта вара, тӳрех курӑнать, вырӑсла ят валли ҫеҫ вырӑн уйӑрнӑ.

Ҫак «манаслӑх» чирӗнчен тӑван халӑх, уйрӑмах тӗрлӗ йышши ӑшӑ пукан йышӑнакансем, хӑҫан сывалӗ-ши? Е курмӑш пулсах тӑван халӑх культурин чи пӗлтерӗшлӗ паллине ҫухатма тӗллев лартнӑ?

Калӑпӑр, республикӑра пурӑнакансенчен миҫе проценчӗ кӑҫал Кӑк халӑх чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери ҫулталӑкӗ пынине пӗлет-ши? Театр ҫулталӑкӗ тесен пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ пуль. Пирӗн тӑван чӑваш чӗлхине пырса тивекенни, пӗтӗм тӗнче палӑртаканни пирки вара ытлашшиех шарламаҫҫӗ. Влаҫ органӗсен сайтнех уҫса пӑхӑр — театр ҫулталӑкӗпе баннер пур, ПНО (ООН) пӗлтернӗ ҫулталӑк пирки вара — ним те ҫук. Культура министерствин сайтне уҫса пӑхӑр — ҫук. Вӗренӳ министерствин сайтӗнче те кунашкал баннера тупаймӑр. Ҫулталӑкӗ иртсе те каять темелле — икӗ уйӑх ҫеҫ юлчӗ... Ыттисем вара, сӑмахран, — темӗн чухлех. Хыпарӗсене пӑхӑр — чӑвашлисене пач та курма ҫук темелле, икӗ министерстви та вырӑслисене кӑна вырнаҫтарать. Ыттисем пирки калаҫу та ҫук. Спорт, экономика тата ытти сферӑсенче чӑваш чӗлхипе те усӑ курма пуласси вӗсемшӗн ҫав тери тӗлӗнтермӗш япала пулас.

Чӑвашла ҫырни вара ҫав тери вырӑнсӑр-ши? Е национализмран ҫав тери хӑраса (ку термина шовинизм шайне антарса лартса) ҫырмасӑр тӑраҫҫӗ-ши? Маларах ҫырнӑ-ҫке! Никам та йӗрӗнмен. Халь мӗн чарать?

Сӑнсем ҫинче: 1), 2) — Шупашкар районӗ, Шоркка арманӗсен хурал пӳрчӗ ҫине ҫырнӑ транспорантсем; 3), 4) Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑта Пукаш ялӗнче тӗл пулнӑ табличкӑсем (тутӑхса кайнӑ, ҫутӑ юписем ҫинчеччӗ). Автор сӑнӳкерчӗкӗсем.

 

Чӑвашла ыйтсан, чӑвашлине ыйтсан хӑвӑрт кӑна «националист» ярлӑк ҫакса яма юратакансем питӗ йышланса кайрӗҫ. Ҫавсене пула-ши? Ку термина хӑйсем тӗрӗс ӑнланайсан татахчӗ... Ҫук вӗт, «националист» тесе вӗсем «шовинист» тесшӗн. Ҫыннӑн хӑйӗн тӑван халӑхне пӗрре те юратма юрамасть иккен, юттине кӑмӑлламалла, ют культурӑшӑн тар тӑкса ӗҫлемелле. Вара ун пек чухне тин эс «йӗркеллӗ» ҫын, ыттисенчен уйрӑм мар. Хӑйсен чӑвашлӑхне ҫак сӑлтава пулах миҫе ҫын пытармасть-ши? Чӑвашли ҫав ӑҫтиҫук ҫынсен кӑмӑлне ан пӑстӑр тесе чӑваш вырӑсла юрӑ ярать е ют чӗлхеллине.

Тем тесен те влаҫрисен ку ыйту ҫивӗчленсе ҫитни пирки ӑнланса илмеллех. Пытарса, курмӑш пулса пурӑннипе вӑл хӑй тӗллӗн татӑлмӗ. Халӑха (унсӑр пуҫне хӑйсене те) чӑвашли те кирли пирки, чӑвашли те йӗркеллӗ япала пирки ӑнлантарса пама вӑхӑт тупмаллах!

ХК: ку статьяна, паллах, ҫамрӑксен театрне хирӗҫлес тесе ҫырман — паянхи лару-тӑрӑва сивлесе ҫырнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче хура чунлӑ ҫынсем ӗҫлемеҫҫӗ, хамӑрашкалах чӑвашсемех вӑй хураҫҫӗ. Чӑвашлине ыйтнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫырса хуни (хӑш чухне пӗтӗм вӑя хурса ҫакна хирӗҫ тӑраҫҫӗ) тахҫанах йӑлана кӗрсе кайнӑ — статьяна ӑна сивлесе хатӗрленӗ.

ХК2: Елена Васильевна Николаева, театр директорӗ, шӑнкӑравларӗ. Каҫару ыйтатӑп. Ку статьяна хур тӑвас тесе ҫырман — тӗллевӗ чӑвашла ҫырма «маннине» сивлесси пулса.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ялтан // 3481.85.7747
2019.11.04 13:09
Паллах, ку ăнсăртран мар. Паллă: путриот пек катартасшăн хăйне. Кунта каллех Салтыков-Щедрин партиотизмпа мĕн сăлтава пула витĕнни пирки каланине аса илмелле. Апла тĕрĕслемелле! Хăйсемех сигнал панă.
Хампур // 2866.93.4397
2019.11.04 18:04
Чăвашсене вырăc чĕлхине вĕрент тата таçта Мускав пурри çинчен калама юрамасть, вĕсен тÿрех вырăс пулса тăраç.
Agabazar // 2229.87.8678
2019.11.04 18:08
Agabazar
Атя, хуть те мĕнле нĕрсĕрлĕх калатăр Хампур, анчах та чăвашла пултăр.
2019.11.04 20:42
Аçтахар Плотников
https://gdb.rferl.org/154C7332-EB62-4F2D-B511-C120361B0F1F_cx15_cy28_cw83_w1023_r1_s.jpg — Канаш районӗнчи Шӑхасанта та чӑвашла ҫырман иккен...
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.05 07:55
Тин кӑна Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ ҫине чӑвашла ҫырманни пирки культура министрӗпе К.Г. Яковлевпа калаҫрӑм. Вӑл КУН ПИРКИ пуҫласа илтрӗ, питӗ тӗлӗнчӗ.
Кӗскен каласан, ку преступленишӗн министр айӑплӑ мар. Театра ертсе паракансем, КОЛЛЕКТИВӖ ХИРӖҪ МАРРИНЕ ПУЛА, тунӑ ҫак нӗрсӗр ӗҫе!
ВӖСЕМ сурса хунӑ Ҫеҫпӗлпе Чӑваш Чӗлхи ҫине! Намӑс!
Министр ку ыйтӑва паян ирех хускатма шантарчӗ. Кӗтсе пӑхар!
Валери ТУРКАЙ. 8-927-855-54-80. Шӑнкӑравлӑр!
2019.11.05 07:59
Ялтан, Салтыков-Щедрин калани пирки эпĕ тепĕр чстатьяра асăннăччĕ ĕнтĕ. Тата Совет Союзĕ вăхăтĕнчи артистсем калани те пур кун пирки. Тепĕр пулăм пирки калас кăмăл пур: Блокадный Ленинградранран ачасене кăларас текен çемьесенчен укçа ыйтнă. Кун пирки сире никам та калам çук. Акă вăл чиновниксен патриотизм туйăмĕ. Эсир вара тар кăларса мĕкĕрленетĕр, сытый голодного не разумеет теççĕ. Кам сакки çине ларнă, çавăн юррине юрлаççĕ, юрламарăн - алăкран пăхса тăран ыттисем кукăльпе апатланнине
Agabazar // 2355.85.7661
2019.11.05 09:03
Agabazar
Аскольд каланине пĕр пус чухлĕ те ĕненместĕп. "Воображала" теççĕ ун пеккисене. Ахаль çеç, Валери Туркай каланине хупласа хурас тĕллевпе кăна, каланă сăмах, ахăртнех.
Вот и // 3499.57.0798
2019.11.05 10:08
блатуют чуваши, блатуют... Немного мозги следовало бы поправить... Очень и очень не то, что неплохо, а совсем хорошо, когда название улиц или учреждений, объявление остановок на двух языках... Но Чувашия начала жить то-ли по понятиям, то-ли еще как... Одни прозвища и прозвища "Хампур", "Ялтан"(то-ли Автан), "Агабазар"( да еще латинскими буквами), "Туркай", "Ушан", "Аскольд"... Это что, такая чувашская "скромность", культура-сознание? Чего обижаться друг на друга, когда все одинаковые и едины.
2019.11.05 10:22
Аçтахар Плотников
«Кӗскен каласан, ку преступленишӗн министр айӑплӑ мар.»
Кунпа эп вара килӗшместӗп. Хӑйӗн хуҫалӑхӗнче мӗн пулса иртни пирки пӗлмеллех ӗнтӗ. Е, калӑпӑр, министерство сайтне вырӑсла ҫеҫ тултарса пынине те пӗлмест-им?
Путин епле пӗтӗм ҫӗршыври кашни вак-тӗвекшӗн яваплӑ, министр та хӑйне шанса панӑ министерство ӗҫӗсемшӗн явап тытать. Ну халь театр ертӳҫине пӑскӑртрӗ тейӗпӗр, вӑхӑтран чӑвашла та ҫырӗҫ. Ытти енӗпе лару-тӑру улшӑнӗ-и? Иккӗленетӗп.
Атнер // 1726.84.3785
2019.11.05 11:11
Йоҫӑф, вӑран, сан театӑрта Ҫеҫпӗлтен кулаҫҫӗ!.Нивушлӗ никам та хӳтӗлеймӗ тӑван чӗлхемӗре тӳре-шараран.Тургай кӗрешет пӗчченех,пулӑш айвансене Йоҫӑф.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj