Вот и // 1916.90.0242
2019.11.03 09:42 | |
чего в пустую шумите, вот чего шумите? У вас же великий патриот и националист Игнатьев в качестве главы и эльдебером называете еще его, а сити-менеджер столицы под прозвищем "Ушан". А вы чего шумите, если давно живете по понятиям? Вон какие великие у вас "Эльдебер" - древнее средневековья и "Ушан". Как вы связали древность с современностью. Здорово! А вы всё шумите... | |
Малай // 2866.93.4397
2019.11.03 10:32 | |
Акапасар, чăваш çамрăкĕсен театрĕ малтан вырăс театрĕн çуртĕнче хватерте пурăнман, вăл çурт чăваш театрĕн çурчĕ шутланнă, директорĕ те çамрăксен театре çĕнĕрен чĕртсе тăратнă Зоя Ярдыкова пулнă. | |
Agabazar // 2226.63.4747
2019.11.03 11:32 | |
Шап-шурă купăста,
Эпир ташша пит ăста. Юрламасан, ташламасан, Пире кунта намăс та! | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.03 14:28 | |
Малтан,чиновникпе калаҫиччен,полковник Масловӑн рапортне вуласа тухӑр. Унта та паянхи пекех халӑх мӗншӗн чиновниксенчен "кӑмӑлсӑр" пулнине тӗпченӗ. Маслов Бенкендорф патне чиновниксен тискерлӗхӗ пирки ҫырать. Халӑхшӑн пулнӑ чиновнике ытти чиновниксемех мӗнле майпа тӗп тунине те палӑртать. Чи кирли тата акӑ мӗн,пирӗн малтанхи историксем сире ун пирки каламан. Маслов калавӗн тӗп шухӑшӗ ҫавӑ- "чӑвашӑн "айӗпӗ" вӑл чӑваш пулнинче.(ун чухне вырӑсла сахалтарах пӗлни мар)
<br><br><br><br> Паянхи чӑвашран тухнӑ чиновник чӑваша усӑ тӑвасран питӗ хӑрать,ӗҫ вырӑнне ҫухатасран шикленеть? Шкулсенче те,хулара, ыйтусем тӑрӑх 25% ачасем хушшинче ытти наци ачисене "хӗстерни" палӑрнӑ. Хулари чӑвашсем ҫакна пула ҫеҫ ачисене "вырӑслатаҫҫӗ". Чӑваш чӗлхи "кирлӗ мар" тени ҫук кунта. Кунта ӗмӗртен пыракан япала. Вырӑссем хушшинче чӑваша чӑваш пулма яланах йывӑр пулнӑ? Вырӑсла "национальный гнет" теҫҫӗ. Мӗн тумалла ? Хулари чӑвашсен хулара ытларах чӑвашла калаҫмалла,уйрӑмах элитӑн.Чӑвашла уявсем ытларах тата халӑх йышлӑ вырӑнта пулмалла. Паян хулари чӑваш валли тӑван чӗлхепе калаҫмалли вырӑн 0,оооооооооо1 % кӑна . .. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.03 14:45 | |
Туркай Валерий Владимирович, чиновник патне пӗччен каймалла маррине мансӑрах пӗлетӗр пулӗ ? Йышпа каймалла,ыйтусем те пӗрре кӑна мар пулмалла,калаҫнӑ хыҫҫӑн хутне те ҫырмалла,кайран хуравне те халӑха пӗлмелле тумалла. Пӗччен ҫынна улталама та хӑратма та пултарӗҫ кантурти чиновниксем ? Мансӑрах пӑлетӗр, театр ятне чӑвашла ҫырманни вӑл киревсӗр пулӑмӑн ӑнсӑртран палӑрнӑ пайӗ кӑна ,ытларах пайӗ вӑрттӑн.пытанать.
Хулари чӑваш ачине чӑваш пулса ӳстерме ача сачӗсенченех пуҫламаллине ӑнлансан та ҫав ыйтӑва ҫӗклекен ҫук. Тен эсир тапратӑр лачакаран "хулари чӑваш ачин чӑвашла пуласлӑхне"? | |
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.03 16:52 | |
Микула-тӑванӑм, эпӗ ку ыйтӑва, вӑраха ямасӑр, ЧР культура министрӗ К.Г.Яковлев ХӐЙӖН ШАЙӖНЧЕ татса парассине шанатӑп. Тем тесен те унӑн кӑкӑрӗнче Чӑваш Чӗри тапать.
Эп хальлӗхе К.Г-па ку темӑпа калаҫман-ха. Ҫыртаратпӑрах Ҫеҫпӗл ячӗллӗ театр вырнаҫнӑ керменӗн "ҫамки" ҫине ЧӐВАШЛА ҫырнине! Сӑмах май каласан, Ҫеҫпӗл 120 тултарнине ҫак керменре ноябрӗн 22-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Пурне те телей сунса, Валери Туркай. | |
Атнер // 1843.91.6820
2019.11.03 17:42 | |
Йоҫӑф ӗҫленӗ театрта нивушлӗ пӗр чӑваш чунлӑ ҫын та юлман?.Директрорӗ тата кам ши?.Чӑвашлӑха хастар упрама тата чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа тӑваканӗех ши?. | |
Agabazar // 3486.26.3061
2019.11.03 19:57 | |
Малай,
Вырăс театрĕн çуртĕнче Филармони пулнă. Çав филармонисем патĕнче Çамрăксен театрĕ хваттерте тăнă. Кайран Филармоние Политикăлла Çуттатурту çуртне панă. Анчах та Çамрăксен театрĕ унта пурпĕрех хуçа пулса тăрайман, мĕншĕн тесен вăл çурта Вырăс театрне илсе килнĕ. | |
Алексин // 6456.8.1638
2019.11.03 20:45 | |
Эх, Алексей Петрович! "Вот и" эс те хӑв шухӑшна улӑштарсах тӑратӑн... | |
Agabazar // 2229.87.8678
2019.11.04 12:38 | |
Кун пек кăсăк мыскара
Пулса иртнĕ Мускавра.... |