Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать?

Аçтахар Плотников23.07.2019 18:277320 Пурĕ пăхнă

Пӑлхар хулинче экскурсире ҫӳренӗ мая мана яланах унти кив мунчасем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ. Вӗсен ишӗлчӗкӗсем. Пӑхан-пӑхан вӗсем ҫине, анчах халӑх унта мӗнле ҫӑвӑннине пӗрре те ӑнланаймастӑн. Ак паян ӑнсӑртран тенӗ пек корейсен ондолӗ пирки пӗлтӗм. Вӑл мӗнле ӗҫленине курсанах пӑлхарсен мунчине епле йӗркеленине ӑнланса илтӗм.

Ондоль — кӗскен каласан, пӳрте ӑшӑтмалли меслет. Кӑмака ӑшши тӳрех мӑрьене мар каять — малтан сакайӗпе иртет те кайран тин вара тӗтӗм урамалла тухать. Ҫапла май урай питӗ ӑшӑ пулать пулас. Ондоль евӗр кӑмака тӳрех темиҫе енпе паха. Пӗрремӗшӗнчен хӑй вучахӗ ҫинче апат пӗҫерме пулать. Иккӗмӗшӗнчен — вӑл пӳрт урайне ӑшӑтать.

Паллах, ондоль вырӑс кӑмакипе танлаштарсан кӑткӑсрах. Ӑна йывӑҫ пӳртре тӑваймӑн. Никӗсне чултан купалама тивет. Тата унсӑрӑн пуҫне никӗсӗ ҫирӗп пулмалла — урайра ҫурӑк пулсан тӗтӗмӗ пӳлӗме тулӗ-ҫке. Ҫак сӑлтавсене пулах ӗнтӗ ман шутпа чӑвашсем унашкал кӑмакана пӑрахӑҫласа вырӑссен меслечӗпе усӑ курма пуҫланӑ.

Пӑлхарти мунчасене сӑнанӑ май варринчи никӗссене мӗн тума тунӑ-ши тесе пуҫ вататтӑм. Ондоль кӑмакине пӑхсан вара ҫав хушӑксем кӑмакан ӑшши куҫмалли ҫулсем — пӑрӑхсем — пулнине часах тавҫӑрса илме пулать.

Сӑмахран, унашкал кӑмака китайсен те пур иккен. «Кан» ятлӑ. Кӑшт урӑхларах, анчах ӑшӑтмалли мелӗ пӗрешкелех. Унсӑр пуҫне ячӗ «Кӑмака»-на ҫывӑх тесен те йӑнӑш пулмӗ пуль. Ашмарин хатӗрленӗ словарьте кӑмакан «кӑма» варианчӗ ахальтен ҫырӑнса юлманах ӗнтӗ. Ӗлӗк тахҫан вӑл, тен, «кӑм» кӑна пулнӑ…

Егоровӑн этимологи словарьне пӑхса илер-ха:

КӐМАКА «печь», «печка»; алт. В кемеге, узб. С кумак «песчаная печка». От тюрк. кум «песок» + якут ohor «печка» > кумаhor > кӑмаға, диал. комого; Н.И. Ашмарин усматривает в этом слове русск. «каменка»; в марийском «камака», «комака», «конга» из чувашского.

Ман шухӑша ытлашшиех хирӗҫлемест тесен те юрӗ. Федотовӑн этимологи словарӗ тӗслӗхсен йышне хушса парать. Кунта ҫак сӑмах телаутсен, алтайсен, лебединсен, каракӑркӑссен те пулнине кӑтартать. Тата ҫавӑн пекех авалхи яппун чӗлхинчи kamado сӑмахпа (вучах пӗлтерӗшлӗ) танлаштарса пӑхма сӗнет. Ман шутпа ҫаксене пӗр тӗвве ҫыхӑнтараканни — китайсен «кан» сӑмахӗ. Унсӑр пуҫне «кӑмака» тутарсемпе пушкӑртсен тӗл пулмасть...

Авалхи римлянсен гипокаустне те асӑнмасӑр хӑвармалла мар. Вӑл та ҫав меслетпех ӗҫленӗ. Вучахри вӗри сывлӑша урай айӗпе ярса пӳлӗме ӑшӑтнӑ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх ҫурта вӑл меслетпе ӑшӑтмаллине авалхи грексем имӗш шутласа кӑларнӑ. Авалхи римлянсем унпа усӑ курма тытӑннӑ. Уйрӑм ҫын ҫуртне, имӗш, ӑшӑтма вӑл ытла хака ларнӑ, анчах та обществӑллӑ мунчасенче, вӗсене патшалӑх укҫипе хӑпартнӑран, тӑкаклӑ туйӑнман. Пӑлхар мунчин тымарӗ те, тен, шӑп ҫавӑнтан пырать. Хунсен вӑхӑтӗнче пӗлнӗ те Атӑлҫи тӑрӑхне илсе ҫитернӗ.

Тепӗр енлӗ пӑхсан ку теорине кӑшт тиркеме те пулать — ондоль е гипокауст тем тесен те куҫса ҫӳреме пӑрахнӑ халӑхсен кӑмаки. Юртӑра (= чӑв. ҫурт) тем тесен те унашкал кӑмакана тӑваймӑн — пӗр вырӑнта тӗпленсе пурӑнакан халӑх кӑна унашкаллине ӑсталама пултарӗ (юртӑна сӳтсе тепӗр вырӑна ҫитсен каллех купалама тивет-ҫке...). Унсӑр пуҫне хун вӑхӑтӗнче пӗлнӗ япалана Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗччен ҫитерме тем тесен те ҫамӑлах мар.

Ҫавна май ман шутпа Пӑлхар мунчисене ҫавах та Вӑтам Азирен илсе килнӗ. Лере вара — тен, китайсенчен вӗреннӗ. Пӑлхар хулинчи мунча тем тесен те питех те ӗлӗкхи мар-ҫке — XIV ӗмӗрте хӑпартнӑскер ҫеҫ.

Информаци тата шыракаласа пӑхрӑм та пӑлхар мунчине Вӑтам Ази меслечӗпе тунӑ тенине тӗл пултӑм. Унашкал мунчасем Вӑтам Азире, Крымра тата Кавказ леш енче сарӑлнӑ иккен. Асӑрхӑр, ку пӗтӗм вырӑнсем — чӑвашсем ӗлӗк-авал пурӑннӑскерсем. Пирӗн мӑн асаттесем кӑпчаксенчен маларах пӗр вырӑнта тӗпленсе пурӑнма пуҫланӑ (сӑмахран, ҫӗр ӗҫне пула) тенине тӗпе хурсан ҫакна уйрӑмах ҫирӗппӗн калама май пур. Пӗр ыйту кӑна ку теорие пӑсать — мӗншӗн-ха Пӑлхар хулинче пырӑнакансем мунчана XIV ӗмӗрте ҫеҫ хӑпартнӑ? Тен, ун ӗмӗрӗ вӑрӑмрах? Е ӑна, ҫавах та Пӑлхар хулине ярса илнӗ хыҫҫӑн туса лартнӑ?

Е тӗпӗр ыйту — мӗншӗн вӗсен шучӗ ҫав тери сахал? Эп пӗлнӗ тӑрӑх Пӑлхарта иккӗ кӑначчӗ пулас. Сӑварта вара пач та ҫук. Пӳлерте пулнине те археологсем тупайман. Пӑлхарти мунчана тутар-монголсем туса лартнӑ-ши?.. Чим-ха… Чӗмпӗр облаҫӗнче те тупманччӗ-и-ха…

Пӗтӗмлетсе каласан, тӗнчери тӗлӗнтермӗшсене курни, вӗсем пирки илтни-пӗлни хӑш-пӗр чухне ҫухатнӑ япаласене те аса илме май парать. Корейсен ондольне пулах, ав, китайсен канне тупайрӑмӑр. Ун пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн хамӑрӑн кӑмакан тымарне те кӑшт та пулин уҫӑмлатма май килчӗ. Тӗрлӗ халӑх культурисене тӗпченӗ май пирӗн, чӑвашсен, историйӗ чӑн та питӗ тарӑн пулнине курма пулать.

 

Ӳкерчӗксем ҫинче: Пӑлхарти мунча (2009, автор тунӑ сӑн); Ондоль урайне сарни; Ондоль ӗҫӗн схеми; Ондоль умӗ (вут пуленккисене юнашар вырнаҫтарнӑ); Ондоль кӑмакине апат пӗҫерме усӑ курни; Пӑлхарти мунча (2009, автор тунӑ сӑн); Китайри кану ҫуртӗнче усӑ куракан кан (ҫынсем ӑшӑ чул урай ҫинче канаҫҫӗ); Авалхи римсен гипокауст мунчин схеми; Пӑлхар хулинчи мунча ишӗлчӗкӗсем (2009, автор тунӑ сӑн).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 9292.8.0364
2019.07.23 23:02
Agabazar
Хальхи вăхатра пÿртсене те çапла ăшăтмалла тăваççĕ. Урайне полипропилен пăрăхсем сараççĕ, вĕсене цемент-хăйăр ирĕлчĕкĕпе хуплаççĕ. Типсе çитсен çиелтен линолеум сараççĕ. Курăнса тăракан радиаторсем çук.

Унашкал мунча Пăлхар хули патĕнче кăна мар пулнă. Чĕмпĕр облаçĕнче Сĕвепе хальхи Ăнтăр хушшинче тупса палăртнă. Нимĕçсем валли ятарласа ял тума пуçланă чухне ăнсăртран чавса кăларнă.
Agabazar // 9292.8.0364
2019.07.23 23:10
Agabazar
Сăмахран, хайхи Чĕмпĕр мунчи пирки ак çакăнта вулама пулать — https://ulpressa.ru/2017/09/05/v-god-ekologii-na-territorii-krasnosyundyukovskogo-i-gorodishha-arheologi-iz-kraevedcheskogo-muzeya-obnaruzhili-predmetyi-byita-naseleniya-domongolskogo-perioda/

Пăлхар хулинчи мунча (сем) Ылттăн Урта вăхăтĕнчен пулсан, Чĕмпĕр таврашĕнчи мунчана Баттыйчченхи тесе шутлаççĕ.

Хайхи çав тупнă мунча таврашĕнче чăваш ялĕ никĕслес енĕпе сĕнÿ тăратмалла. Унта никам та пурăнмасан, хайхи археологи палăкĕсене хурахсем-вандалсем тустарса пĕтереçççĕ.

Упраса хăварас тесен çапла тăвасах пулать. Урăх май çук.
Атнер // 1726.84.3785
2019.07.24 15:44
Ну мттаур Микулай Платник.Академике кӗме ыйтса хут ҫырма та пулать.Тавах сана ку хыпаршӑн.
2019.07.29 18:02
Владимир Изачак
Уважаемый Асьтахар! Я редко обращаюсь с какой нибудь просьбой, но тут особый случай
В отделе краеведения Чувашской нацбиблиотеки я для Станьяла В.П. оставил дарственные экземпляры своих последних книг - "Последний сборник" и "Жизнь продолжается",
Обычно мы с ним переписывались по электронной почте. Но последнее время от не отвечает, так же и его телефон не отвечает. Возможно, он снова приболел, в нашем возрасте это - нередкость. Если есть у Вас возможность связаться с ним или с его дочерью, я просил бы Вас сообщить В.П. о моем подарке. Так же по его просьбе перевел несколько его стихов и отправил по эл.почте. Если Вам не трудно.
2019.07.29 20:15
Аçтахар Плотников
Сегодня он (скорее всего) разместил статью в защиту Слакбашской земли. Но так как там были недочеты + время между статьями не соблюдено, я пока эту статью не разместил (к тому же размещено было в новостях). Дочери написал (что лучше согласовывать заранее), но и она пока не ответила.
Напишу им.
Улатимир // 1535.55.3596
2019.08.05 09:34
Пӗлме интереслӗ. Лайӑх тӗпчесе танлаштарса кӑтартнӑ. Маттур, Аҫтахар юлташ!
Agabazar // 3296.96.1703
2019.08.08 13:04
Agabazar
Тĕтĕм çулĕсене çийелтен мĕнпе тата мĕнле хуплани уçăмлах мар.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj