Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Вут-шанкӑ

Аçтахар Плотников03.12.2018 13:428780 Пурĕ пăхнă

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать. Ҫавӑ иккен вӑл — шанкӑ. Вут-шанкӑ — хутма, ҫунтарма хатӗрлекен япала. Тӗрӗс ӗнтӗ, хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑка питӗ час типет, лайӑх ҫунать. Ӑна пуҫтарма та ҫӑмӑл.

 

Хыҫран хушни. «Шанкӑ» сӳнӗ ҫӑкаран пулса кайнине тӳрех калама йывӑр. Мӑшӑрлӑ сӑмахсенчи сайра усӑ кураканни ытларах чухне — пӗр пӗлтерӗшлӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула калаҫуран тухнӑскер пулать. Кунта та «шанкӑ» тени вутта пӑрахмалли туратпа е пулинккепе ахӑртнех ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, Ашмаринӑн сӑмах пуххине пӑхсан унта Юхма Мишши илсе пани чӑн та пур:

Шанкӑ — лутошка, липа, с которой снята кора, содрано лыко; голая ободранная липовая лутошка; липовое бревно, срубленное летом; сушняк, сухой хворост...

Тепӗр май каласан — вӑрманти типӗ вутӑ (ытларах чухне — ҫӑкаран).

Шанкӑ сӑмах 1982 ҫулта тухнӑ сӑмахсара та кӗнӗ — http://samah.chv.su/s/шанкӑ

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj