Аскольд Де Герсо // 3079.96.4415
2018.09.24 12:20 | |
Астор скиф, историне вара ăçта хăш тĕнчере шырамалла? Паянхи кун татаро-монгольское иго пулман теме пăхаççĕ, ку вара историрен виççĕр çула яхăн тапхăра çухаттарать. Калама çăмăл. Индеецсем вара, тĕслĕхрен, хăйсем кам пу лнине пĕлменрен пĕтнĕ-и, сирĕн шухăшпа? Конкистадорсем тĕплеççĕ, çука лăркама кирлĕ мар. Вĕренĕр чăвашла кам чарать? Мана, тĕслĕхрен, никам та чарни çук чăвашла çырма, вулама, пуплеме, е сире çавăтса çÿресе вĕрентмелле-ши? Апла-тăк, чĕлхе пĕтесси курăнсах тăрать. Хирĕç кунта Акапасар сиксе ÿкессе шансах тăратăп, анчах та чăваш халăхĕ Акапасар йышшисем çинче тăмасть, çынсем, чунтан тăван чĕлхене парăннă çын6сем çинче тăрать.Хăшĕ интернетра пуш параппан çапакан çинче мар | |
Астор скиф // 6836.6.7441
2018.09.24 22:33 | |
Аскольд.Сан пек йӗрӗхсем чӑвашла пӗлни ниме те тӑмасть. Эс теп сакайӗнчи шӑши ҫеҫ. Кушак кайӑкӗ...
"Индеецсем" хӑйсем ӑҫтан тухса Америкӑна лекнине маннипе пӗтнӗ.Ытти халӑхсемпе хутшӑнма пӑрахнӑшӑн... А "тутар-монгол" иги чӑнахах та пулман. Вӗсем пирки Багдад халифатчӗн игине анранисене пӗлтерес мар тесе "тӑнлисем" суя явап тунӑ. Тутарсем вӗсем, араб мамлюкӗсем ("тюркӑсем")... | |
Микула // 9259.3.8429
2018.09.25 12:25 | |
Скиф тата çитменччĕ кунта вĕрентекенни. Санăн пĕрре çумне пĕре хушсан иккĕ пулать тени паян кун "достижени" мар. Çĕнни çук пулсан сывлăша ан чĕтрет. Юмахçăсем паян суваристсем хушшинче ,кунта мар. Сана мар, АСЛĂ ТИМĔРЕ те кунта итлекен çук. | |
Agabazar // 3469.59.0829
2018.09.25 13:24 | |
Чăнлăха "çĕнетмеççĕ". Е чăн, е чăн мар. Чăн пулсан, "çĕнетни" ним тума та кирлĕ мар. | |
Аскольд Де Герсо // 2192.19.8545
2018.09.25 18:39 | |
Скиф, е тата мĕнле тăр ятлă, калас сăмахă пулсан мĕншĕн пытанатăн? Çын кулли пуласран шикленетĕн-и е? Сан йышшисем ы тти сайтсенче те мулĕпе тĕрлĕ никсем хыçĕнче тула тухнăн пытанса лараççĕ. | |
вова // 1328.72.8776
2018.10.31 21:54 | |
Прежде чем ставить Сеспеля в пример поколениям нужно просмотреть его "историю болезни". Почему ни один из нас, пишущих здесь, не поинтересовался его биографией. Это же натуральный маньяк, психически неуравновешенный человек, покончивший собой. В бытность своей "большевистской деятельности" в Чебоксарах на его совести десятки, если не сотни, расстрелянных и замученных ни в чем не повинных людей. Он весь утонул в крови! Не из-за этого ли у него эти самые вопросы "жизни и смерти"? | |
Agabazar // 3488.90.2686
2018.10.31 23:47 | |
Чăвашла калаç.
Çеçпĕлĕн чирĕн ячĕ паллă — шăмă туберкулёзĕ. Вăл мĕн япала иккенне пĕлес тесен шырав йĕркинче "костный туберкулёз" (е "туберкулёз костей") тенине çапса ларт та — пус: кирлĕ çĕре тухатăн. Мĕнле вырăнсенче ĕçленĕ Çеçпĕл? Теччĕре — следователь тата следстви пайĕ пуçлăхĕ (Хальхи йĕркепе Теччĕ уесĕн прокурорĕ тесе ăнланмалла) Шупашкарта — Ревтрибунал пуçлăхĕ (Чăваш Ен прокурорĕ тесе ăнланмалла), Юстици пайĕн пуçлăхĕ (Юстици министрĕ тесе ăнланма пултаратăр). Унăн ун чухнехи ĕç-хĕлĕ нимĕнле асар-писер ĕçсемпе те çыхăнман. Вăрăсене тытнă, Хулигансене тытса чарнă, хирĕçекен килйышсене лăплантарнă... Чаппан вăрçи пуçланман-ха ун чухне. Нимĕнле репрессисене те Çеçпĕл хутшăнман. "Ĕлкĕреймен" темелле пуль. | |
Dfcbkbq // 3076.59.5035
2018.11.01 21:24 | |
Туслă халăх пулма пăрахрăмăр- пĕрне-пĕри кĕвĕçсе, кăшласах пĕтетпĕр, Чуралăхран тухнă-ши паянхи куна чăваш? Тата темĕнле усал, пăтăрмах -раздрай юхăмĕ :- халăха темиçе пая уйăракан тапаçланни (суварçăсенпе пăлхарçăсем) ĕçĕсем ырă япала мар. Чăвашсем эпир -тĕрлĕ ăрупа -йăхран таракан, пĕр чĕлхе пире пĕр халăха чамăртанă, хамăрăн патшалăх пулнă, халь чĕлхене манса, патшалаха ячĕшен кăна хаварнă , шучĕпе те чакса тăвайккине шуса анатпар ...... КАМ АЙĂПЛĂ?
Çеçпĕл Мишшипе Юрий Яковлев мар. | |
вова // 1353.98.6942
2018.11.06 19:00 | |
Халӑхӑмӑр малалла та аталанса пытӑр тесен пирӗн пурин те пӗрле пулмалла! Иван Яковлевӑн халалӗсене ӑсра тытса. | |
Agabazar // 3538.2.9213
2018.11.06 20:22 | |
Иван Яковлев "Халалне" тĕппирех вуласа тухрăн-и-ха? |