Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Микула: Чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне ытти чӗлхесенче шырамалла пулнӑ

Микула17.05.2018 06:1328199 Пурĕ пăхнă

Паянхи кун та палӑртса паман халӑх ячӗ... Ятарласа палӑртса паман тесе каласан тӗрӗсех пулӗ. Мӗншӗн тесен малтанах ҫулӗ тӗрӗс мар пулнӑ. Лашине урапинчен мала тӑратнӑ пекех. Сувар сӑмахран чӑваш сӑмаха нимле майпа та тӑсса, улӑштарса пама ҫук пулсан та ҫавӑн ҫинех «тиенме» хӑтланаҫҫӗ паян кун та. Лавӗ чӑтаймасть пулсан та. Паян кун ҫӗнӗлле информаци пулнине шута та хурасшӑн мар. Ӗлӗкхи тӗпчевҫӗсен информаци тени ҫав тери сахал пулнӑ пулсан, паянхи кун та вӗсен ӗҫӗсене тӗп вырӑна хурса пыни наукӑна аталанма чарса пырать. Ҫавӑ ӗнтӗ чӑрмантарать пире «чӑваш» сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртма.

Ӑнланас пулать, чӑваш ятне палӑртма «чӑрмантаракан» тепӗр хушма тупсӑмне те. Вӑл Турципе Раҫҫей патшалӑхӗ чылай вӑхӑт хирӗҫ тӑнипе ҫыхӑннӑ. Тепри, чӑрмантараканни, Хусан ханстви тапхӑрӗ пирки уҫҫӑмӑн ҫырма юраманни. Паянхи кун вӑл «табусем» ҫук, ҫавӑнпа та чӑваш сӑмах пӗлтерӗшне уҫҫӑмӑнах палӑртма пулать.

Филологсен чи пысӑк йӑнӑшӗ вӑл «чӑваш» тата «чӑвуш» сӑмахсем ҫине саспаллисем витӗр пӑхни. Ҫырни вӑл улшӑнма пултарать, акӑлчан чӗлхинчи пекех, паянхи Турцинче чавуш сӑмаха ытларах «чӑваш» тесе калаҫҫӗ. Ӗлӗк те ҫавӑн пекех пулма пултарнӑ-ытларах чавуш, е чауш мар чӑваш тенӗ?

Ашмарин чӑваш сӑмаха «ҫӑваҫ» сӑмахпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫӑваҫ сӑмах ҫӑва сӑмаха аса илтернипе пирӗн историксем вӑл шухӑша ырласах кайман. Мӗншӗн ырламан? Информаци сахалтарах пулнӑ. Паянхи кун Ашмарин каланине тӗрӗс теме пулать, анчах та унӑн шухӑшне те малалла тӑсас пулать. Мӗншӗн ҫӑваҫ сӑмах чӑваш сӑмахпа пӗрешкел пулнине ӑнлантарам.

Ҫӑваҫ сӑмах паянхи кун тӗрӗк чӗлхисенче, уйрамах Турци патшалӑхӗн чӗлхинче мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине тишкерер. Азербайджан чӗлхинче «саваш», Турцинче «саваҫ» тесе калаҫҫӗ. Пӗлтерӗшӗ вӗсен анлӑ, анчах та пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ, ҫапӑҫу вырӑнӗ, ҫар ҫынни тата ытти те. Калӑпӑр мӗнле пулать Турци патшалӑх чӗлхинче «ҫар карапӗ»? Пулать «саваҫ кемисси». Ашмарин чӑваш сӑмах ҫӑваҫ сӑмахпа пӗрешкел пулнине тӗрӗс каланӑ, анчах та ҫаваҫ сӑмахӑн чӑн пӗлтерӗшне палӑртман. Палӑртма вӑл вӑхӑтра информаци ҫителӗксӗр пулнӑ.

Герберштейн Чӑваш ҫӗрне палӑртса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫӗнӗлле пӑхсан ӑнланмалла ҫав сӑмахӑн пӗлтерӗшне. Вӑл вӑхӑтра «линия фронта» унта пулнӑ, ҫавӑнтах тӗп ҫапӑҫу вырӑнӗсем пулнӑ, унтах ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнисене пытарнӑ вырӑнӗсем те пулнӑ. Курбский ахальтен мар асӑннӑ «чӑваш ялӗсем пысӑк кармансем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ» тесе. Чувашия тени ҫапӑҫу вырӑнӗ тенипе пӗрех илтӗннӗ.

Паянхи Турци патшалӑх чӗлхинче сувар, сӑваҫ тата чавуш-чӑваш тени пӗр пӗлтерӗшлӗ, пӗтӗмпех ҫарпа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май филологсенчен ыйтас килет. Мӗнле майпа ҫавӑн пек информацине курмасӑр иртсе кайма пулать? Ун пек юрамасть.

Паянхи кун палӑртнӑ фактсене пӗрлештерсен чӑваш сӑмахӑн пӗлтерӗшне нимле майпа та пытарма ҫук. Чӑваш тени ҫар ҫынни пулать. Чӑваш ен тени ҫапӑҫу вырӑнӗ, е чӑваш — ҫар ҫыннисен ҫӗрӗ пулать.

Халӗ чӑваш сӑмахӑн сӗм авалтанах, ҫар ҫыннинчен малтанрах пулнӑ тупсӑмӗ. Малтанхи «чи», «чу», «чӑ» тенине чӑваш чӗлхинче те ытти чӗлхесенче те, вырӑс чӗлхи ҫине куҫарсан «быстрый, первый, новый, передовой» пулать. Аш тени арап чӗлхинче тата ытти чӗлхесенче ытларах «знатный муж, удачливый» пӗлтерӗшлӗ. Ӑнланмалла, чӑваш тени хӑвӑртлӑхпа, ҫӗнӗлӗхпе тата пысӑк статуслӑ пулнипе ҫыхӑннине.

Вир(ь)ял сӑмах пӗлтерӗшне те палӑртам. Вир(ь)ял тени «верховые» сӑмахпа пӗрешкелтерех тени тӗрӗсех, анчах та каллех пӗтӗмпех мар. Вир(ь)ял тени шыв юхӑмне хирӗҫ ишме пултаракан кимӗ ячӗ пулнӑ. Парӑспа усӑ курма пӗлнӗ чӑвашсем. Герберштейн ахальтен мар асӑнать, «чӑвашсем ытти халӑхсенче шыв ҫинче ҫӳреме пӗлнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ» тесе.

Ҫавӑн пек аптраман чӑвашсем. Халӑх ячӗ ҫине унӑн истори ҫине ҫӗнӗлле пӑхма вӗренер. Ҫурма тата хӗсӗк истори кивелнӗ. Ҫӗннине ҫырма вӑхӑт.

Николай Мефодьев

 

Унсӑр пуҫне,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласанче тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2018.07.11 21:58
Енчекн те сайт чăваш халăхне кăсăклантарсан, комментарисем çыракан хушшинче вунă-вун пилĕк çын пулмастчĕ, самай ытларах. Халлĕхе вара çакă шутпа çырлахать сайт, чăн ыйтусем вулакансене пĕрне те тивмеççĕ тейĕн, пуо проблема та чăваш чĕлхине вĕрекннинче, чăваш чĕлхине пĕлнинче чарăнса тăрать темелле. Пирĕн пурнăç пур енчсен те тивĕçтерет халăха. Тĕлĕнетеп, е эсир пурнăçран юлса пырпатăр е тата мĕн
2018.07.11 22:04
"Ирĕклĕ сăмах", эсир чăнласа та пу р-и е тата мĕлке кăна-и? Карл Маркс çырнă "Капитал" ĕçре асăнакан коммунизм мĕлки евĕр. Енчен тен эсир чăваш чĕлхишĕн тертленетĕр, ăçта сирĕн хурав? Эпĕ уна курмастăп! Маншăн интернет уçлăхĕнче хурава уçсан та пурпĕр, мĕншĕн ытти сайтсенче хайсем, эсир вара çырува та хуравлваймастăр?
2018.07.11 22:08
Маншăн темĕнех мар, эпĕ вырăсла сайтсенче те тăтăшах пичетленетĕп, эжсир ы тти çыракансене пистеретĕр, Тутарстанри хаçатсем пистереççĕ вĕт хăйсенчен хуравламасăр, иртнĕ ĕмĕрти евĕр пуçлăхсене мухтаса, пуçлăхсемпе киленсе. Мĕнле пурăнать халăхĕ ун пирки шухăш та çук, пуçлăха юраса пултăр. Тен, сайт çавнашкал сайта çаврăнать?
Забыли // 7027.1.9652
2018.07.12 21:00
Кут шăтăкне пăхма.
Михаил ВолковСун // 1062.99.8702
2018.07.14 23:47
Мухтанма тесен эпир хастар Анчах тӗплӗ тӗпчеве кӳлӗнме чӑтӑм ҫитеймест: пӗлӳ шайне ӳстерме, тавракурӑма сарма ҫӑмӑл мар тата вӑхӑт кирлӗ. Пӗлӳсене тӗрӗс хаклама алҫӗкленипе пулмасть. Аваллӑха тӗпчесси те тӗпчевсене хакласи те ҫӑкӑр ҫитермест. Ҫавӑнпа пит сайра ку ӗҫе тытӑнма хатӗррисем. Сайта хутшӑнакансен йышӗ те сахал ҫавна пиркиех, сайта пулӑшакансем те. Ваттисем каятпӑр, яшшисем курӑнсах каймаҫҫӗ.
Михаил ВолковСун // 3176.66.7632
2018.07.15 03:01
Хура тата сарӑ пикесем пирки. Пирӗн САРПИКЕ, тутарсен АЛТЫНЧЕЧ. Ӗмӗтри чиперкке.Куна сӑвӑҫсем чухламаллах. Тутарсем те, вырӑссемпе нимӗҫсем те чӑвашсем пекех саррисем те, хурисем те пуррине пӗлмен ҫын ҫук та пуль хамӑр таврара. Ҫичӗ юта хӑтана кайнӑ пирӗн мӑнаҫисем. ӑру-йӑхне инцестран упрас, вӑрлӑха вӑйлатас шутпа, урӑх йӑхсемпе пуҫаналлӑх пӗршутсем тунӑ. Авалрах походран та хӗрупраҫсене тытса килнӗ. Ялтан илмен.
Микула // 9259.3.8429
2018.07.18 20:45
Чăн та саррисем икĕ прцент кăна. Тюфцит. Ваттисем каланă тăрăх ĕлĕкхи чăвашсем хĕрсене айкăран "вăрласа" кильнĕ хыççăн темиçе кунлăха нÿхрепе хупнă. Пыл хурчĕсене пекех. Суймаç пулсан, Хусан ханлăхĕнче çĕр пин таран "вăрласа" кильнĕ халăх пулнă.
2018.07.19 05:08
Суймаç пулсан, Хусан ханлăхĕнче çĕр пин таран "вăрласа" кильнĕ халăх пулнă.
Ку йышши ултав Солженицынăн кĕнекинче те аванах, унăн сăмахĕпе Совет Союзĕн пĕрре виççĕмĕш пайне тĕпленĕ Сталин репрессийĕ. Юмах юптарма кирлĕ мар, енчен те эсир историе тĕпчетĕр пулсан, е историе юмаха çавăрма шут пур-и? Апла-тăк: юптар Кĕтерне, санăн эрне
2018.07.19 19:51
Забыли, эпир урамра мар, урамри сăмахсемпе сайт çинче перкелешме. Е тата Дурдом-2 кăларăмпа арпаштăр-и ку сайта?
Микула // 9259.3.8429
2018.07.20 17:14
Аскольд Сталина хÿтĕлесшĕн пулсан кунта ун пек çынсем çок. Хусан ханлăхĕнче те çĕр пин таран "вăйпа куçарса кильнисем" пулни те никамшăн та секрет мар. Пирĕншĕн пулсан çавах ,çĕр пин пулнă е вунă пин пулнă. Вĕсенчен пĕр пайĕ чăвашланса,тутарланса,çармăсланса кайнă.Сăнсене пăхсан хăвăрах ăнланăр.

Paĝoj: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj