Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0923861 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимĕр Акташ // 1867.28.8280
2018.03.25 20:58
Терес, Agabazar! Килешмеллех!
2018.04.02 21:39
Чăваш чĕлхине хамăрах ятарласа пĕтерместпĕр-ши, кидте ачяа-пăчапа вырăсла пуплесе? Мĕншен-ха чикан халăхĕ миçе ĕмĕр хăйсен çырăвĕсĕрех пурăнса пăрахăсламан тăван чĕлхине? Ашшĕ-амăшĕ пĕр вĕрентнĕ ача-пăчисене тăван чĕлхене, паянхи кун та уйрăм улшăну çук. Енчен те ачисене чăваш чĕлхи кирлĕ мар тесе вĕрентсессĕн ашшĕ-амăше, кунта нимĕнле патшалăх та çăлса хăвараяс çук. Е тата вăйпа вĕрентĕпĕр-ши тăван чĕлхене? Эпĕ хам хăть чăвашла, хăть вырăсла, тутарла та çыратăп, вулатăп, калаçатăп. Кунта кам пĕлет ĕнтĕ мĕскерпе хутшăнтармалла çамрăксене. Сăмахран, Фарида Файзуллина, Дипендра Мани чăвашла юрлаççĕ.
Agabazar // 2021.2.5340
2018.04.02 22:24
Agabazar
Ну, юрĕ, калăпăр, "хăвăра хăвăрах" пĕтеретĕр, тейĕпĕр.
Вара — мĕн? Хăвна ху пушăпа çапасшăн-им çавна кура? Е тата хăвна ху хăлха чиккинчен янклаттарсшăн-и?
Тен, сана, сăмахран, аçу-аннÿ чăвашла вĕрентмен пуль? Вара çынсене ашшĕ-амашĕпе çапăçса пурăнма чĕнсе каласшăн-им?
Чикансене кунта ан сĕтĕр. Сансăрах пур кунта ун пеккисем. Мĕн, чикансен пурнăçĕ пит килĕшсе кайрĕ-им?
Тÿррипе каласан, эс чикансен чăн пурнăçĕ пирки нимĕн те пĕлместĕн. Таçтан темен илтнипе çеç калаçан.
Ма тапăнан аттесемпе аннесем çине? Аттесемпе аннесем, асаттесемпе асаннесем, маçакемпе мамаксем, кукамайсемпе кукаçисем сан умра мĕнпе айăпа кĕнĕ? Хăш енĕпе? Сана çак çут тĕнчене çуратса янипе айăпа кĕнĕ-и вĕсем?
Хăвăнпа каппайланса ан лар, сана кунта никам та пĕлмест. Фарида аппу пирки ан калаç, вăл чăваш шкулĕнче вĕренсе çын пулнă, 5-6 кĕнекеллĕ "Ĕмĕр сакки сарлака" романа вуласа ÿснĕ. Депендра Мани текенни чăвашла пĕлекен çын мар вăл. Кирлех пулсан, эп те сана чукчалла юрласа пама пултарăп. Вара мĕн?
2018.04.03 06:57
Ака-пасар, ку хăть и форум, çавах та культурăна кăшт та пулсан пăхăнсан килĕшÿллĕрех пулĕ, çитменне: хăвăра хăвăр пысăка ан хурăр, халăх хутăр, тетчĕ мана асанне. Эпĕ сире "сана" тесе чĕнме ирĕк паман. Енчен те ашшĕпе-авмăшĕ, ку куç умĕнчи тĕслĕх тăван ачине тутарла вĕрентеççĕ, ачи хăйне эпĕ вырăс тет, кунта мĕскер тума пулать? Шкул пулăшаять, енчен те ачан хăйĕн туртăм пур, туртăм çук-тăк, хăть çапса пăрах,усси пулас çук. Чăвашла юрланă тĕслĕхсем вăл чăваш чĕлхине çÿлелле çĕклени, е тата кунпа та килĕшместĕр-и? Акапасар, сирĕн сăмахăр тăрăх чăваша ятарласа чĕлхене шкулта вĕрентмелле, чикан ачи вара ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет. Эпир тен чикансенчен те анкĕ-минкĕрех, сирĕн сăмахусем тăрăх. Агрессилле хăтланусем кăмăла килмеççĕ. Чăмăрпа тавлашува ăссăр çын кăна уйăрать.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj