Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть

Agabazar21.03.2018 16:0922040 Пурĕ пăхнă

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть.

Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс.

Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур.

Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе!

Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ!

Чӑваш тата вырӑс мар ытти чӗлхесем пирки калани ӗнтӗ ку.

Ҫав вӑхӑтрах вырӑс чӗлхине хайне вӗренӳ тытӑмӗнчен хӑваласа кӑларма никам та шутламасть. Мӗнпур предметсене вӗрентесси, вӗрентӗве ертсе пырасси пӗтӗмпех ҫав чӗлхепе пулса пырать пулин те.

Ӑҫтан-ха чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултарайтӑр, енчен те хайхи ашшӗ-амӑшӗсем чылай чухне хайсем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ пулсан?

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Пӗтӗм пӗрлӗх, вӑл шутра патшалӑх тытӑмӗсем те, ҫине тӑрса кӗрешсен ҫеҫ чӑваш чӗлхи сыхланса юлма пултарать. Хӑй тӗллӗн нимӗн те пулмасть.

Атте-анне ҫине шанса лартса ыттисем ним те туманни кунта вырӑнсӑр. Ҫав еннелле туртса халлап ҫапакансем — пархатарсӑр харкамлӑхсем.

Ҫапла, пире пурне те атте-анне чӑвашла вӗрентнӗ. Е — вӗрентмен. Ҫапла вара юлашки 150 ҫул хушшинче пӗр мӗльюн ҫын чӑваш пулма пӑрахнӑ. Е, тен, апла мар-и? Анчах та пурперех ҫав хисеп ҫав тери пысӑк.

Чӑваш чӗлхи атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраймӗ

Шкулта ҫавна ятарласа вӗренмен ҫын чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра туллин, йӗркеллӗн усӑ курма пултараймасть.

Хуть те мӗн чухлӗ тулхӑр — ку чӑнах та ҫапла. Калӑпӑр, ак мана илер. Мӗншӗн-ха эп сак статьяна ҫырма пултартӑм? Мӗншӗн тесен шкулта 10 (вунӑ) ҫул чӑваш чӗлхине тата литературине вӗреннӗ. Ячӗшӗн мар, тарӑшса, пикенсе вӗреннӗ. Ҫапла пулман пулсан — ним те пулмастчӗ. Унашкал пӗлӗве тата хӑнӑхӑва мана атте-анне ҫапса пӑрахсан те парайрас ҫукчӗ. Ҫавӑн пекех — асанне-кукамай та....

Акӑ тата Самар облаҫӗнчи чӑвашсен хаҫачӗ сӳнсе ларчӗ теҫҫӗ. Мӗншӗн? Чи пысӑк сӑлтавӗ — унти чӑвашсене ӗнтӗ 50-60-70 ҫул хушши йӗркеллӗн чӑвашла вӗрентменнинче. Вара унашкал шкултан тухнӑ ҫын паллах, чӑвашла ни вулама, ни ҫырма, ни ытти енӗпе усӑ курма пултараймасть. Калаҫасси те йӗркеллӗн пулса пыраймасть. Мӗншӗн тесен — вӗренмен тата вӗрентмен! Вӗренесси тата вӗрентесси вара хӑй тӗллӗн пулмасть.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1742.55.2346
2018.04.09 23:04
Agabazar
Ан-Наззам ятлă çын вырăсла пĕлме пултарни пирки питĕ хытă иккĕленетĕп.
2018.04.10 13:25
Акапасар, эпĕ куна араб чĕлхипе те çырма пултаратăп, анчах та эсир арабла пĕлни пирки питĕ те иккĕленетĕп
Agabazar // 2886.82.9470
2018.04.10 14:30
Agabazar
Мĕншĕн — арабла? Чăвашла çыр!
2018.04.10 16:32
Акапасар, пуçлă ватăсен сăмахне мĕнле çырсан, шухăшĕ улшăнмасть. Малашне ятарласа пĕр Акапасаршăн авалхи философсен каларăшĕсене тăван чĕлхипе çырма сăмах памалла-ши? Эпĕ вĕт ÿркенсе тăрассăм çук, тата халĕ интернет пурри аванах çăмăллатать çакă ĕçе. Килĕшетĕр-и?
2018.04.10 19:14
Акапасар,енчен те ан-Наззам вырăсла пĕлмен, ăçтан вăл чăвашла пĕлме пултарнă? Е эсир кайса вĕрентнĕ пулсассăн çеç? Ку сăмах та мар.
Agabazar // 3087.69.9320
2018.04.10 22:32
Agabazar
Ан-Наззам чăвашла пĕлнĕ тесе сире никам та каламан.

Пушкин та чăвашла пĕлмен. Анчах та вăл çырнисене чăвашла куçараççĕ авă.

Çакна пире тĕллевлĕн унăн апăрша
"Историйĕ" ĕнентерет пусахламасăр:
Пулаймĕ пурнăç чăпăрккасăр,
Тата — кирлех патша. ©А.Пушкин
2018.04.11 06:26
Акпасар, хăвăрăн сăмахăр:чăвашла çыр. Е паян Турра пуç çапатăп, ыранхине эсреле? Сирĕн çава сĕре те укайлă:икĕ енне те çаптарать, пултараймарăм ĕнтĕ çавнашкал. Те кая юлнă.Анчах та: и вашим и нашим принцип инçене çитерни çук, Гришка Мелихова илер, Шлоховăн хайлавĕнчен: мĕнле пĕтерет пурнăçне? Тепĕр енчен пирĕн республикăра хăшĕсем 90-мĕш çулсенче кăшкăрашнăччĕ:уйрăлатăр тесе, паян аванах ăшă вырăн йышăнчĕç. Е сире çакă канăçпамасть-и?
Agabazar // 2529.42.1662
2018.04.11 10:11
Agabazar
Иккĕмĕш Микулай хăйĕн пурнăçне епле вĕçленине "аса ил".
2018.04.11 18:23
Ара, Акапасар, ытла çÿллĕ çĕклеме кирлĕ мар мана, иккĕмĕш Микулай тепĕр енчен кнеç, эпĕ кăшт та кĕçĕнрех. Тата Тен сире çеç ятарласа пĕлтернĕ тĕрĕсне? ДНК экспертиза çирĕплетмен патша тесе пытарнă вилене. Вăт çапла, историк. Тĕрĕснре пĕр ушкăн çеç пĕлнĕ, анчах вĕсем ытла пурăнман çĕр çинче. Листьева вĕлерекенсем пилĕкçĕр метр та каяйман, Цой Виктора вĕлернĕ хыççăн автобус шоферĕ çулталăк та пурăнмасть. Кусем вара çывăхри тĕслĕхсем, Талькова вĕлерекене тупрĕç-и?Тупмаççĕ те...
Agabazar // 2202.74.5130
2018.04.11 19:11
Agabazar
Мĕн чухлан эс ДНК пирки? Малтан карттусна пуçу çине тĕрĕс лартма вĕрен-ха...

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj