Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Ашмарин, Родионов, Егоров

Agabazar25.01.2018 23:0313586 Пурĕ пăхнă

Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет..

Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ.

Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.

Хендрик Антон Лоренц, Анри Пуанкаре, Альберт Эйнштейн.

Халӗ вара майӗпен тӗп калаҫу патнелле куҫар. Пирӗн ӑславҫӑсем акӑ, пирӗннисем ҫеҫ те мар, чылай вӑхӑт "чӑваш" сӑмах тупсӑмне тавҫӑрса илессишӗн пуҫ ватнӑ. Килӗшес пулать, юлашкинчен, ҫапах та, тавҫӑрса илнӗ-илнех. Кам-ха вӑл, ҫавна тавҫӑрса илекенӗ?

Эпир ҫав ҫын Николай Иванович Егоров пулӗ тесе шутланӑччӗ.

Кӑштах вӑхӑт иртсен Виталий Григорьевич Родионов ячӗ те хӑй вырӑнне йышӑнчӗ.

Ҫапах та чи пирвайхи утӑмсене Николай Иванович Ашмарин тунине сиссе илни нумаях та мар-ха.

Мухтав Ашмарина! Мухтав ун ӗҫне малалла тӑснӑ Родионова тата Егорова!

Аналогие вӗҫнех ҫитерес пулсан, Ашмарина Лоренцпа, Родионова Пуанкарепе, Егорова Эйнштейнпа танлаштарас пулать.

Николай Ашмарин, Виталий Родионов, Николай Егоров.

Ашмарин, Родионов, Егоров хоспочынсем мӗн тупса палӑртни пирки эп хам "чувашорг" сайтра пайтах ҫыртӑм-ха. Апла пулин те, уҫнӑлӑхсене тепӗр хут аса илтерес килет.

Вӑтам ӗмӗрсенче Атӑлҫи пӑлхарсем пурӑннӑ. Пӗрисем — мӑссӑльмансем, теприсем — авалхи тӗне тытса пурнакансем. Пурӑна-киле малтанхисене бессермянсем теме пуҫланӑ, теприсене — ҫӑваҫсем. Вӑт ҫав юлашки сӑмахран пуҫланса кайнӑ та ӗнтӗ чӑвашсем тени.

Ҫакнашкал пулӑм тӗлӗшпе ҫав тери хытӑ аргументланӑ никӗслевсем пур. Вӗлерсе ярасла хӑватлӑн аргументланӑскерсем! Пуҫран чуххӑмла шутласа кӑларнӑ япала мар ку.

Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет..

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.01.28 15:47
Чăн тĕпчевçĕ малтан мĕн тăвать ? Малтан чăваш,çăваç,сувар тата ытти сăмахсем паян кун ăçта сыхланса юлнине тĕпчеть? Пĕтĕмпех кăнтăрта сыхланса юлнă пулсан тупсăмне те малтан çавăнта шырамалла. Унта çав сăмахсем мĕне ăнлантарнине малтан пĕлес пулать. Малтанхи утăмсем тĕрĕс мар пулсан ытти те тĕрес мар,çавăнпа та" çăваç тени малтанах пулнă,летовщик е язычник тени" пĕтĕмпех шутласа кăларнă япала.
Тимĕр Акташ // 2140.69.7903
2018.01.28 16:49
Agabazarпа килĕшмеллех. Ку пирĕн чăваш ăслăлăх хастар çынсем. Чăваш филологсем. Нумай чăваш студентсене вĕреннĕ
вĕрентекенсем. Тюркологийĕ ăслăлăхĕ хастарĕсем. Чăн-чăн чăваш патриочĕсем. Вĕсемпе чăвашсем мăнаçланма пултараççĕ.
Agabazar // 7731.2.3097
2018.01.28 18:00
Agabazar
<<Ялтан // 9259.3.8429 2018-01-28 15:38>>
=====================================

Хăш ялтан?
Agabazar // 3353.83.1780
2018.01.30 11:14
Agabazar
Ялтан // 9259.3.8429
2018-01-28 15:38
.......... суйнинчен .............

===========================================

"Кремĕлтен" Хоспочын, кунта ятарласа пăлхатма янă çын!

Кам суять? Хăшĕ?

Хăшĕ суять?

Хăшĕ суять: Лоренц, Пуанкаре, Эйнштейн, Ашмарин, Родионов е Егоров? Асăннă çынсенчен хашĕ суять? Е çавсем, асăнса тухнисем, пурте суяççĕ-и?
2018.04.14 08:36
Каяшлă вĕрнепе туртса кĕртнĕ сăмахсем. Енчен те питĕ те палăрас килсен, хăть мĕскер тупса юптарма та хатĕр паянхи кун хăш-пĕрисем. Ултав мĕнле пытарсан та çиеле тухать.
2018.04.14 08:39
Акапасрăн пурне те е Кремльтен ятарласа янă, е ман йышшисене анăсри Европăран. Нивушлĕ çав тери те аслă çын, енчен те çур тĕнчи пĕр Акапасаршăн укçа тăкаклама хатĕр? Шанассăм та килмест, анчах та çакăн пирки Акапасар пур çĕрте те асăнать, шавлать
Agabazar // 1885.90.2220
2018.04.16 13:34
Agabazar
Мĕн пур ку статьяра ултавли?
2018.04.16 18:26
Статья пирки мар сăмах, сирĕн пе килĕшменсем пирки. КАшт çÿлерех асăнни çинчен. Е тĕрĕс калан-и тата килĕшмест-и?
Agabazar // 1336.45.8507
2018.04.18 13:14
Agabazar
Акапасарпа мĕн килĕшмелли, килĕшмелле марри пур? Вăл, Акапасар, хăйĕнчен ытлашши нимех те каламан.
Ыттисем мĕн туни, мĕн шутлани пирки çеç кăштах ăнлантарса пама тăрăшнă.
Agabazar // 2006.50.7967
2018.04.20 19:25
Agabazar
Ашмарин, Родионов, Егоров —
Кам та пулсан татах пур-ши урăх?

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj