Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Ireklekh: Усал Хӗвел - хальхи кӗвӗ-ҫемӗ ӑсти

Ireklekh06.12.2017 16:309288 Пурĕ пăхнă

Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.

Ӑҫтарах-ши Усал Хӗвел татти?

Руслан Михайлов, вӑлах Evil Sun, вӑлах Усал Хӗвел, мусӑк ӗҫне пуҫӗпех 2007–2008 ҫулсенче кӗрсе кайнӑ, ун чух вӑл альтернативлӑ кӗвве кӑмӑлланӑ, ҫав вӑхӑтрах мусӑк пур тӗсне те тивӗҫлипех йышӑнса хакланӑ. Пирвайхи тапхӑрта вӑл хайланӑ кӗвӗсем — йӑлтах электрон мусӑк. Шупашкарти профессиллӗ лицейра вӗреннӗ вӑхӑтра пӗр кӗтес тара илсе пурӑнакан йӗкӗт гитара калама , мусӑк хатӗрӗпе мӗн каланине ҫыртарнипе кӑсӑкланма тытӑнать...

Мӗншӗн-ха «Evil Sun», ма-ха Хӗвелӗ Усал тесе ыйтатӑн-и-ке? Кунта манӑн сан тарӑн шухӑш тупас ӗмӗте татма лекет. Руслан усал хӗвел ӳкерчӗкне тетелте асӑрхать ҫех. Вӗсем пӗр-пӗрне тупнӑ ӗнтӗ ахӑртнех.

Усал Хӗвеле сӑвӑ ҫырма хавал пӗчченлӗхпе халӑхран айккинченех пулас килнӗ туртӑм парса тӑраҫҫӗ.

Мӗншӗн-ха мусӑкпа пачах та ҫыхӑнман професси алла илнӗ ҫамрӑк чӑвашла хӑйнеевӗрлӗ хайлавсем шӑрҫалама тытӑнать? Ма тесен-и.., ара, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте теҫетке ҫул иртсен те чӑваш эстради иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчи вырӑс тунц-тунц дискотекинчен те пулин иртеймен: тӳсме ҫук фонограмма, упа сиксе ташланӑ хӑлхаллӑ "юрӑ ӑстисем" ӳлени, кӑсӑкли ҫукпа пӗрех, рокпа хип-хоп пирки шарлама та кирлӗ мар.

Паллах, Evil Sun та пӗр кӑлтӑксӑр, тиркеме ҫук мусӑкҫӑ мар. Ҫапах та, шухӑшӑма вӗҫлесе пынӑ май, акӑ мӗн палӑртса хӑварас килет. Усал Хӗвел вӑл чӑваш наци культури паянхи пурнӑҫ таппине сиссе тухнӑ пулӑм: чӑваш юрӑ-кӗввин тӑрӑмне тишкернӗ чух ун сӑмси тӑрринче кӗрен куҫлӑх ҫук, гитара каласа юрланӑ вӑхӑтра вӑл хӑй ӑсталӑхне туптать, юрласах халӑхран виҫ пус пуҫтарас тесе ӗмӗтленсе лармасть. Турра шӗкӗр, Усал Хӗвел - пӗртен-пӗр уйрӑм тӗслӗх мар, юлашки вӑхӑтра ҫӗн мусӑкҫӑсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ, маларах асӑннӑ тӗрлӗ тӗслӗ рокпа рэп тӑвакан ачсем те пур, поп-мусӑк пахалӑхӗ те ӳссе пыни куҫкӗретех. Апла пулсан, чӑваш мусӑк юхӑмӗн аталанӑвӗ те, пуласлӑхӗ те пурах.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1671.80.9935
2017.12.06 22:27
Agabazar
The Devil
The devil in details
The devil is in the detail

https://en.wikipedia.org/wiki/The_devil_is_in_the_detail

Вырăсла "дьявол в деталях" теççĕ.

Шуйттан вак-тĕвекре ларать.
Чăвашла рифмăланасшанах мар. Анафора пекки те çук. Тен, кам та пулсан ăсталаса парĕ?
Agabazar // 1671.80.9935
2017.12.06 22:32
Agabazar
Devil тата Еvil пĕр пек курăнаççĕ пулин те, тĕрлĕрен янраççĕ.
Пĕрремĕшĕ — Дэвл
Иккĕмĕшĕ — Ивл
2018.04.16 20:16
Акапасар, сакăр вуннăмĕш çулсенче те вырăс юррисем ытларах ют чĕлхерен куçарусемччĕ, паян вара вырăсла юрăсем те юрăçсем те çукпа пĕрех. Баста е Лепс юрăç? Е тата Крид? Юрă тенĕ япала чуна хавхалантармалла, ку ĕнте, мĕн каласан та, çук. Мĕншĕн Дитер Болен продюсер çĕр ытла юрă çырса кашни юрри хит-парадсенче пĕрремĕш вырăн тытнă? Ку вăл пĕтĕмпе туртăм пурринчен килет, пирĕн вара ăçта еркĕнĕсем, ăçта укçа аслă вырăнта - вырăс юрăçисен хушшинче. Ку чухне туртăмпа талант пирки сăмах та хускатма намăс. Чăваш юрăçисем хушшинче христофорова палăртас килет, вăт унăн чăнласа талант.
владимир // 3957.56.0551
2018.04.19 03:20
Ненай, чуна пырса тивсе макăртмасан, е сиксе чăвашла ташлаттармасан мĕнле-ха кĕвве кĕвĕ темелле-ши халăхăн?! Упа ташши ташлаттаракан реактивный самолет сассине тавай юрă теме пуçлар, хăватлă шĕвексем сыпса аташакансем хыççăн, э?!
2018.04.19 07:30
Тĕрĕс, Владимир. Паянхи кун çавнашкал сасăсене кĕвĕ теме пикенчĕç те ĕнтĕ. Çĕнĕ юрăçсен пĕтĕм кĕвви пысăк параппана çаптараççĕ те, тăнкăр-танкăр, ăçта илемлĕ кĕвĕсем. Юрри хăй тĕллĕн, сасси хăй тĕллĕн, вăл сасăпа хăть чăвашла юрла, хăть хăш чĕлхепе.Кĕвĕ вара халăхăн хăйне евĕрлĕхне уçса памалла. Мĕншĕн çук халĕ çакă? Пурте укçа-тенкĕшĕн ăнтăлаççĕ. "Шăнкăрав курăкĕ", "Çумăр çăвать" юрăсене илер -мĕн тери илемлĕ итлеме. Анчах та тупăнаççĕ, тĕрлĕ йышши Усал Хĕвелсене çÿлелле çĕклеме. Талантсене пулăшмалла, сĕмсĕр хăех çĕкленет
2018.06.05 08:40
Тĕлĕнмелле! Чăваш чĕлхине çÿлелле çĕклемеллен текенсене, кĕвĕ-юрă, культура пачах кăсăклантармасть пулать. Чĕлхе патне вара этем илем хыççăн туртăнать. Наука ĕçĕсене хăть мĕнле чĕлхере те тупма пур, а вăт юрă, кĕвĕ илемĕ халăхра. Çакăн тăрăхах паллă ĕнтĕ мĕскершĕн авалхине чаваланни, çĕнĕ диссертаци, унтан степеньсем, халăхĕ мĕн, пурăнтăр мĕнле пурăнать, кам-мĕн мешетлет уна. Вырăс халăхĕ хăй шавлать пире хĕсĕрлеççĕ тесе, хăшне вара чăнласах хĕсĕрлеççĕ, ниепле те тавçăрса пĕтерейместĕп, вунă клас пĕтерни сахалтарах пулас)))))
LSK // 1594.60.3259
2018.07.27 21:17
текста не понял. но картинка замечательная

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj