Суваризм тесе ят панӑ идейӑлла юхӑм пур. Вӑл чӑвашӑн вӑтам ӗмӗрсенчи тата авалхи историне пӗртен-пӗр савирсемпе-сӑварсемпе ҫеҫ ҫыхӑнтарасшӑн.
Халиччен ҫакнашкал идейӑллӑ ҫынсен пӗр нуша пекки пурччӗ: "сӑвар чӗлхи" текен ӑнлав ӑслав тӗнчинче пачах та ҫук.
Ӗнтӗ халӗ хӑшпӗр ҫынсем ку самант хыҫала юлчӗ теме пултараҫҫӗ пуль. Мӗншӗн тесен истори ӑславӗсен докторӗ Антон Кириллович Салмин "Вестник Чувашского университета" журналта (2015, 4№) "БУЛГАРСКИЙ ЯЗЫК В КОНТЕКСТЕ ИСТОРИИ ЧУВАШЕЙ" статья пичетлесе кӑларчӗ.
Унта вӑл "сӑвар чӗлхи" пирки те сӑмах тапратма хӑтланса пӑхнӑ. Вӑт пыр та калаҫ! Пултараҫҫӗ питӗрсем!
Халиччен ӑслав тӗнчи вӑтам ӗмӗрсенчи "пӑлхар чӗлхи" пирки ҫеҫ пӗлетчӗ*. Халь вара, "пӑлхар чӗлхи" тенипе пӗрлех, "сӑвар чӗлхи" пирки те калаҫма май пур имӗш.
Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчи (13-14-мӗш ӗмӗрсем) ҫыруллӑ чул юпасем сыхланса юлнӑ. Пӗрисене Р,Л-чӗлхепе, теприсене З,Ш-чӗлхепе ҫырнӑ. Асӑннӑ чӗлхесен ячӗсем чӑннипе епле пулни паллӑ мар. Юлашкинчен асӑннӑ З,Ш-чӗлхене паянхи ӑславҫӑсем ЯТАРЛӐ ЯТ паман. Малтан асӑннине, Р,Л-чӗлхене, пӑлхар чӗлхи (булгарский язык) теме йышӑннӑ. Хушӑран ӑна вӑтам пӑлхар чӗлхи теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑтам ӗмӗрсенче пулнӑ вӑл.
Халь вара Антон Кириллович тивлечӗпе "сӑвар чӗлхи" текенни те сиксе тухрӗ имӗш. Тата мӗнле мыскарасем курмалли-илтмелли юлчӗ-ши?
Чӑннипе вара "сӑвар чӗлхи" пирки калаҫмалли нимӗнле сӑлтавсем те ҫук*.
Паллах, сӑварӗсем пулнӑ пулсан, вӗсен, хӑйсене кура, чӗлхи те пулма пултарнӑ ӗнтӗ. Анчах та ку апла-капла ӑнкарса пӑхни ҫеҫ*. Ара, унашкал чӗлхен йӗррисем юлман*. Йӗрри юлнине, палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, сӑвар чӗлхи мар, пӑлхар чӗлхи теҫҫӗ.
Сӑварӗсен вара чӗлхи ҫеҫ мар, ячӗ те аран-аран ҫеҫ сыхланкаласа юлнӑ. Ҫӑлкуҫсенче унашкал ят (этноним) пӗр-ик хутран ытла тӗл пулмасть.
Эх, мӗнлерех аван пуҫланнӑччӗ! Еплерех савӑнаттӑмӑр А.К.Салмин Питӗрти Кунсткамерӑна ӗҫе вырнаҫсан! Сумлӑ ӑслав йӗркелӗмӗнче, пысӑк хулара хамӑр ҫын пур теттӗмӗр!
Халь вара епле пулса тухать-ха? Чӑннипе Антон Кириллович, ман шутпа, чӑваша хирӗҫле ӗҫсем тӑвать. Пире ҫине тӑрсах пӑлхарлӑхран сивӗтесшӗн.
Ахӑртнех, ку яланлӑхах (forever) пулас. Салмин юлташ хӑй суйласа илнӗ "суварлӑх" ҫулӗнчен пӑрӑнасса шанма хӗн. Пирӗн ун пирки вара "каснӑ чӗлӗ" теесси ҫеҫ юлать.
Таса пулӑр!
___________________________________________
*Махмуд Кашгарий асӑнакан "сувар чӗлхи" (11-мӗш ӗмӗр), ҫавӑн пекех вӑлах асанакан "пӑлхар чӗлхи" те, Атӑлҫи тӑрӑхне тӳррӗн пырса тивмеҫҫӗ; вӗсем Каспи тинӗсӗ таврашӗнчен. А.К.Салмин та ҫавсен чӗлхисем пирки мар шавлать.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.