Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и?

Аçтахар Плотников29.05.2017 20:529791 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть пӗр ҫынпа чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки калаҫса кайрӑмӑр. Апла-капла сӑмахланӑ май хайхи ҫынсен тымарӗ патне ҫитрӗмӗр. Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать. Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.

Пирӗн калаҫу хайхи нумай чӑваш инҫетри тӑрӑхсене лайӑх пурнӑҫ шыраса кайни пирки пулчӗ. Имӗш чӑвашсем ытла та хавшак, хӑйсен тӑрӑхне усӑ парас вырӑнне ют ҫӗрсенче ӗҫлесе унти экономикӑна ҫӗклеҫҫӗ. Ҫавӑн чухне вара эп шухӑша путрӑм та. Пурах-ши чӑвашӑн тымарӗ? Нивушлӗ эпир, чӑвашсем, тымарсӑр йывӑҫ пек ҫил ӑҫталла вӗрет, ҫавӑнталла вӗҫетпӗр? Леш, шуйттан урапи (выр. перекати-поле, е тепӗр ячӗ — тӗрке курӑк) евӗр-ши?

Хӑш-пӗр политиксем пирки те сӑмах хускатрӑмӑр калаҫу пуҫарнӑ май. Тӗслӗхрен, Николай Фёдорова аса илтӗмӗр. Президент вырӑнне йышӑнаканскер хӑй вӑхӑтӗнче республикӑри чылай предприятисене сутса пӗтерчӗ теме юрать (апла-и, капла-и — халӑх ӑна ҫапла айӑплать). Мӗншӗн? Чӑнах та вӗсене тытса тӑма ҫав вӑхӑтра тӑкаклӑ пулчӗ-ши? Е хӑйӗн кӗсьине пуянлатас килнӗ-ши унӑн? Ӑҫта сӑлтавӗ? Тутарсем, ав, хӑйсен республикинчи пурлӑха пули-пулми ҫынсене сутасшӑн мар. Вӗсем ҫав пурлӑха хӑйсен тӑван халӑхӗ валли хӑварасшӑн. Николай Васильевич ма вара апла шухӑшламан? Тен, чӑн та, унӑн тымарӗ пулман? Тен, чӑн та, маннӑ вӑл хӑй тымарне? Унӑн кун-ҫулне пӑхсан, чӑн та, политикӑн тымарне пӗчӗк чухнех татни курӑнать — Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ҫӗклеме пуҫласан Чучукасси ялне, Николай Фёдорович кун ҫути курнӑ яла, пӗтернӗ. Ашшӗ-амӑшӗн ун чухне ют вырӑна куҫма тивнӗ. Тӑван йӑх-несӗлсем хӑват парса тӑракан вырӑнтан пӗчӗк Микулай куҫса каять те вӗсен хӑвачӗсӗр ӳсет теме пулать. Ман шутпа чӑн сӑлтавӗ ҫакӑнта. Тӑван ял халӑхӗпе пӗрле ӳснӗ пулсан хӑй мӗнле халӑхран тухнине, хӑватӑн ҫӑлкуҫӗ ӑҫта пулнине туйса ҫитӗнӗччӗ пуль. Ҫавах та пач та тымарсӑр теме ҫук ӑна. Пӗчӗклех тымарне татнӑ пулсан та пирӗн чӑвашсен тымарӗ тарӑн. Тарӑнӑшӗ пирки тӗплӗнрех аяларах калӑп. Николай Васильевичӑн тымарӗ те майӗпен-майӗпен вӑй илни куҫ кӗрет. Ҫакна эп, сӑмахран, вӑл нумай пулмасть Юхма Мишшине пысӑк калӑпӑшлӑ кӗнекине кӑларма пулӑшнинче куратӑп.

Чӑвашӑн тымарӗ пирки малалла калас пулсан вӑл пирӗн чӑн та пур. Темле космополит пулса Мускава е Хусана е Ҫурҫӗре тухса каяҫҫӗ пулсан та хӑйсен тӑван тӑрӑхӗ пирки пирӗн халӑх манмасть. Капла калани ялтан хулана куҫнине те пырса тивет. Ак, пӑхӑр-ха. Ялсенчен пысӑкрах хуласене куҫасси вӑл тахҫанах пуҫланнӑ. Пирӗн халӑха кӑна мар, вырӑссене те пырса тивнӗ. Анчах сӑнаса пӑхӑр-ха. Танлаштарса пӑхӑр. Вырӑс тата чӑваш ялӗсене. Чулхула облаҫӗнче эп сахал мар ҫуран ҫулҫӳревсене тухса ҫӳрерӗм. Шӑп ҫавӑн чухне пӗтнӗ ялсене сахал мар куртӑм та ӗнтӗ. Пирӗнпе кӳршӗлле тӑрӑхра пӑрахса кайнӑ ҫуртсен йышӗ калама ҫук пысӑк. Ҫын ҫӳллӗш мӑян ӳссе ларнӑ ҫурт вырӑнӗсене курас тесен Чулхуларан инҫе те кайма кирлӗ мар. Тата та аяккарах каятӑн пулсан хӑрушӑ ӳкерчӗк вӑйлӑланса та вӑйлӑланса пырать. Чӑвашра вара пач апла мар. Кунта пирӗн пуласлӑхсӑр ялсен шутне кӗртнӗскерсем ҫӗнӗрен чӗрӗлеҫҫӗ. Республика тӑрӑх эп сахал мар утса куртӑм, ҫавӑнпа та хам куҫпа курнине калатӑп. Шкулта вӗреннӗ чухне пире вырӑссем ҫӗр ӗҫченӗ пулнӑ тесе вӗрентетчӗҫ, чӑвашсем имӗш ҫӗр ӗҫне вӗсенчен вӗреннӗ. Анчах чӑн та ҫапла пулсан мӗншӗн вӗсене ҫӗр ӗҫӗ ялалла туртмасть? Мӗншӗн пӑрахса кайнӑ килӗсене вӗсем таврӑнса хӑт кӗртесшӗн мар? Ман шутпа ҫакӑ тымар вӑйсӑр пулнипе ҫыхӑннӑ.

Тепӗр самант. Калӑпӑр, чӑвашсем нумаййӑн Мускава ҫул тытаҫҫӗ. Анчах пӑхӑр-ха: унта ӗҫлесе илнӗ укҫана вӗсем ӑҫта тӑкаклаҫҫӗ? Мускавра мар вӗт! Тӑван ялне таврӑнса унта хӑйсен ҫурт-йӗрне лайӑхлатаҫҫӗ, ҫӗнӗ пӳртсем ҫӗклеҫҫӗ. Ҫапла тума тем тесен те вӗсене хӑватлӑ тымар хистет. Урах сӑлтав тупма эп пултараймастӑп. Ак, ӗнер Канаш районӗнчи Юмансарта уҫнӑ кӗперех илес. Ӑна хальхи вӑхӑтра Шупашкарта пурӑнакан Георгий Филиппов ӑсталанӑ. Унччен маларах вӑл темиҫе кӗпер тума ӗлкӗрнӗ — Шупашкар районӗнчи Сосновкӑра, хӑйӗн дачинче. Тунӑ-тунӑ та, кайран ҫав-ҫавах ӑна хӑйӗн тымарӗ тӑван ял енне ҫаврӑнса пӑхма хистенӗ. Ҫак тымар ҫук пулнӑ пулсан тӑван ялӗнче ҫавӑн пек хитре кӗпер тӑвас шухӑш унӑн пуҫӗнче ҫуралӗччӗ-ши? Ҫук.

Тымар пирки каланӑ чухне ҫак япала ватӑлнӑҫемӗн вӑй илсе пынине асӑнмалла. Хамӑн тӑвансене сӑнанӑ май ку лайӑх курӑнать. Малтан хулара пурӑнакансем тивӗҫлӗ канӑва тухсан яла куҫрӗҫ. Аслӑ ачисем те хӗрӗх урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн тӑвансемпе паллашма пуҫларӗҫ. Унччен маларах тӑванӗсем кам-кам пулни вӗсене кӑсӑклантармастчӗ пулсан — халь ашшӗ-амӑшӗсенчен вӗсем ӑҫтарах пурӑнни пирки ыйтаҫҫӗ, тӑвансем патне те ҫӳрекелеҫҫӗ. Ҫакна пӗрисенче кӑна асӑрхасан юрӗччӗ, анчах кунашкал тенденци нумайӑшӗнче куратӑп.

Юрӗ, тымарӗ пур тейӗпӗр. Анчах апла мӗншӗн-ха халӑх тӑван чӗлхерен, тӑван культурӑран (сӑмахран, туй йӑли-йӗркисене манса ӑна ютла ирттерет) писет? Тымарӗ пур пулсан тӑван чӗлхен кирлӗлӗхне туймалла-ҫке, тӑван ачисене вӗрентмелле-ҫке. Сӑлтавӗ кунта, паллах, ют витӗмсемпе ҫыхӑннӑ. Пӗри вӑл — чаплӑ пурнӑҫ шырани (кунта хайхи ачана лайӑхрах пурнӑҫ парас тесе, инҫе ҫула вӗҫме ҫирӗп ҫунатпа тӗревлеме тӳрех «великий русский языка» вӗрентни), тепри — вырӑс чӗлхи пӗтӗм таврана ҫупӑрласа илни (кунта хайхи «Пурте вырӑсла вӗрентеҫҫӗ пулсан ман ма ачана чӑвашла вӗрентес?» текенни), тата ытти, тата ытти те. Пурне те асӑнма вырӑн та ҫитмӗ — паянхи пурнӑҫра унашкал витӗмсем сахал мар. Ҫавах та пирӗн халӑхӑн тымарӗ тарӑн, ҫавӑнпа та вӑхӑт пӗр шелсӗр иртет пулин те пирӗн халӑх хӑйӗн тӑван культури еннелле ҫаврӑнас шанчӑк пӗтмен-ха. Тымарӑн ҫирӗплӗхӗ кӑна ҫиттӗр.

Пирӗн те, хамӑр тымара лайӑх туякансен те, тивӗҫӗ пысӑк. Эпир хамӑр тымара туятпӑр пулсан пирӗн ыттисене те — юнашар пурӑнакан чӑвашсене — ҫав туйӑма вӑратма, ӑна туйса илме вӗрентмелле.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

чул // 1627.75.3535
2017.06.18 19:16
Эрех ӗҫекенсен нимле тымарӗ те ҫук. Ӗҫменнисен те, эрех атмосферинче миммисем тайӑлма пуҫлаҫҫӗ. Тутарсемех, ав, кунтах тутар чӗлхине упраса хварас тесе шкулта предмечӗсене тутарлах вренеҫҫӗ.
2017.06.20 08:58
Аçтахар Плотников
«Чул», сан шутупа пурте эрех ӗҫеҫҫӗ. Ӗҫменнисем те пайтах.
Agabazar // 3462.2.5433
2017.06.20 13:02
Agabazar
Тутарсен те тутар чĕлхине вĕрентесси пур çĕрте те пулса пыраять теме çук.
владимир // 3957.56.0551
2018.04.19 03:08
Хисеплĕ çынсем-чăвашсем, вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхи хушшине çăка савăл ма çапатăр-ши эсир? Мĕн чухлĕн Иван Яковлвича çавах сăлтавпа муритленине мĕнле пирĕн чăтмалла?! "Ăсли хăйне вăрçать тет, хĕнлĕхе лексен. Ăссăрри вара ялан - ыттисне." Вырăс патшалăхĕнче мĕн тума пултарăр-ши вырăс чĕлхисĕр? Виçи, виçи пулмалла пур пулăмра та! Ăслă çын чуптума та виçепе чуптума хушнă. Чĕлхепе наци ыйтăвĕсем те виçеллĕ пултăрччĕç!!!
2018.04.21 06:43
Чул шучĕпе ĕçекеннисем те ĕçеççĕ, ĕçменнисем те ĕçеççĕ, сĕре мыскаралла. Владимир, хăть камăн та аслă вырăнта тăван чĕлхе пулма тивĕç. Анчах та хамăр ялтах сăнатăп: çамрăксем, ача-пăча вырăсла перкелешме пăхаççĕ, эсĕ чăваш вĕт тесен, кăмăлсăрланаççĕ. Ку пулăма епле пăрахăçламалла? Кунта ятарлă программа та пулăшас çук.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj