Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ генералсем

Agabazar16.05.2017 15:585030 Пурĕ пăхнă

Техникӑлла ҫарсен генерал-полковникӗн погонӗ, 1943-мӗш ҫул.

 

Чӑвашран тухнӑ ҫарпа ҫыхӑннӑ генералсен йышӗ сахалах мар пулӗ. Анчах та генерал-полковник шайнех ҫитнисем нумаях мар. Унашкаллисен погонӗсем ҫинче виҫӗ ҫӑлтӑр. Ҫавна кура вӗсене кулленхи калаҫура чылай чухне виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ генерал та теҫҫӗ сӑнарлӑн.

Ҫавнашкал чӑвашсене асӑнса тухасшӑн. Юлашкинчен ӑҫта ҫуралнине кӑтартнӑ.

1) Смородинов, Иван Васильевич (1894-1953), генерал-полковник (1941), — хальхи Тутарстанти Элкел районӗнчи Кивӗ Матак ялӗ.

2) Боголюбов, Александр Николаевич (1900-1956), генерал-полковник (1945), Совет Союзӗн Геройӗ, — Шупашкар хули.

3) Дементьев, Пётр Васильевич (1907-1977), генерал-полковник-инженер (1977), икӗ хут Социализмла Ӗҫ Геройӗ, — хальхи Тутарстанти Ҫӗпрел районӗнчи Пасарлӑ Упи ялӗ.

4) Романов, Анатолий Александрович (1948 ҫур.), генерал-полковник (1995), Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, — Пушкӑртстанти Пелепей районӗнчи Илккел ялӗ.

 

Ку ҫынсем чӑнахах та чӑваш пулнине ҫӑлкуҫсемпе тӗплӗн тӗрӗсленӗ.

Татах та ҫӳлерехри шай — арми генералӗ. Тӑватӑ ҫӑлтӑрлӑ генерал теҫҫӗ вӗсене сӑнарлӑн. Ун пеккисене чӑвашсем хушшинче тупса пулмарӗ. Тен, ҫук та пулӗ.

Тепӗр хут асӑрхаттаратпӑр: ҫарпа ҫыхӑннӑ (ҫарти) генералсем пирки кунта сӑмах. Ҫарпа ҫыхӑнман ятарлӑ званисем пирки мар.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj